Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑратать (тĕпĕ: хӑрат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ася, илӗртӳллӗ, ҫав вӑхӑтрах тӗлӗнтермӗш чун, хӑйӗн вӗри пуҫӗпе, иртнӗ пурнӑҫӗпе, воспитанийӗпе, — пытармастӑп, — хӑратать мана.

Сама Ася, с ее огненной головой, с ее прошедшим, с ее воспитанием, это привлекательное, но странное существо — признаюсь, она меня пугала.

XV // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Таврара сикекен чир сарӑлнӑ тейӗн: халӑх ялсенчен те, кӗпер юсанӑ ҫӗртен те пӑрахса тарать, пӗтӗм районӗпе партизансем хуҫа пулса тӑрасси хӑратать.

Словно эпидемия охватила район: бегут со строительства, покидают деревни — весь район угрожает стать партизанским.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Нимӗҫ яланхи пекех суять, хӑратать тейӗпӗр…

 — Ну, допустим, что немец, как всегда, брешет, запугивает…

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Унӑн сехрине хӑпартнӑ сасси итлекенсене те хӑратать.

Страх, звучавший в его голосе, передавался и слушателям.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Турӑ ҫаплах хӑратать тесе кам шутланӑ!

Кто мог подумать, что Бог так напугает!

Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.

Ун сылтӑм ури хӑратать мана.

Боюсь за его правую ногу.

5 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Мӗн хӑратать сана?

Что тебя смущает?

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аникей хуть кӑшкӑрса хӑратать.

Аникей все горлом берет.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тен, вӑл тухса тарас пек хӑратать сана?

А может, в пятках прячется и труса празднует?

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Типсе каять акӑ ҫӗр, акса ӗлкӗреймеҫҫӗ вӗсем, тепӗр ҫул вара выҫлӑхпа юнаса хӑратать.

Высохнет земля, не управятся с посевом, голодом пугнет следующий год.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫапӑҫу вӑраха каяссипе хӑратать.

Бой грозил стать затяжным.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑнӗпе вӑл пӑртак Анна стайлӑрах: ҫавнашкалах хура кӑвак куҫлӑ, сӑмси те Аннӑн пекех курпун; ӳчӗ кӑна тӗссӗрленсе пӗркеленнӗ тата шалалла путса кӗнӗ тути ватлӑхпа хӑратать.

Лицо ее неясно напоминало Анну: тот же иссиня-черный блеск глаз, тот же с горбинкой нос, только кожа морщинистая и землистая, да провалившийся рот пугает старостью.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксене хӑйсем тӑшманпа хире-хирӗҫех тӑрса юлни хӑратать.

Казаков пугало то, что они остались лицом к лицу с противником.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пырӗ тискеррӗн те вӗрин ыратса кайнипеле вӑл такам кӳсекпе пырса ҫапнӑ пек кайса ӳкрӗ, анчах та, тытӑннӑ ӗҫе туса пӗтерейменнине туйса, тӗтреллӗн ӑнланса илсе, тӑват ура ҫине, унтан чӗркуҫҫи ҫине тӑчӗ; хыпаланса (ӑна кӑкрине кӳлленекен юн хӑратать), чӗтрекен пӳрнисемпе тӳмесене туртса татса, темӗн шутпа кофтине вӗҫерчӗ.

От дикой горячей боли упала, как от удара, и, чувствуя, смутно понимая, что не доделала начатого, — встала на четвереньки, потом на колени; торопясь (ее пугала заливавшая грудь кровь), обрывая дрожащими пальцами кнопки, зачем-то расстегнула кофточку.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑратать ӑна хӑй малалла ура ярса пусас ҫӗнӗ пурнӑҫ, малалла мӗн пуласси паллӑ марри ӑша вӑркаттарать.

Пугала ее новая, стоявшая у порога жизнь, томила неизвестностью.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑратать ӑна ҫак пӗтӗм чӗрене тултарса тӑракан ҫӗнӗ сисӗм, хӑратать те, вӑл, хӑйӗн шухӑшне алтупанӗпе хыпашласа тенӗ пек пуҫтаркаласа, март уйӑхӗнче йӑшса кайнӑ пӑр тӑрӑх Дон урлӑ каҫнӑ чухнехи пек, питӗ асӑрханса пырать.

Пугало это новое, заполнявшее всю ее чувство, и в мыслях шла ощупью, осторожно, как через Дон по мартовскому ноздреватому льду.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫак ӳпремлӗх хӑратать те Аксинйӑна.

И это-то упорство и было страшно Аксинье.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Палкаса тӑракан тӗттӗм тарӑн шыв ӑна нихҫанхинчен хытӑ хӑратать.

Черная колышущаяся глубина пугает его, как никогда.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Ку усал мана юри хӑратать

— Это только пугает нечистая сила!

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

«Тухатмӑшпа хӑратать мана! — ҫаплах чарӑнмарӗ пан Данило.

— Пугает меня колдуном! — продолжал пан Данило.

II // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех