Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫать (тĕпĕ: хуҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пуринчен ытла ҫакӑ кӑмӑла хуҫать: вӑл хӑйне хӑй ҫав тери чипер тесе шутлать пулмалла, анчах хӑйӗн пӳ-сине — пӑхма намӑс.

Досаднее всего то, что он, верно, воображает себя красавцем, между тем как фигура — взглянуть совестно.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Кайса пӗл, кам хуҫать унта!

— Сходи узнай, кто там ломает!

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пуринчен те хаваслӑрах вӑл, калаҫма юратать, пит чухлаканскер курӑнать, пур ҫӗре те ҫитет, пӗрмай тӑрмашать: хӑрӑк-харӑка урипе тапса хуҫать, вуттине лайӑхрах ҫунтарма тӑрӑшать, пӗҫерме лартнӑ котелоксемпе аппаланать.

Самый веселый, разговорчивый и — видно было — смекалистый и вездесущий, он все время хлопотал: ломал ногой валежник, подживлял огонь, возился с котелками на тагане.

XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Ӗне урине амантнӑ пулсан, унта шуйттан та урине хуҫать пулӗ…

— Ну, если корова ногу повредила, так, верно, там и сам черт ногу сломит…

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Эпӗ те хамӑн татӑк алла шеллемерӗм, анчах вӑй улӑма хуҫать, теҫҫӗ-ҫке.

Я свою культю тоже не жалел, но ведь сила, говорят, солому ломит.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑй улӑма та хуҫать те, вӑя хирӗҫ ӑҫтан тӑрӑн-ха?

Сила солому ломит, куда же супротив силы попрешь?

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хуллен-хуллен, майӗпе ҫын хӑйӗн йывӑр шӑпине хӑнӑхса пырать — ун чух вара вӑл вӑраххӑн пурӑнма тытӑнать, — е тата ҫынна хуйхӑ ҫапса хуҫать те, вӑл вара ураланаймасть, хуйхӑ мӗнлерех пулнинчен те, ҫынни мӗнлерех пулнинчен те килет ку.

Понемногу, трудным путем выработывается в человеке или покорность судьбе — и тогда организм медленно и постепенно вступает во все свои отправления, — или горе сломит человека, и он не встанет больше, смотря по горю, и по человеку тоже.

XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Патшалӑхӗ те вара, пӗтӗм ӗҫлес кӑмӑла хуҫать капла.

Ну и государство, все желание работать отбивает.

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Час-часах пӗр-пӗр вӑрман паттӑрӗ ҫапӑҫура аяла пулса, шатӑртаттарса ҫӗрелле татӑлса анать, ҫамрӑк йывӑҫсене хуҫать.

Чуть не каждую минуту какое-нибудь гигантское дерево, не выдержав напора бури, с треском рушилось, ломая молодую поросль.

16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах ҫӗр ҫинчен ним тӗлли-паллисӗр ҫухаласси кӑмӑла хуҫать.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Бюрократланнӑ пуҫлӑх алли Тамара кӑмӑл-туйӑмне ҫапса хуҫать.

Рука бюрократизированного руководителя разбивает мечты Тамары.

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Ҫак малтан курӑнман инкек вӑхӑт ҫитсен каярахпа этем шӑпине тылӑ витӗр кӑларнӑ пек мутасласа хуҫать: вӗренес, ӗҫе хӑнӑхас пулать, пысӑк вырӑн улталама пултарать.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Анчах «Янташра» юрланисенчен хӑшӗ-пӗри пирӗн ӗҫе хакламанни кӑмӑла хуҫать.

Расстраивает то, что некоторые исполнители "Янташа" работу нашу недооценивают.

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех