Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ушкӑнне (тĕпĕ: ушкӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл кун пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне тата ӗҫ ушкӑнне хыпарланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫу уявӗн мероприятийӗсене урӑх форматсеме йӗркелӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/13/cu-u ... eme-jrkelc

Вӗсем хӑйсен ҫулӗ ҫине тухнӑ драгунсен ушкӑнне тӗрлӗ еннелле ҫапса сирпӗтрӗҫ те, ытти салтаксенчен май ҫитнӗ таран пӑрӑнма тӑрӑшса, Атӑл еннелле сиккипе вӗҫтерчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр ушкӑнне хӑваласа ярать те йӑлтӑр-р! ҫиҫсе илет.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер, каяс тесе, ҫуртсем хыҫне шӑвӑнма тытӑннӑччӗ ӗнтӗ, ҫав самантра хӑй ҫулӗ ҫинче тӑракан хӗрарӑмсен ушкӑнне асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Каччӑ тени хӗр ушкӑнне Вӑтанмасӑр ҫулӑхать, Хӗрӗсен те ун пек чухне Кӑмӑл тулса улӑхать.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӗсем тилмӗрсех партизансен ушкӑнне илме ыйтаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Кунсӑр пуҫне Даша ташлама питӗ юратать, Комсомольски искусство шкулӗнчи «Островок» хореографи ушкӑнне ачаранпах ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d2%ab%d0%b ... %87%d0%b5/

Пӗр ушкӑнне калаҫҫӗ, ку тӗрмере ларакан ҫын тесе, теприне — ку ӑсчах тесе.

Куҫарса пулӑш

Интуици ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1294

Айтӑр, каяр, — Клавӑпа пӗр пӳлӗмре вырнаҫнӑ хӗрача аванмарланнӑ хӗрарӑмпа каччӑ хушшине кӗрсе тӑчӗ, вӗсене хулӗнчен ҫаклатса кула-кулах ҫамрӑксен ушкӑнне ертсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Профессире ҫитӗнӳсем тунӑшӑн, ачасене тарӑн пӗлӳ тата воспитани парассипе тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн муниципаллӑ округ администрацийӗн Хисеп грамотипе вӗрентекенсемпе воспитательсен пӗр ушкӑнне наградӑларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Педагогсемпе ачасене телейлӗ ҫулталӑк кӗттӗр // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%bf%d0%b ... %b0%d0%bb/

Анчах Урсэкие директортан маларах ыттисем сисиччен хӑвӑрт унта йӑпшӑнса тухма ӗлкӗрчӗ, урайӗнчи барельефа илчӗ те, вӗренекенсен ушкӑнне вӑшт кӑна кӗрсе ҫухалчӗ.

Но Урсэкие, опередив его, незаметно прокрался вперед, схватил с полу барельеф и шмыгнул в толпу учеников.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Нумаях пулмасть шкула тимӗргвардеецсен ушкӑнне чӗнтерчӗҫ.

На днях в школу пригласили группу железногвардейцев.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ачасен ушкӑнне аран-аран сиркелесе, Фретич та малалла иртет.

С трудом пробиваясь через толпу, появляется и Фретич.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Фабиан ачасен ушкӑнне сирсе, мӑлатук ҫапакан йӗкӗт патне пырса тӑчӗ.

Он раздвинул толпу и подошел к молотобойцу.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл хӑй тавра тӑнӑ халӑх ушкӑнне картсенчен хӑшӗ хӗрлине, хӑшӗ хурине пӗлме, вара «сӗтел ҫинчи укҫана лӑпкӑнах илсе кайма» сӗнет.

Зазывая окружающую толпу угадать, где красная, где черная, и «спокойненько забрать денежки, приготовленные на столе».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Старӑстӑсене, ҫӗр уполномоченнӑйӗсене укҫа парса, пая кӗртме сӑмах парса, ваккатсем тытса, суд таврашӗсене хӑйне майлӑ ҫавӑрса, ҫак непӗсе пӗлмен пуян икӗ ял ушкӑнне хирӗҫтерсе, харкаштарса ярать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Пуйнӑҫем пуйса пыракан Михха Ӗнелпе Пиш ушкӑнне кӗрекен ялсен тавлашуллӑ ҫӗрне туртса илме ӗмӗт тытать.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Вӑл урамра тӗл пулнӑ каччӑсен ушкӑнне явӑҫса килнӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юлашкинчен федераллӑ инспектор Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн район Пухӑвӗн депутачӗ Владислав Попов ертсе пынӑ ушкӑнне йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусене асӑрхава илнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10670-yj ... rkhava-iln

Тепӗр ҫапӑҫура вара вӗсем душмансен ушкӑнне пӗтӗмпех тӗп тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ та паттӑр ентеш // Николай ВАСИЛЬЕВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10761-pu ... t-r-entesh

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех