Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хисеплӗ сăмах пирĕн базăра пур.
хисеплӗ (тĕпĕ: хисеплӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хисеплӗ ашшӗ-амӑшӗ, вӗренӳ ҫулӗн виҫҫӗмӗш чӗрӗкӗ вӗҫленсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

«Чӑваш халӑх поэчӗ» хисеплӗ ята пурӑннӑ чухне илсе ӗлкӗреймен, ӗмӗрӗ сӗре те кӗске пулнӑ, аллӑ ҫула ҫитеймесӗрех ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ, апла пулин те, ун чухнех чӑваш халӑхӗ ӑна чӑннипех хӑйӗн ҫыравҫи вырӑнне хурса хакланӑ, ҫак туйӑма юрӑҫӑ-сӑвӑҫ хӑй те лайӑх туйса пурӑннӑ Валентин Андреевич Яковлев-Урташа халаллатӑп.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Тухма пуҫланӑранпа илсе тӑраканнисен шутӗнче хисеплӗ Нина Николаевна та.

С начала выпуска в числе покупателей и уважаемая Нина Николаевна.

Ачасен кӑмӑлӗ ҫеҫ пултӑр // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Чӑваш Ен чемпионӗн хисеплӗ ятне чи малтан Д.Грачев тивӗҫнӗ.

Самым первым почетное звание Чувашской Республики заслужил Д.Грачев.

Вӑйлисен вӑййи аталанать // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Упири митингра Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн пуҫлӑхӗ каланӑ сӑмахсем: «Ҫак ӗҫ Тутарстан Республикин Правительстви пулӑшнипе тата пирӗн хисеплӗ спонсорсем тӑрӑшнипе пулчӗ. Пурне те пысӑк тав».

Слова, сказанные главой Дрожжановского муниципального района в Убей: "Эта работа проделана благодаря Правительству Республики Татарстан и при помощи спонсоров. Всем большое спасибо".

Ырӑ ӗҫ пархатара тивӗҫ // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Ҫавра сцена ҫинчен аслисем – ЧР таврапӗлӳҫӗсен хисеплӗ ертӳҫи Виталий Станъялпа Чӑваш халӑхӗн академипе наукисен ертӳҫи Евгений Ерагин (Ешентей Мӑчавар) авалхи йӑлапа ваттисене асӑнса сӑмах каларӗҫ, пил пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Уяв программине ЧР вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ Галина Николаева ертсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкартан – Пенза тӑрӑхне // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ умӗнче пӗр ыйту — малаш пурнӑҫа мӗнле профессипе ҫыхӑнтармалла? Ҫак тата ытти тӗрлӗ ыйтӑва паян Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, ЧР вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, педагогикӑра 30 ҫул тӑрӑшакан, Шупашкарти Н.В.Никольский ячӗллӗ професси колледжӗн директорӗ Станислав Порфирьевич ГРИГОРЬЕВ хуравлама килӗшрӗ.

Перед юношами и девушками один вопрос - с какой профессией связать будущую жизнь? Сегодня на этот и на другие вопросы согласился ответить почётный работник общего образования Российской Федерации, заслуженный работник образования ЧР, 30 лет проработавший в педагогике, директор чебоксарского профессионального колледжа имени Н.В.Никольского Станислав Порфирьевич ГРИГОРЬЕВ.

Иртнӗ ҫулла... // Анатолий АБРАМОВ. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Ҫак кунсенче хисеплӗ Вячеслав Павлов 50 ҫул тултарать.

В эти дни уважаемому Вячеславу Павлову исполнится 50 лет.

Яланах малта пыма тӑрӑшать // Л.КУЗНЕЦОВ. «Елчӗк Ен», 2016.06.25

Тӗп парнене – «FIAT» автомобиле – отрасльти чи тивӗҫлӗ тата хисеплӗ сотрудниксенчен пӗри ТР Журналистсен союзӗн секретарӗ Юрий Ханжин тивӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Нурлат хаҫачӗн чи нумай вулакан // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Ҫакӑн пек ҫитӗнӳсем тунӑшӑн, вӑй-халне, чун-хӑватне, укҫи-тенкине шеллемесӗр ӗҫленӗшӗн Регионсен хушшинчи чӑваш наци кӗрешӗвӗн федерацийӗн президенчӗ, ӑна пуҫарса яраканӗ те вӑлах, Николай Игнатьевич Петров историк-спортсмен Виталий Петрович Мердеева «Чӑваш кӗрешӗвӗн хисеплӗ ӑсти» ята парса чысларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗслӗхлӗ юлташ // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

Унӑн калавӗпе, хисеплӗ вулакансем, сире пӗр улӑштармасӑр паллаштарас тетӗп: — Ҫур ҫул ытла Ленинград блокадинче пурӑнма тӳр килчӗ манӑн.

С его рассказом, уважаемый читатель, без изменений хочу ознакомить вас: - Больше полугода пришлось жить в блокадном Ленинграде.

Тамӑкран хӑтӑлнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Акушерка ӗҫне тивӗҫлӗ пурнӑҫланӑшӑн 1969 ҫулта СССР Сывлӑх сыхлав министерствин приказӗпе Юлия Федорована «Сывлӑх сыхлав отличникӗ» хисеплӗ ята панӑ.

За безупречное исполнение работы акушера в 1969 году по приказу министерства Здравоохранения СССР Юлия Фёдоровна удостоена звания "Отличник здравоохранения".

Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ // Вероника ЛЕОНТЬЕВА. «Урал сасси», 2016.06.15

Ӑна «Чӑваш халӑх академикӗ» хисеплӗ ята пачӗҫ.

Ему присвоили почетное звание "Чувашский народный академик".

Халӑх академикӗ ята тивӗҫрӗ // Рудольф ИЛЬКЕЛРИ. «Урал сасси», 2016.06.22

Тӑрӑшуллӑ механизатор пулнисӗр пуҫне Юрий Белков маттур ывӑл тата хисеплӗ мӑшӑр.

Юрий Белков не только старательный механизатор, а также хороший сын и уважаемый супруг.

Ӗҫчен пулнипе хисеплӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.06.21

Хисеплӗ ватӑ ҫыншӑн ывӑлӗ хӑйӗн ҫулӗпе утни — пӗлтерӗшлӗ пулӑм.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗн ҫулӗпе - чӗрӗк ӗмӗре яхӑн // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Хуҫа тӗслӗхӗ тенӗрен, хисеплӗ ят илнисем те йышлансах пыраҫҫӗ кооперативра.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗн ҫулӗпе - чӗрӗк ӗмӗре яхӑн // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Хисеплӗ донор «Ӗҫ ветеранӗ» ята илме витӗм кӳрет.

Почётный донор даёт возможность получить звание "Ветеран труда".

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Хисеплӗ донор ятне илес тесен мӗн чухлӗ юн памалла?

- Сколько надо сдать крови, чтобы получить звание почетного донора?

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Пирӗн 20 ӗҫчене «Раҫҫейӗн хисеплӗ донорӗ» кӑкӑр паллипе чысланӑ.

Наших 20 работников чествовали нагрудным знаком "Почётный донор России".

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех