Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ушкӑнне (тĕпĕ: ушкӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хурахсен ушкӑнне лексен те, шанӑҫа кӗмешкӗн ай-яй…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Темле килсе тухрӗ-ҫке, хӑйне вунсаккӑрмӗш ҫулта чекистсен ушкӑнӗпе Хӗвелтухӑҫ фронтне ярсан, каярах, тепӗр ҫулхине, Хуралам ҫывӑхӗнчи хурахсен ушкӑнне пӗтерме тиврӗ Крапивинӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивин ӑна хурахсен ушкӑнне вырнаҫмашкӑн Телегина яни, ӗҫ чиперех ӑнса пырсан, унпа ӑҫта, мӗнле, хӑҫан ҫыхӑнмалли ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ристансен пӗр ушкӑнне Атӑл хӗрринчен вутӑ турттарма илсе тухнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, Ванькка камне пӗлсен, вӗсем ӑна пӗтереҫҫӗ ҫеҫ мар, ют ҫынсене хӑйсен ушкӑнне йышӑнма пач пӑрахӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑна вӑл граждан вӑрҫинче те, Хуралам ҫывӑхӗнчи хурахсен ушкӑнне тӗп тума пулӑшнӑ чухне те, кулленхи пурнӑҫра та ҫителӗклех кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Халӗ чи кирли — хурахсен ушкӑнне хамӑр ҫынна вырнаҫтарасси, — тепре шухӑшларӗ Крапивин, уҫӑ чӳрече умӗнче пирус мӑкӑрлантарса тӑраканскер.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Угрозыск валли ӗҫ тупӑнсах пырать, Калюков хурахӗсен ушкӑнне халӗ те пӗтерейменни вара пушшех самантлӑха та лӑш сывласа илме памасть.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑн ертсе пымалла ниме ушкӑнне.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пирӗн каллех ӗлӗкхи ниме ушкӑнне пӗрлешмелле тет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла, вунтӑххӑрмӗш ҫулта, чӑнах та, Ванькка хӗреснашшӗне хурахсен ушкӑнне тытма пулӑшнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эпӗ, авӑ, ниме ушкӑнне вӑй илтересшӗнччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Астӑватӑн пулӗ, вунтӑххӑрмӗш ҫулта эс пире хамӑр ялтан тухнӑ утамансем ертсе пыракан хурахсен ушкӑнне тытмашкӑн пулӑшрӑн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑн та, Йӗпреҫрен ку енче вӗсем стройпа пыракан темле ҫынсен пысӑк ушкӑнне тӗл пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавӑнпа Хӗрлӗ Ҫар командирӗсен пӗр ушкӑнне, вӑл шутра Никифорова та, Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ фронтӗнчен Атӑл тӑрӑхне ҫывӑх вӑхӑтрах ҫӗнӗ чаҫсем йӗркелеме янӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чиперех сипленсе ҫитнӗччӗ Ванькка, ЧКра ӗҫлекен хӗреснашшӗне Крапивина Экеҫпе Хуралам тӑрӑхӗнче алхасакан хурахсен ушкӑнне тытма та пулӑшнӑччӗ: вӗсем вӑрманта ӑҫта пурӑннине тупса кӑтартнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫав ҫӗрме пуянсем ялхуҫалӑх юлташлӑхне, ӗлӗк ниме ушкӑнне Кашкӑр Микули курайман пекех, тӳсме пултараймаҫҫӗ, май килсен, ӑна ҫунтарса, кӗлне ҫилпе вӗҫтерсе ярӗччӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсем иккӗшӗ ӗнтӗ ҫирӗм иккӗмӗш ҫулта, Атӑл тӑрӑхӗнче выҫлӑх пуҫлансан, ниме ушкӑнне тепре аса илчӗҫ те ӑна ҫӗнӗрен пухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗрӳллӗ, капӑр пурнӑҫпа пурӑнакан ҫынсемшӗн мӗлкесен пӗрлӗхӗ вӑл Ассунтӑпа Аспазин мӗн пур ытараймилӗхӗпе тулса ларсан та ют пулнӑ пекех — Ассоль харсӑр ҫав ҫынсен ушкӑнне ҫывӑха та пыраймӗччӗ; кунта юрату туйӑмӗ пирки тӗлленме те кирлӗ мар.

Ассоль так же подходила к этой решительной среде, как подошло бы людям изысканной нервной жизни общество привидения, обладай оно всем обаянием Ассунты или Аспазии: то, что от любви, — здесь немыслимо.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Эпир бюджет даннӑйӗсен уҫҫӑнлӑх шайӗпе федерацин Атӑлҫи округне кӗрекен регионсем хушшинче 2-мӗш вырӑнта тӑратпӑр тата Раҫҫей Федерацийӗн малти ретри регионӗсен ушкӑнне кӗретпӗр.

Мы занимаем 2 место по уровню открытости бюджетных данных среди регионов Приволжского федерального округа и входим в группу регионов-лидеров Российской Федерации.

Михаил Игнатьев Финансист кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/09/08/news-3929485

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех