Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрачасен (тĕпĕ: хӗрача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрачасен чӗри тӗлӗшпе те вӑл «ӑстаҫӑ» шутланать.

И считался у нас специалистом по девчоночьим сердцам.

1940-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ҫак аслӑ этем, 1519-мӗш ҫулта пилӗк карапран организациленӗ экспедицин пуҫне тӑрса, тинӗс ҫине тухнӑ, вӑл Патагони ҫыранӗсемпе пырса Желанный, святой Юлианӑн порчӗсене уҫнӑ, аллӑ пиллӗкмӗш градуслӑ широта ҫинче Вунпӗр пин хӗрачасен проливне кӗрсе кайнӑ, халӗ эпир ӑна Магеллан проливӗ тетпӗр, юлашкинчен, 1520-мӗш ҫулхи ноябрӗн 28-мӗш кунӗнче вӑл Лӑпкӑ океанӑн шывӗсенче пулнӑ.

Этот великий мореходец в 1519 году отправился в плавание во главе экспедиции из пяти кораблей, проследовал вдоль берегов Патагонии, открыл порт Желанный, порт Св. Юлиана, открыл под пятьдесят вторым градусом широты пролив Одиннадцати тысяч дев, который должен был впоследствии получить его имя, и, наконец, 28 ноября 1520 года, очутился в Тихом океане.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Эсир ларӑр, — хӗрачасен еннелле аллине сулчӗ пуп.

— Вы садитесь, — махнул поп в сторону девочек.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Дежурнӑй сестра пӳлӗмӗнче ӑна ҫакӑн ҫинчен каласа пачӗҫ: Толька Шестаков, тӑватӑ уран утса хӗрачасен палатине вӑрттӑн йӑпшӑнса пырса, пушкӑрт хӗрне Эминене ура кӗлинчен ярса илнӗ; пушкӑрт хӗрӗ хӑранипе пит те хытӑ кӑшкӑрса янӑ, тата хӗрлӗ ҫӳҫлӗ мӑнтӑркка Вострецова нумайччен кулса выртса хӗрсене ҫывӑрма кансӗрленӗ.

В комнате у дежурной сестры Натке сказали, что Толька Шестаков, подкравшись на четвереньках в палату к девчонкам, тихонько схватил башкирку Эмине за пятку, отчего эта башкирка ужасно заорала, да рыжеволосая толстушка Вострецова долго хохотала и мешала девчатам спать.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Карчӑксемпе тӑлӑха юлнӑ хӗрачасен пахчисене тустарнипе те.

даже у старух, даже у осиротевшей девчурки.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Хайхи пӗчӗкҫеҫ хӗрачасен сачӗ.

Сад того дома, где живет маленькая девочка.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

— Итле-ха, — ыйтрӗ Квакин Фигурӑран, — леш хайхи хӗрачасен садне эсӗ кӗтӗн-и?

Квакин спросил у Фигуры: — Слушай, это ты в тот сад лазил, где живет девчонка.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Ҫав шавлӑ тинӗсе хӗрачасен аллипе тӳнтермелле-и вара!

И руками ли девчонок это шумное море свалить!

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Унта ӗнтӗ Галина хуҫа, вӑл хӑйне пулӑшма пынӑ хӗрачасен бригадипе.

Здесь хозяйничала Галина с целой бригадой своих помощниц.

IV сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Хурӑн пуҫлӑ ҫӗленсемпе шапасене, ҫуррине эпир хӗрачасен шкулне парса тритонпа улӑштаратпӑр.

Мы половину ужей и лягушек на тритонов сменяем в девчачьей школе.

Хура ҫӗлен // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 109–118 с.

Хӗрачасен ыйтӑвӗсене йӗрӗнсе итлесе ларакан Володя сыхланчӗ.

Володя, пренебрежительно слушавший вопросы девочек, тут насторожился.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Астӑватӑп, хуньӑм калатчӗ, «мӗне кирлӗ хӗрачасен вӗренни?» тетчӗ.

«К чему девочкам учиться?» — говаривал, бывало, тесть — противник женского образования.

Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Халлӗхе вара кунта чӳрече айӗнченех сад пуҫланать, йӑлтах чечек пуснине пула, юр пек шурӑ сурӑх кӗтӗвӗ евӗр, шурӑ кӗпеллӗ хӗрачасен кӗпӗрленчӗк ушкӑнӗ евӗр, черешнясем нумай йышпа ҫап-ҫавракан та кап-капӑррӑн саркаланса лараҫҫӗ.

Сейчас же за окном начинался сад, где во множестве росли черешни, все белые от цветов, круглые и кудрявые, точно стадо белоснежных овец, точно толпа девочек в белых платьях.

VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Огнянов ирпе хӗрачасен шкулне кайма пулнине тухтӑр пӗлетчӗ-ха, паян унта вӗрентместчӗҫ.

Доктор знал, что утром Огнянов собирался пойти в женскую школу, где в этот день не было занятий.

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Огнянов хӗрачасен шкулӗнче те вӗрентет, ҫав майпа вӗсем Радӑпа кунсерен курнӑҫаҫҫӗ.

Огнянов преподавал и в женской школе, а значит, ежедневно виделся с Радой.

XII. Бойчо Огнянов // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Паян вӑл паттӑра тухрӗ, тӳрӗ ҫынсемпе пӗрлех хӗрачасен амӑшӗсем те ун майлӑ пулса тачӗҫ.

Сегодня он был героем; на его сторону перешли все честные люди и все матери школьниц.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ашшӗ юратнине те, амӑшӗ артакласа хӳтӗленине те пӗлмен тӑлӑх хӗрачасен пурнӑҫ шӑпи ҫӑмӑл мар; вӗсен пӗтӗм кун-ҫулӗ ҫынсен ыр кӑмӑлӗнчен е хаярлӑхӗнчен килет: ют ҫынсен хушшинче-ҫке вӗсем, хӑйсен хутне кӗмен ҫынсем патӗнче ӳссе кун кураҫҫӗ, вӗсене никам та ачашласа ӑшӑтмасть, никам та кӑмӑлтан кулса хаваслантармасть.

Тяжела участь девушек-сирот; рано лишившиеся отцовской любви и защиты и материнской нежной заботливости, брошенные на произвол судьбы, они всецело зависят от людской милости или людского жестокосердия, они растут и расцветают среди чужих, равнодушных людей, не согретые ничьей ласковой, ободряющей улыбкой.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пионерсем ман мӑнаҫлӑн ҫӳреҫҫӗ, кашнин — противогаз, хӗрачасен — хӗрлӗ хӗресле сумка.

Пионеры мои с гордостью носили противогазы, а у девочек были сумки с красными крестами.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кирлех пулсан эпир Бржозовскийӗн хӗрачасен гимназине илетпӗр.

Уж лучше, если на то пошло, мы возьмем женскую гимназию Бржозовской.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл, аяккалла кайса, арҫын ачасемпе хӗрачасен ушкӑнӗ патне пырса тӑчӗ те вӗсемпе калаҫма тапратрӗ.

Он подошел к кучке мальчиков и девочек и завел с ними разговор.

18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех