Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сводка эпизочӗсенче лётчиксен подвигӗсене асӑнсан, пурте салхуллӑн, кӳренсе ҫӳрерӗҫ, сестрасемпе сӑлтавсӑрах харкашрӗҫ, санатори йӗркисемпе апата тиркерӗҫ, пӗр сӑмахпа каласан, аманнӑ лётчиксем ҫакӑн пек хӗрӳ вӑхӑтра хӑйсен ҫакӑнта, хӗвел ҫинче, тӗкӗр пек кӳлӗ хӗрринчи вӑрман шӑплӑхӗнче пулма тӳр килнӗшӗн, вӗсем лере, Сталинград таврашӗнчи ҫеҫен хирсем ҫинче ҫапӑҫма пултарайманшӑн санатори администрацийӗ айӑплӑ тесе шутланӑ пек пулса тухрӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Таптаса пӗтернӗ хирсем, Белоруссин ҫунтарса янӑ пушӑ ялӗсем тӑрӑх тискер кайӑк пек пытанса, хуласенчен пӑрӑнса, ҫын ҫӳрекен ҫулсенчен аяккарах пырса, вӑл хӑйӗн тӑван килӗнче мӗн курма пултарасси ҫинчен салхуллӑн шухӑшласа утнӑ: унӑн ҫывӑх ҫыннисем кунтан тухса кайма пултарнӑ-ши, тата, вӗсем каяйман пулсан, вӗсене мӗн тунӑ-ши? — тесе шухӑшланӑ вӑл.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Хура кӗркунне, кураксем вӗҫсе кайрӗҫ, вӑрман ҫаралчӗ, хирсем пушанса юлчӗҫ, — терӗ Енакиев, тата тепӗр хут анасласа.– «Поздняя осень, грачи улетели, лес обнажился, поля опустели», – сказал Енакиев, ещё раз зевая.
22 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Хирсем пулнӑ ҫӗрте вӑрмансем ӳссе ларнӑ.
21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӑрмансем пулнӑ ҫӗрте хирсем пулса тӑнӑ.
21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вӑрманта пуҫланнӑ ҫапӑҫу халӗ уҫӑ вырӑнта, хирсем, шурлӑхсем, вӗтлӗх вӑрманпа витӗннӗ пысӑк мар тӗмескесем хушшинче пынӑ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Темиҫе ҫул каялла Кунта пулнӑ пуш хирсем.
«Чӑваш кӗнеки. Пултаруллӑ ҫамрӑксем» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ // О. Иванова. «Ял пурнӑҫӗ», 2015.11.17
«Шӑнкӑртатса шыв юхать ҫӳллӗ валак пуҫӗнче» сӑмахсене каласанах куҫ умне «Нарспи» поэмӑри сӑнарсем, хирсем, вӑрмансем тухса тӑраҫҫӗ.
Пушкӑртстанри тӗлпулу // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22
17. Вара ҫапла пулчӗ: сасӑ илтӗнсессӗн, эпӗ ура ҫине тӑтӑм та тӑнларӑм — акӑ калаҫакан сасӑ, шавӗ унӑн — вӑйлӑ шыв кӗрленӗ пек, 18. ҫапла каларӗ: акӑ Эпӗ ҫӗр ҫинче пурӑнакансене пырса пӑхас кунсем ҫитсе килеҫҫӗ, Эпӗ ҫывӑхарнӑҫемӗн ҫывӑхаратӑп; 19. ун чухне Эпӗ хӑйсен тӳрӗмарлӑхӗпе усал ӗҫ тунисенчен шыраса илӗп, Сион ун чухне виҫи туличчен мӑшкӑл курӗ, 20. ун чухне, иртекен ӗмӗре пичет пуснӑ чухне, Эпӗ кӑтартакан паллӑсем ҫаксем пулӗҫ: тӳпе умӗнче кӗнекесем уҫӑлса кайӗҫ те, вӗсене пурте курӗҫ; 21. ҫулталӑкри ачасем калаҫма пуҫлӗҫ, ҫире пур хӗрарӑмсем хӑйсен аталанса ҫитеймен ачисене виҫӗ-тӑватӑ уйӑхранах ҫурата-ҫурата парӗҫ, ачисем ҫапах та чӗрӗ юлӗҫ, тӗреклӗленӗҫ; 22. акса хӑварнӑ хирсем кӗтмен ҫӗртен акман хирсем пулса тӑрӗҫ, тулли кӗлетсем пуш-пушӑ пулӗҫ; 23. ун хыҫҫӑн трупа шавлӑн кӑшкӑртса ярӗ те, ҫавна илтсессӗн, пурте сасартӑках сехӗрленсе ӳкӗҫ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Питех те чухӑннисене сыхлавҫӑсен пуҫлӑхӗ Навузардан Иудея ҫӗрӗнчех хӑварнӑ, вӑл ҫавӑн чухнех вӗсене иҫӗм ҫырли пахчисемпе хирсем панӑ.
Иер 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Эсир: «ку вӑл — пушхир, кунта ҫын та, выльӑх-чӗрлӗх те ҫук, ӑна халдейсен аллине панӑ» теекен ҫак ҫӗр ҫинче вара хирсем туянма пуҫлӗҫ; 44. ҫав хирсене кӗмӗлле сутӑн илӗҫ те суту-илӳ хучӗ ҫырса, пичет пусса хурӗҫ, кӳнтеленсене чӗнӗҫ — ку вӑл Вениамин ҫӗрӗнче те, Иерусалим таврашӗнче те, Иуда хулисенче те, сӑрт-ту ҫинчи хуласенче те, айлӑмри хуласенче те, кӑнтӑрти хуласенче те ҫапла пулӗ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсене тыткӑнран каялла илсе килӗп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Мӗншӗн тесессӗн Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: ҫак ҫӗр ҫинче каллех ҫуртсем, хирсем, иҫӗм пахчисем туянма пуҫлӗҫ, тет.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Вилепе кӗл айлӑмӗ, Кедрон юхӑмне ҫитиччен сарӑлса выртакан хирсем, тухӑҫ енчи Лаша хапхи таранах, — пӗтӗмпе Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ вырӑнӗ пулса тӑрӗ; вӑл ӗмӗрне те арканмӗ те, саланмӗ те.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Юханшыв тӑрӑхӗнчи, ҫырансем ҫывӑхӗнчи хирсем, шыв хӗрринче мӗн акнӑ, ҫавӑ пӗтӗмпех типсе ларӗ, вӗҫсе саланӗ, ҫухалӗ.7. Поля при реке, по берегам реки, и все, посеянное при реке, засохнет, развеется и исчезнет.
Ис 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Сирӗн ҫӗре сӑтӑр-мӑшкӑл кӑтартнӑ; хулӑрсене ҫунтарса янӑ; сирӗн хирсем паракан ҫимӗҫе ютран килнисем хӑвӑр умӑртах ҫисе яраҫҫӗ; ютран килнисем ҫаратса тухнӑ евӗр, пур тӗлте те — пуш-пушӑ.
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иордан шывӗ хӗрринчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче, Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене ҫапла хуш: вӗсем хӑйсен еткер ҫӗрӗнчен левитсене пурӑнма хуласем уйӑрса паччӑр, левитсене хуласем таврашӗнчи уй-хирсене те парӑр: 3. хулисем вӗсене пурӑнма пулччӑр, уйӗ-хирӗсем вӗсене выльӑх-чӗрлӗх ҫӳретме, хуҫалӑх тытма, хуҫалӑхра мӗн кирлине тивӗҫтерсе тӑма пулччӑр; 4. хула таврашӗнчи хирсем — левитсене памалли хирсем — хула хӳми патӗнчен пуҫланса пур еннелле те [икӗ] пин чике сарлакӑш сарӑлса выртмалла; 5. хула хӗрринчен тухӑҫалла икӗ пин чике виҫсе парӑр, кӑнтӑралла та икӗ пин чике, анӑҫалла та икӗ пин чике, ҫурҫӗрелле те икӗ пин чике виҫсе парӑр, хули вара варринче пулӗ: хула ҫумӗнчи уйӗ-хирӗсем вӗсен ҫакӑн пек пулмалла.
Йыш 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.