Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑпма (тĕпĕ: хӑп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна пур енчен те темӗскерле тахҫанах тӑрантарса ҫитернӗ, хӑпма пӗлмен йывӑр кӑмӑлсӑрлӑх кӗрхи тӗттӗм каҫ пек хупӑрласа илчӗ, вӑл ҫак тӗттӗмлӗхрен, ҫак йӳҫлӗхрен мӗнле хӑтӑлмаллине пӗлмерӗ.

Что-то неотвязчиво-постылое, противно-тяжкое со всех сторон обступило его, как осенняя, томная ночь; и он не знал, как отделаться от этой темноты, от этой горечи.

Ҫурхи шывсем // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Пӗр сехете яхӑн чӑкӑлташса ларчӗ вӑл манпа, юлашкинчен тӑлӑх арӑм ӑна манран хӑпма хушрӗ.

Целый час она ко мне придиралась, но в конце концов вдова велела ей оставить меня в покое.

Пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Ҫинукӑн чӗлхи сӑвӑҫӑнни евӗр ҫемҫе, лаборатори ӗҫӗсен урокӗнче вӑл Арсен Вагановичран хӑпма пӗлмерӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ҫыпӑҫать те, куршанак пек, хӑпма та пӗлмест!

Прилипнет, как репей, и отцепы от него нету!

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫумӑр нумай йӗпетрӗ-и утта? — хӑпма пӗлмесӗр тӗпчерӗ карчӑк, крыльца ҫинчен аннӑ Дарья хыҫӗнчен утнӑ май.

Сено-то дюже дожди попортили? — назойливо выспрашивала старуха, идя следом за сходившей с крыльца Дарьей.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Яр! — сывлаймасӑр антӑхса тилмӗрчӗ Аксинья, ҫак айванла чеелӗхӗпе хӑйне ҫулӑхнинчен хӑпма шутласа.

Пусти! — просила она, задыхаясь, думая этой наивной хитростью избавиться от приставанья.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кирек-мӗн ҫинчен шухӑшланӑ чух та, кирек хӑш ӑҫе тытсан та, шухӑшӗпе ялт вӑл Григорий ҫумӗнче пулчӗ, унран хӑпма пултараймарӗ, ӑна пӗтӗм чунӗпеле парӑнса юратрӗ.

И о чем бы ни думала, что бы ни делала, всегда неизменно, неотрывно в думках своих была около Григория.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫав кунсенче Григорий, усал шухӑшсенчен хӑпма тӑрӑшса, ӑстӑнне ансухлатас, йӗри-тавра пулса иртекен тата хӑй унта тӳрремӗнех хутшӑнакан ӗҫсем ҫинчен шухӑшлас мар тесе, ӗҫме тытӑнчӗ.

В эти дни Григорий, уходя от черных мыслей, пытаясь заглушить сознание, не думать о том, что творилось вокруг и чему он был видным участником, начал пить.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эпӗ взводран та хӑпма хатӗр!..

Я и от взвода откажусь!..

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Степан килӗшмерӗ, анчах Пантелей Прокофьевич хӑпма пӗлмесӗр ӳкӗтленине, кӳренсе калаҫнине кура, парӑнма тиврӗ.

Степан отказался, но Пантелей Прокофьевич просил неотступно, обижался, и Степан сдался.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫав шухӑшсенчен хӗвелтен алӑпа картласа хӳтӗленнӗ майлах мӗнле те пулин хӑпма хӑтланчӗ.

Он заслонялся от мыслей о ней, как рукой от солнца.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑпма пӗлмен Прошка — Суворов хыҫҫӑн мӗлке пек ҫӳренӗ.

Неотступен Прошка — словно тень за Суворовым.

Пур ҫӗрте те паллӑ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Пӗр калаҫу пуҫарчӗ пулсан — хӑпма та пӗлмен.

Раз уж завел разговор — не отцепится.

Сӑмах ҫапма юратакан // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.

Олег, Люҫҫа, Нина унран хӑпма пӗлмен.

Олег, Люся, Нина от него не отходили.

«Шкулта вӗреннӗ чухнех унӑн лидер паллисем пурччӗ» // Лариса Петрова. Хыпар, 2020.02.07, 13–14№№

Анчах Наталья хӑпма пӗлмесӗр ӳкӗтлерӗ:

Но Наталья упрашивала неотступно:

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чӗрипе пур пӗрех вӑл Аксинйӑран хӑпма пултараймарӗ; Аксинья ӗлӗкхи пекех ӑна йывӑррӑн та хистевлӗн хӑй патне илӗртсе тӑчӗ.

Сердце жило у Аксиньи, к ней потянуло попрежнему тяжело и властно.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук патӗнчен хӑпма та пӗлмерӗ вӑл, ӑна тӗрлӗ ыйтусемпе йӑлӑхтарчӗ, килпетсӗр ҫӳхе пальто ҫаннинчен турткаларӗ, пулемет патӗнче уйрӑлмасӑр пӑхса тӑчӗ.

Она назойливо приставала к Бунчуку, хватала его за рукава неуклюжего демисезона, неотступно торчала около пулемета.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Халь ак хӑпма пӗлмест, мӑнтарӑн, — Каймасть винтовка аллӑмран.

А и эх, теперя от зари до зорьки Стою с винтовкою в руке…

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вольноопределяющи хӑпма пӗлмесӗр йӗрӗнтерсе ыйтнине хирӗҫ атаманец чӗнмест, снаряд гильзинчен тунӑ пӑхӑр куркапа вӗри шыва кана-кана ӗҫет те хура ҫӑкӑртан типӗтнӗ сухарие шыва чиксе кӗмпӗртеттерсе ҫиет.

Не отвечая на назойливые вопросы вольноопределяющегося, атаманец редкими глотками тянул кипяток из медной кружки, сделанной из гильзы снаряда, прикусывая черным размоченным в воде сухарем.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ку енӗпе вӗсенчен нимӗнле карантинпа та хӑпма ҫук.

Тут уже никакими карантинами не спасешься.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех