Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халь ӗнтӗ эпӗ вӗренсе ҫитрӗм, ӗҫӗ хутран мар, хамран, майне пӗлнинчен килнӗ иккен.
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Ҫара уран Гейка, ҫиллесскер, япаласем чӗркемелли хутран ҫыпӑҫтарса тунӑ пакет тытса тӑрать.А босоногий суровый Гейка держал склеенный из оберточной бумаги пакет.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Сасартӑк ун пуҫӗ тӑрринче кӑвак хутран тунӑ парашют уҫӑлчӗ.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Епле пулсан та, эпӗ чӑтӑмлӑн малалла утрӑм, сайра хутран чарӑнкаласа тарланӑ ҫамкана шӑлтӑм, айван Брутика ачашлакаларӑм, вӑл хӑранипе манран пӗр утӑм юлмасӑр, вӑрӑм чӗлхине кӑларса тата ман ҫине ӑнланайман куҫӗсемпе хуйхӑллӑн пӑхса чупса пычӗ.
Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.
Хуҫасӑр пӳртре пӗррехинче ҫил выляса пӑхнӑ та, вӑл, хутран тунӑ пӳрт ача сывланипе саланса кайнӑ пекех, сасартӑк: саланса ӳкнӗ.
V // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Вӗсен хутран тунӑ хупписем ҫине Феничка хӑех пысӑк саспаллисемпе: «кружовник», тесе ҫырса хунӑ; Николай Петрович ҫав варенине пуринчен ытла юратнӑ.
VIII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӗсем халат тӑхӑнса ларса пистолетсем юсаҫҫӗ, хулӑн хутран кил-ҫуртра кирлӗ пулакан тӗрлӗ япаласем ҫыпӑҫтараҫҫӗ, хӑйсем патне килнӗ юлташӗсемпе шашкӑлла тата картла выляҫҫӗ, ирхи вӑхӑта ҫапла ирттерсе яраҫҫӗ, каҫхи вӑхӑт та ҫавӑн пекех иртет, тепӗр чухне ҫеҫ пунш ӗҫеҫҫӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Сайра хутран, питӗ сайра хутран анчах хулӑн пиртен ҫӗленӗ сюртук тӑхӑннӑ мӗнле те пулин чухӑн ҫӗр улпучӗ темле ҫӑмӑл урапапа шалтӑртаттарса, ҫӑнӑх миххисен хушшинчен пӑхкаласа тихаллӑ турӑ кӗсрине ҫаптарса иртсе каять.
Кӳме // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Хӑйӗн тирпейлӗхне пула вӑл арӑмне кунне икӗ хутран ытла мар чуптумалли йӗрке тунӑ, унтан ытлашши чуптӑвас мар тесе яшка ҫине пӑрӑҫ пӗр пӗчӗк кашӑкран ытла яман; ҫак йӗрке вырсарникунсенче ҫеҫ пурнӑҫа кӗрсе кайман, мӗншӗн тесен вӑл ун чухне икшер бутылка сӑра тата пӗр бутылка хӑй яланах вӑрҫакан тминнӑй эрех ӗҫнӗ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Чаплӑ ҫынсем хушшине вӗсем сайра хутран ҫеҫ ҫакланаҫҫӗ, е, тӳррипе каласан, пачах ҫакланмаҫҫӗ.В высшем классе они попадаются очень редко или, лучше сказать, никогда.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
— Чайкӑна та илсе ҫӳрекеленӗ, сайра хутран кӑна ӗнтӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Шӑтӑкӗнчен сайра хутран анчах тухкаласа ҫӳреме пуҫларӗ.
Юр та ыйхӑ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.
Фоминпа ун юлташӗсем кашни хӑй пӗлнӗ пек вӑхӑта сутса пурӑнчӗҫ: тӗплӗ-тирпейлӗ Стерлядников, уксах урине меллӗрех хурса, ир пуҫласа каҫчен кӗпи-тумтирӗпе аттине сапласа ларчӗ, тӑрӑшсах хӗҫпӑшалне тасатрӗ; нӳрӗ ҫӗр ҫинче ҫӗр каҫни хӑйшӗн усса пыман пирки Капарин, пуҫ ҫинчен кӗрӗк пиншак витӗнсе, кунӗ-кунӗпе хӗвел ҫинче типпӗн кӗхлеткелесе выртрӗ; Фоминпа Чумаков хутран касса тунӑ картпа йӑлӑха пӗлмесӗр вылярӗҫ; Григорий утрав тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ, чылайшар вӑхӑт шыв хӗрринче ларчӗ.
XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӗсем ачасене вӑрман тӑрӑх ертсе кайрӗҫ, сайра хутран ҫула хунарпа ҫутаткаласа пычӗҫ, вара часах пӗр тӑвӑр хушӑк тӗлне ҫитсе чарӑнчӗҫ.
«Калуга — Марс» // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 119–137 с.
Таҫтан вӑрман леш енчен, «карбидсен» вожатӑйӗ пӳлӗмӗнчен лагерь телеграфӗн дежурнӑйӗ Сеня Жуков уҫӑпа шакка пуҫларӗ, кунта вара — хутран тунӑ хӑю ҫинче аран уйӑрса илмелли пӑнчӑсем пула пуҫларӗҫ.
Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.
Леня хутран тунӑ хӑюне пӳрнипе тытрӗ те хӑй патнелле турта пуҫларӗ.
Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.
Мӑшкӑлтӑк шывӗнчен шурӑ пӑс ҫӗкленнӗ тата питех те тутлӑ шӑршӑ сарӑлнӑ; сайра хутран вӗсем Тетка ҫине ҫӑвӑрӑнса пӑхса, шӑлӗсене шатӑртаттарнӑ тата: «Эпир сана памастпӑр!» тесе хӑрлатнӑ.
VI. Канӑҫсӑр каҫ // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Сайра хутран вӑл чарӑнса тӑнӑ та, шӑнса кайнӑ урисене хурлӑхлӑн пӗрин хыҫҫӑн теприне ҫӗклесе, хӑйӗнчен хӑй ыйтса пӗлме тӑрӑшнӑ: эпӗ ҫухалса каясси мӗнле пулма пултарчӗ-ха?
I. Хӑйне хӑй япӑх тыткаланӑ // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Сайра хутран ҫеҫ хыҫалти ретре тахӑшӗ, шӑнса ӳслӗке ернӗскер, пырне хыртарса ӳсӗре-ӳсӗре илет, тата Егор Дымшаков, хӑйӗн валли каллех стакана шыв тултарса, графин пӑккине шӑнклаттарать.
12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
«Юрать-ха, эпӗ вӗсене вокзала ан пырӑр тесе ӳкӗте кӗртрӗм, — шухӑшларӗ вӑл, сарлака кантӑк патӗнче чарӑнса, пиллӗкмӗш хутран нумай хваттерсен ҫути ӳкнӗ картиш ҫине пӑхса. — Хӗвӗшӳллӗ вакунта, ҫын ҫинче пӗр-пӗрне нумай калаймӑн, ӗнер эпир пӗр бутылкӑ эрехпе ларнӑ чухне унтан нумайрах каларӑмӑр!»
1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.