Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ушкӑнне (тĕпĕ: ушкӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Техник чӑнах та Марине бригадине час-часах ҫитетчӗ, пӗррехинче ҫапла каҫхи апат умӗн барака та пычӗ, хӗрарӑмсен ушкӑнне кӗрсе ларчӗ те пули пулми калаҫу пуҫласа ячӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мобилизациленнисен пӗр ушкӑнне, Комсомольски тата Елчӗк районӗсен яшӗсене ҫак кунсенче районти культура ҫуртӗнчен ҫар чаҫне ӑсатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эпир айккинче тӑрса юлмастпӑр! // А.ЕФРЕМОВА. http://kasalen.ru/2022/10/18/%d1%8d%d0%b ... bfa%d1%80/

— Атӑл тӑрӑхӗнче ислам тӗнне тытакан патшалӑхсен пире хирӗҫле ушкӑнне туса хуни вырӑс ҫӗрӗшӗн пысӑк хӑрушлӑх пулнӑ пулӗччӗ, аслӑ князь.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ку ӗнтӗ, ырӑ ҫыннӑм, эп сана ӑнлантӑм, аттене кӗтекенсен ушкӑнне эсӗ те хутшӑн тени пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хан Крыма парне шучӗпе темиҫе пин чура кӑларса янӑ, ҫитес вӑхӑтра чурасен тепӗр ушкӑнне кӑларса ямалла.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ятламас хӗрсен ушкӑнне ҫур ҫӗр ҫитеспе кӑна пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пултарулӑх ушкӑнне йӗркелени 30 ҫултан та иртнӗ.

С момента создания творческой группы прошло более 30 лет.

Чӑваш ансамблӗ Ненец тӑрӑхне ҫитнӗ // Галина Никитина. https://chuvash.org/news/33255.html

Ӗнер вара мобилизацине лекнӗ вӑрмарсен тепӗр ушкӑнне те чыслӑн ӑсатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Эпир сире кӗтетпӗр, сирӗнпе мӑнаҫланатпӑр!» // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/10004-epir-s ... aclanatp-r

Район ҫыннисем тӗрлӗрен тӗрлӗ ыйтусемпе пынӑ: газификаци, Ҫӗнӗ Мӑнтӑрти ҫӗнӗ клуб ҫурчӗ патне электричество илсе ҫитересси, Вӑрмар районӗн 95 ҫулхи юбилейӗ тӗлне «У истоков газификации Урмарского района» кӗнекене пичетлесе кӑларма спонсорла пулӑшу илесси, Арапуҫӗнче 165 ача вырнаҫмалӑх ҫӗнӗ шкул тата шкул ҫулне ҫитмен ачасен 40 вырӑнлӑх ушкӑнне туса хурасси пирки тата ытти нумай ыйту пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Граждансене йышӑннӑ // М.ДМИТРИЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9771-grazhda ... ne-jysh-nn

Ҫав вӑхӑтрах вӑл Тралькассинчи Культура ҫурчӗн пултарулӑх ушкӑнне ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Ҫемье ӑшши - чун ӑшши // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10685 ... chun-shshi

Ялхуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ чухне те халӑх хорне, «Марксист» колхозӑн пултарулӑх ушкӑнне те ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫчен ҫын ӗмӗр хисепре // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10813 ... r-khisepre

Ташлама-юрлама питӗ ӑста, районти фольклор ушкӑнне те ертсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Атте - чи ҫывӑх ҫын, юлташ, ырӑ тӗслӗх // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11213 ... yr-t-sl-kh

— Мӗнле ухмах пирки пулчӗ ку инкек? — ыйтрӗ Тукай айккинче тӑракан хӗрарӑмсен ушкӑнне пырса кӗрсе.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗҫлӗ кун-ҫулне 1996 ҫулта пуҫланӑ, ҫак ҫулах Вӑтакас Татмӑш шкулӗнче вӗренекенсен «Укӑлча» фольклор ушкӑнне йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш йӑлисене тытса асра Хастаррӑн, вӑхӑтпа тан утӑмлать // Ольга МИКУШИНА. http://kanashen.ru/2022/01/24/%d1%87a%d0 ... 85a%d1%82/

Аслӑ ӳсӗмри ҫынсене кӳршӗ яла алӗҫ кружокне тата фольклор ушкӑнне ҫӳреме меллӗ мар…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ клуба хӗле кӗриччен хута ярӗҫ // Екатерина Чертынова. http://kanashen.ru/2022/09/16/ce%d0%bde- ... f%d1%80ec/

Чӑваш Республикин Финанс министерствин ушкӑнне Раҫҫей Федерацийӗн Финанс министерствин Хисеп грамотипе хавхалантарнӑ, хӑйсен тивӗҫне пысӑк професси шайӗнче пурнӑҫланӑшӑн мухтаса тав сӑмахӗсем каланӑ, РФ Финанс министерствине 220 ҫул ҫитнӗ ятпа саламланӑ.

Коллектив Министерства финансов Чувашской Республики был награжден Почетной грамотой Минфина России за выполнение своего долга на высоком профессиональном уровне, и зачитано поздравление в связи с 220-летием Министерства финансов Российской Федерации.

Олег Николаев регионсен бюджечӗсенчен кӗскелекен тупӑша саплаштармалли компенсаци механизмне ӗҫе кӗртме сӗннӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/09/08/oleg ... -cuhalakan

Хулан 108-мӗш ҫуралнӑ кунне уявланӑ май янӑ салют вӑхӑтӗнче Кызылра пӗр пайӗ тӳпенелле мар, хула ҫыннисен ушкӑнне вӗҫсе килнӗ.

Во время салюта в честь 108-го Дня города в Кызыле часть залпов полетела не в небо, а в толпу горожан.

Кызылта фейерверк ҫынсен ушкӑнне вӗҫсе килнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32877.html

Чи малтанах ӑна Пушкӑртстанри металл савутне («Мечел» компани ушкӑнне кӗрет) халӑх тӳррӗн ҫӳретӗр тесе туса лартнӑ.

Изначально он был построен для создания прямого пути для сотрудников Башщкирского металлического завода (входит в группу компании «Мечел»).

Йывӑҫ кӗперсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32584.html

Иккӗмӗш етре пишальниксен ушкӑнне ӳкрӗ, чылай воина ҫӗрпе хутӑштарса татӑкӑн-кӗсӗкӗн аяккалла сапаларӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аслӑ князь асӑрхаттарни ҫинчен пӗлтерсе Бельский Чалӑм ҫывӑхне лайӑх хӗҫ-пӑшалланнӑ юлан утсен ушкӑнне ячӗ, ку ушкӑна каҫ пулас умӗн кӗтмен ҫӗртен Чалӑма пырса тапӑнма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех