Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Пӗлетӗр-и мӗн, — хӑвӑрттӑн малалла калаҫрӗ вӑл, — эхер те эсир виҫӗмкун эпӗ юрланӑ хыҫҫӑн мана хӑвӑрӑн ҫав «ах!» тенӗ сӑмахӑра каламан пулсан, эпӗ ҫӗрле ҫывӑрайман пулӑттӑм, тен, макӑрнӑ та пулаттӑм.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Каламӑп, каламӑп, — терӗ вӑл хӑвӑрттӑн.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл, чӑнах та, куҫ илмесӗр пӑхрӗ, Ольга сӑмахӗсене илтмерӗ, хӑй ӑшӗнче мӗн пулса иртнине шарламасӑр тӗрӗслерӗ; пуҫне аллипе перӗнсе пӑхрӗ, унта та темӗн пӑлханать, питӗ хӑвӑрттӑн ыткӑнать.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Чим-ха, Андрей, — хӑвӑрттӑн пӳлчӗ Обломов, ӑна каласа пӗтерме памасӑр, — пӗрре те йывӑр мар каласси.— Помилуй, Андрей, — живо перебил Обломов, не давая ему договорить, — мне ничего не стоит сказать:
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗрисем Ольгӑна айван, кӗске ӑслӑ тесе шутланӑ, мӗншӗн тесен вӑл пурнӑҫ ҫинчен, юрату ҫинчен ӑслӑ сӑмахсем пӑшӑлтатман, ҫынсем калаҫнӑ чухне никам кӗтмен хӑюллӑ сӑмахсем хӑвӑрттӑн каласа хуман, музыкӑпа литература пирки тишкернӗ чухне кӗнекесем ҫинчен вуласа е ҫынсенчен: илтсе пӗлнине калаҫура палӑртман: вӑл сахал калаҫнӑ, хӑйӗн ытлашши ӑслах мар шухӑшӗсене пӗлтернӗ — унран аслӑ та ҫивӗч «кавалерсем» пӑрӑннӑ; ҫивӗч маррисем, пачах урӑхла, ӑна ҫав тери ӑслӑ тесе шутланӑ, кӑштах унран хӑракаланӑ та.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ, комета пек, ҫуттӑн та хӑвӑрттӑн пӗрре курӑннӑ, тепре ҫухалнӑ, хам вара ҫаксене пурне те маннӑ, сӳнсе пынӑ…Ты появлялся и исчезал, как комета, ярко, быстро, и я забывал все это и гаснул…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вара Андрей лашине хӑвӑрттӑн уттарнӑ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Каятӑп та улпута каласа кӑтартатӑп! — терӗ вӑл, хӑвӑрттӑн килелле утрӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Акӑ мӗншӗн сӑмса вӗҫӗ кӗҫӗтнӗ! — хӑвӑрттӑн каласа хучӗ Пелагея Ивановна.— Вот отчего кончик носа чесался! — живо сказала Пелагея Ивановна.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Тӗрӗс, тӗрӗс, — шиклӗн те хӑвӑрттӑн хирӗҫ чӗнет те философи ыйтӑвӗсем ҫинчен калаҫма шутланӑ Илья Иванович, унтан каллех каллӗ-маллӗ уткалама пуҫлать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫамрӑк помещиксенчен пӗри Мускава кайса пӗр дюжина кӗпешӗн виҫҫӗр тенкӗ, пӗр атӑшӑн ҫирӗм пилӗк тенкӗ, туй кунӗ валли туяннӑ жилетшӑн хӗрӗх тӗнкӗ тӳленӗ тенине илтсен, Обломов сӑхсӑхса илнӗ те, хӑвӑрттӑн ҫапла каласа хунӑ: «Ҫав маттура тӗрмене хупса лартмалла», тенӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл, сывлӑш ҫитмен чухнехи евӗр, пӳлӗнсе ларчӗ, унтан сасартӑк ун аллисем ман мӑй тавра хӑвӑрттӑн та хыттӑн яваласа илчӗҫ, вара ман тутана Олеҫҫӑн васкаса тухакан чӗтӗревлӗ пӑшӑлтатӑвӗ пылаккӑн пӗҫертсе кайрӗ:
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Эпӗ пурӗ те пӗрне ҫеҫ, Олеҫҫӑн шурса кайнӑ пичӗ хам еннелле хӑвӑрттӑн ҫаврӑннине ҫеҫ, питӗ лайӑх астӑватӑп, ҫак калама ҫук хӳхӗм, маншӑн ҫӗнӗ пит ҫине, пӗр-пӗрне ылмаштарса, иккӗленӳллӗ аптӑравлӑх та, хӑрани те, сехӗрленӳ те, юратӑвӑн йӑлтӑртатса ҫиҫекен ачаш кулли те туха-туха тӑчӗ пӗр самант хушшинчех…
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Е ман куҫ умӗнче шпалерӑн тем вӑрӑмӑш та пит йӑлтӑркка тӑрӑхӗсем ухмахлантарса ярас пекех хӑвӑрттӑн мӗлтлетеҫҫӗ, эпӗ вара вӗсем ҫинче тӗрӗ вырӑнне этем кӗлеткисен ярӑмне — вӑхӑт-вӑхӑтӑн хитре, ырӑ та кулаканскерсене, вӑхӑт-вӑхӑтӑн сӑн-питне пӗркелентерсе илемсӗрлетекенскерсене, чӗлхисене тӑса-тӑса кӑтартакансене, шӑлӗсене йӗрнисемпе тем пысӑкӑш куҫ шуррисене ҫавӑркалаканскерсене — тӗлӗнсе каймалла уҫӑмлӑн куратӑп.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Эпӗ ура ӑҫта пуснине те лайӑххӑн курмастӑп, хам ӑҫталла кайнине те чантан чухламастӑп, пыратӑп ӳсӗр ҫын евӗр енчен еннелле сулкаланса, ҫав вӑхӑтрах шӑлсем хамӑн пӗр-пӗрин ҫумне ҫапӑна-ҫапӑна хӑвӑрттӑн та хыттӑн шаклатаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Сайра пӗрре вӑл ман ҫине чурӑс, арпашӑнчӑк та кулӑшла пӗчӗк кӑвак куҫӗсемпе хӑвӑрттӑн пӑха-пӑха илчӗ, анчах эпӗ унӑн нар пек хӗрлӗ пичӗ ҫинче нимех те вуласа пӗлеймерӗм: ни майлӑ пулнине, ни хирӗҫ тӑнине.
VIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Тем тӗсесе пӑхасшӑн пулнӑ евер, Олеся хӑвӑрттӑн чӳрече енне ҫаврӑнчӗ.
VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Вӑл ман алла, суранланнӑ ҫӗртен кӑшт ҫӳлерехре, хыттӑн ярса тытрӗ те ун патнех пӗкӗрӗлсе, вӗри сывлӑшӗпе вӑхӑт-вӑхӑтӑн ӳте пӗҫерттерсе, хӑвӑрттӑн темӗскер пӑшӑлтатма пуҫларӗ.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Касса янӑ вырӑнта ҫавӑнтах пӗтӗм лапкипе юн тапса тухрӗ, алӑ тӑрӑх юхса кайса, ҫӗр ҫине хӑвӑрттӑн тумла пуҫларӗ.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Олеся ман пальто ҫаннине хӑвӑрттӑн тавӑрчӗ те манжет ҫумӗнчи ҫаклашкана вӗҫертсе ячӗ, унтан кӗсйинчен пысӑках мар, пӗр виҫӗ вершуксене майлӑ, финн ҫӗҫҫине илсе, сӑран йӗнӗрен туртса кӑларчӗ.
V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.