Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ушкӑнне (тĕпĕ: ушкӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Велосипедпа ӑмӑртакансем те, ирӗклӗ мелпе кӗрешекенсем те, кире пукан йӑтакансем те, штанга ҫӗклекенсем те, ытти секцисем те пире хӑйсен ушкӑнне хаваспах йышӑнатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Вӗсен ушкӑнне икӗ ҫамрӑк артист та пычӗҫ, савӑнса самай ӗшенчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Вӗсемех тата мафи ушкӑнне ҫӗнӗ ҫынна илнӗ чухне ун умне тӗрлӗ йывӑрлӑх кӑларса тӑратса вӗсене мӗнле татса пама пултарнине сӑнаса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Регионӑн икӗ ҫурҫӗр патшалӑхӗ — тӗп хули Донголӑра вырнаҫнӑ Нобатипе Макурра (VIII ӗмӗр пуҫламӑшӗнче вӗсене пӗр патшана пӑхӑнмалла пӗрлештернӗ) тата кӑнтӑрти нуби патшалӑхӗ Альва тӗне йышӑннӑ хыҫҫӑнах монофизитсен ушкӑнне хушӑннӑ.

Два северных царства региона — Нобатия и Макурия, со столицей в городе Донгола (в начале VIII в. они были объединены под единым правителем) — и южное нубийское царство Альва вскоре после своего обращения присоединились к монофизитскому лагерю.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Виҫӗ капитан хӑйӗн пӗрремӗш ҫулҫӳревӗ вӑхӑтӗнче утрав ҫинче хӑйсен ҫемйисене, кӗҫӗн дворянсен пысӑках мар ушкӑнне, пуянах мар ҫынсене тата темиҫе ватӑ ирӗкрен хӑтарнӑ ҫынна хӑварнӑ.

Три капитана во время своего первого путешествия оставили на острове свои семьи, небольшую группу людей младшего дворянства, людей со скромными накоплениями и несколько старых заключенных.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Профсоюз обкомӗ пилӗкҫуллӑхра лайӑх ӗҫпе палӑрнисенчен турист ушкӑнне хатӗрлет иккен.

Куҫарса пулӑш

50 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Капланса килнӗ шухӑшне пусарса, Раман малалла чупрӗ, часах пушар сӳнтерекенсен пӗр ушкӑнне ҫитсе хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Дубовсен ушкӑнне прачак тӑрӑх тӑратса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Палюк ушкӑнне аркатсан ҫавӑнта кайса лекнӗскер.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Милици отрячӗсем вӑрӑ-хурах ушкӑнне, майӗпен хӗстерсе, пӗтерсех пынӑ-ха.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Мастер, Рамансен ушкӑнне пырса тухсанах, калаҫӑва кӗтмен хушӑрах темелле ҫамрӑксен ӗҫӗ-пурнӑҫӗ еннелле пӑрса ярать.

Куҫарса пулӑш

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӗҫе лайӑхлатас тӗллевпе хушма вӑйсем: сотрудниксен Г.Н. Арютин ертсе пыракан ушкӑнне ярса паратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Бригадир пулнӑ май Ваҫилен унӑн ушкӑнне хӑйӗн сумалла пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кабаргас нимӗн уяса тӑмасӑр хӗрарӑмсен ушкӑнне вирхӗнсе кӗчӗ, вӗсене хӑйӗн кирза аттисемпе таптаса пӑрахма хатӗрскер, Кузнецова патне ҫитсен тӑпах хытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ун ҫумне Нюҫҫа хутшӑнчӗ, унтан — ыттисем, хурлӑхлӑ сасӑсем ҫынсен ушкӑнне ҫурмалла касса ҫурнӑ пекех туйӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

М.Павлова ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшассинче хастарлӑх кӑтартакансен пӗр ушкӑнне «Единая Россия» партин регионти уйрӑмӗн Тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чӑмӑртан, манӑн халӑх» // Николай ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d1%87a%d0% ... bba%d1%85/

Ветеринарсем зубрсен пӗрремӗш ушкӑнне тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн чӗр чунсем Пушкӑрстанра адаптацие 100% иртнине пӗлтернӗ.

Результаты ветеринарного обследования первой партии зубров показали, что адаптация животных в Башкирии осуществлена на 100%.

Зубрсене ӗрчетес опыта тивӗҫлӗ хак панӑ // Инга Алексеева. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-10- ... an-3491033

ПР Сывлӑх сыхлав министерствинче проектӑн тӗп тӗллевӗ - пурӑнмалли вырӑнпа, вӗренӳ е ӗҫ вырӑнӗпе юнашар медицина пулӑшӑвӗ парассине йӗркелесси, халӑхӑн мӗнпур ушкӑнне мӗн кирлине кура пулса пыни ҫинчен каласа панӑ.

В Минздраве РБ рассказали, что главная цель проекта - это организация оказания медицинской помощи рядом с местом жительства, обучения или работы исходя из потребностей всех групп населения.

Пушкӑртстанри Шаранти тӗп больницинче ҫӗнӗ оборудовани рентгенографисен шутне чылай ӳстерме май панӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... an-3484464

Халӗ плетунисен тӗп ушкӑнне Наталия Ивановна Клишина, Светлана Алексеевна Суркова, Светлана Петровна Андреева, Наталья Константиновна Гильдеева, Зоя Петровна Семенова, Светлана Николаевна Семенова, Луиза Марксовна Гришина, Галина Николаевна Аливанова, Гульзиган Мударисовна Кузьмина кӗреҫҫӗ.

Сейчас в основной костяк плетуний входят Наталия Ивановна Клишина, Светлана Алексеевна Суркова, Светлана Петровна Андреева, Наталья Константиновна Гильдеева, Зоя Петровна Семенова, Светлана Николаевна Семенова, Луиза Марксовна Гришина, Галина Николаевна Аливанова, Гульзиган Мударисовна Кузьмина.

Пӗрле ытларах тума пултаратпӑр // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -r-3475759

СВОна хутшӑнма поварсен ушкӑнне кӑҫалхи июнь уйӑхӗнче хатӗрленӗ.

Группа поваров для участия в СВО была подготовлена в июне этого года.

Пушкӑртстанра пурӑнакан хӗрарӑм ывӑлӗ вилнӗ хыҫҫӑн СВО зонине служит тума кайнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... yn-3464596

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех