Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Вӑл вӗсене ҫапла хуравланӑ: мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлти Патшалӑхӑн вӑрттӑнлӑхӗсене сире пӗлмелле тунӑ, вӗсене ун пек туман: 12. камӑн пур, ӑна тата парӗҫ, унӑн тата хушӑнӗ; камӑн ҫук, унӑнне пур пеккине те туртса илӗҫ; 13. вӗсем пӑхсан та курмаҫҫӗ, итлесен те илтмеҫҫӗ, ӑнланмаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене ытарлӑн калатӑп; 14. Исаия пророк калани вӗсен тӗлӗшӗнчен вырӑна килет.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Тахӑшӗ асӑрханмасӑр «япӑх турӑмӑр ҫав» тесессӗн, вӑл ҫапла хуравланӑ: кирек мӗнле сӑлтавпа пултӑр та, анчах ӗҫне тунӑ ӗнтӗ, апла вӗсем хирӗҫ-и, хирӗҫ мар-и, мана кӗме те пулин юрамасть-и вара? тенӗ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Патша Илиодортан: тепӗр хут Иерусалима яма юрӑхли кам пулма пултарӗ тесе ыйтсассӑн, вӑл ҫапла хуравланӑ: 38. санӑн мӗнле те пулин тӑшман е санӑн патшалӑхна хирӗҫ тӑраканӗ пур пулсассӑн, ӑна ҫавӑнта яр; эхер те чӗрӗ юлайсассӑн, вӑл унтан асап курса таврӑнӗ, мӗншӗн тесессӗн ҫав вырӑнта чӑнах та Турӑ хӑвачӗ тӑрать: 39. Хӑй тӳпере пулин те, Вӑл — ҫав вырӑнӑн хуралҫи, ӑна хӳтӗлекенӗ, Вӑл усал шухӑшпа пыракансене вӗлере-вӗлере пӑрахать, тенӗ.
2 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Птоломей патша акӑ ҫапла хуравланӑ: «эсӗ, хӑвӑн аҫусен ҫӗрне таврӑнса, вӗсен патшалӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларнӑ кун — телейлӗ кун. 56. Эпӗ ӗнтӗ саншӑн ху мӗн ыйтса ҫырнине тивӗҫтерӗп, анчах эсӗ ман патӑма Птолемаида хулине тух, пирӗн пӗр-пӗринпе курнӑҫмалла пултӑр, вара, эсӗ каланӑ пек, эпӗ санпа хурӑнташланӑп» тенӗ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Даниил хирӗҫ хуравланӑ: эпӗ алӑпа ӑсталанӑ йӗрӗхсене пуҫҫапмастӑп, чӗрӗ Турра — тӳпепе ҫӗре пултарнӑ, мӗнпур чӗрӗ чуна тытса тӑракан Турра — пуҫҫапатӑп, тенӗ.
Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Патша халдейсене ҫапла хуравланӑ: калас сӑмахӑм манӑҫрӗ; эсир мана тӗлӗкӗме, унӑн пӗлтерӗшне ӑнлантарса параймасан, сире касса ваклӗҫ, сирӗн ҫурт-йӗре аркатса тӑкӗҫ; 6. тӗлӗкӗме тата унӑн пӗлтерӗшне каласа парсассӑн, сире манран тӗрлӗ парне те чыс-хисеп пулать; эппин, тӗлӗкӗме тата унӑн пӗлтерӗшне калӑр, тенӗ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иеремия пӗтӗм халӑха — арҫынсемпе хӗрарӑмсене, хӑйне хуравланӑ мӗнпур ҫынна — ҫапла каланӑ: 21. эсир тата сирӗн аҫӑрсем, патшӑрсемпе пуҫлӑхӑрсем, ҫӗршывӑр халӑхӗ Иудея хулисемпе Иерусалим урамӗсенче ҫапла тӗтӗрнине асне илмерӗ-и-ха Ҫӳлхуҫа?
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ахиор, пӗтӗм Аммон ывӑлӗсене ертсе пыраканскер, ӑна ҫапла хуравланӑ: хуҫамӑм, манӑн, хӑвӑн чурун, сӑмахне итлесемччӗ; сан ҫывӑхунта, ҫак ту-сӑртлӑ ҫӗршывра пурӑнакан халӑх ҫинчен эпӗ сана тӗрӗссине каласа парӑп, сан чуру ҫӑварӗнчен суя сӑмах тухмӗ.
Иудифь 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Лешӗ ҫапла хуравланӑ: пӗр-пӗр ҫынна шуйттан е усал сывлӑш аптӑратсан, ӑна, — арҫын-и вӑл, хӗрарӑм-и, — ҫак пуллӑн чӗрипе пӗверне ҫунтарса тӗтӗрес пулать, вара ҫав ҫын урӑх асапланмасть; 9. пӗр-пӗр ҫыннӑн куҫне шур илсен, ӑна ҫак пулӑ вачӗпе сӗрес пулать, вара вӑл сипленет, тенӗ.
Тов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Пророк каланӑ чухне патша ӑна хуравланӑ: сана патшана канаш пама лартнӑ-им? хӑвна вӗлериччен — чарӑн! тенӗ.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫавӑн чухне, аслӑ ҫынсен канашне вырӑна хумасӑр, патша вӗсене хаяррӑн хуравланӑ, ҫамрӑк ҫынсен канашне тӑнласа вӑл ҫапла каланӑ: 14. манӑн аттем сирӗн ҫине йывӑр ҫӗклем хунӑ, эпӗ вара ӑна тата йывӑрлатӑп; аттем сире чӑпӑрккапа хӗнесе асап кӑтартатчӗ, эпӗ сире вӗҫне тимӗр янӑ пушӑпа [хӗнеттерӗп], тенӗ.
2 Ҫулс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Соломон унӑн пур ыйтӑвне те хуравланӑ, Соломон хуравлама пултарайманни нимӗн те тупӑнман.
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Хирам, Тир патши, Соломона ҫыру ярса хуравланӑ: Хӑйӗн халӑхне юратнӑран Ҫӳлхуҫа сана ҫав халӑх патшине лартнӑ, тенӗ.
2 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗ хуравланӑ: Иезавель, хӑвӑн аннӳ, асса-тӗссе те вӗрӳ-суру чӗлхипе аппаланса пурӑннӑ чухне мӗн ырри пултӑр-ха, тенӗ.И сказал он: какой мир при любодействе Иезавели, матери твоей, и при многих волхвованиях ее?
4 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗ хуравланӑ: эсӗ Израиль ывӑлӗсене мӗн чухлӗ инкек кӳрессе пӗлсе тӑнӑран макӑратӑп эпӗ: эсӗ вӗсен керемӗсене ҫунтарса ярӑн, вӗсен яш-кӗрӗмне хӗҫпе вӗлерӗн, кӑкӑр ачисене ҫапса салатӑн, йывӑр арӑмӗсене касса ваклӑн, тенӗ.
4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Турӑ ҫынни ун чухне патшана ҫапла каланӑ пулнӑ: «ыран ҫак вӑхӑтра Самари хапхи умӗнче пӗр виҫе чи паха ҫӑнӑхшӑн — пӗр сикль, икӗ виҫе урпашӑн пӗр сикль тӳлӗҫ» тенӗ; 19. ҫавӑн чухне ҫав улпут Турӑ ҫыннине ҫапла хуравланӑ: «Ҫӳлхуҫа тӳпере чӳречесем уҫса парас пулсассӑн та, унашкал пулайӗ-ши?» тенӗ.
4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Патша ҫумӗнче ӗҫлесе тӑракан ҫынсенчен пӗри ҫапла хуравланӑ: хулара чӗрӗ юлнӑ пилӗк лашана илччӗр те [израильсен пӗтӗм ҫарӗнчен, израильсен пӗтнӗ-арканнӑ пӗтӗм ҫарӗнчен, мӗн чӗрӗ юлнийӗ ҫак хулара ҫеҫ пулнӑ] кайса пӑхчӑр, вара куҫ курӗ унта, тенӗ.
4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Турӑ ҫыннине патшанӑн шанчӑклӑ ҫынни ҫапла хуравланӑ: Ҫӳлхуҫа тӳпере чӳречесем уҫса парас пулсассӑн та, унашкал пулайӗ-ши? тенӗ.
4 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗ хуравланӑ: мана пӗр арӑм ҫапла каларӗ: «хӑв ывӑлна пар, ӑна эпир паян ҫисе яратпӑр, ман ывӑлӑма вара ыран ҫиетпӗр» терӗ.
4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗ хуравланӑ: санӑн чурун килӗнче йывӑҫ ҫӑвӗпе унӑн савӑчӗсӗр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук, тенӗ.Она сказала: нет у рабы твоей ничего в доме, кроме сосуда с елеем.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.