Шырав
Шырав ĕçĕ:
Санӑн яту хисеплентӗр; Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр; 3. куллен пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар пире; эпир хамӑра парӑмлӑ пулнисене кирек кама та каҫарнӑ пек, 4. пирӗн ҫылӑхсене каҫар пире; ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире, тейӗр.
Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Санӑн яту хисеплентӗр; 10. Санӑн Патшалӑху килтӗр; Санӑн ирӗкӳ ҫӗр ҫинче те ҫӳлти пекех пултӑр; 11. паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пар пире; 12. эпир хамӑра парӑмлӑ пулнисене каҫарнӑ пек, пирӗн парӑмсене каҫар пире; 13. ҫылӑха ан кӗрт пире, усалтан хӑтар пире.
Мф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Сирӗн сӑмахӑр «ҫапла, ҫапла» е «ҫук, ҫук» тени анчах пултӑр; унтан ытлашши усалтан вӑл.37. Но да будет слово ваше: да, да; нет, нет; а что сверх этого, то от лукавого.
Мф 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ӗнтӗ чӑнлӑх пӗтрӗ, усалтан пӑрӑнакана мӑшкӑллаҫҫӗ.15. И не стало истины, и удаляющийся от зла подвергается оскорблению.
Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тӳрӗ пурӑнӑҫпа пурӑнакан вилет, анчах никам та вӑл вилнине чунӗ патне илмест; сӑваплӑ арсене те ҫӗр ҫинчен илсе каяҫҫӗ, ҫакӑ вӑл тӳрӗ ҫынна усалтан уйӑрса кайни пулнине никам та ӑнланмасть.
Ис 57 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫӳлхуҫана юрани — усалтан пӑрӑнни, Ӑна ҫырлахтарни — суяран сивӗнни.3. Благоугождение Господу - отступление от зла, и умилостивление Его - уклонение от неправды.
Сир 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хӑрушӑ самантра хӑвна тӗрӗс тыт, усалтан сыхлан — 24. вара чунушӑн намӑс пулмӗ: 25. намӑсланни хӑш чухне ҫылӑх патне илсе пырать, тепӗр чухне мухтавпа тивлет парать.
Сир 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тӳрӗ ҫынсенӗн ҫулӗ — усалтан пӑрӑнни: хӑйӗн ҫулне астуса тӑракан хӑйӗн чунне упрать.17. Путь праведных - уклонение от зла: тот бережет душу свою, кто хранит путь свой.
Ытар 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Хӗрхенӳллӗ те тӳрӗ пулсассӑн — ҫылӑх каҫарӑнать, Ҫӳлхуҫаран хӑрани усалтан сыхлать.6. Милосердием и правдою очищается грех, и страх Господень отводит от зла.
Ытар 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ӑслӑ ҫын хӑрать, усалтан пӑрӑнать, ухмаххи вӗчӗхет, хӑйне анчах шанать.16. Мудрый боится и удаляется от зла, а глупый раздражителен и самонадеян.
Ытар 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ӗмӗт тулни чуна кӑмӑллӑ; ухмахсем вара усалтан пӑрӑннине тӳсме пултараймаҫҫӗ.20. Желание исполнившееся - приятно для души; но несносно для глупых уклоняться от зла.
Ытар 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Сылтӑмалла та, сулахаялла та ан пӑрӑн; уруна усалтан сыхла: 28. [сылтӑм енчи ҫулсене Ҫӳлхуҫа асӑрхаса тӑрать, сулахай енчисем — пӑсӑлнӑ ҫулсем.
Ытар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Хӑвна ху ӑсчах вырӑнне ан хур; Ҫӳлхуҫаран хӑра, усалтан сыхлан: 8. ҫакӑ ӳт-пӗвне сывлӑхлӑ тӑвӗ, шӑмму-шаккуна вӑй хушӗ.
Ытар 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эпӗ питленине ӗненӗр: акӑ сирӗн ҫине хамӑн сывлӑшӑма ярӑп, сире хамӑн сӑмахӑма пӗлтерӗп. 24. Эпӗ чӗнтӗм — эсир итлемерӗр; аллӑма тӑсрӑм — тимлекенӗ пулмарӗ; 25. эсир манӑн пур канашӑма та хирӗҫлерӗр, эпӗ питленине йышӑнмарӑр. 26. Халӗ эпӗ эсир пӗтнинчен кулӑп; сире сехре хӑппи ҫитсессӗн савӑнӑп; 27. сире инкек-синкек ҫил-тӑвӑл пек килсе ҫапсассӑн, сирӗн тӗле инкек-синкек ҫавраҫил пек килсе тухсассӑн, сире хурлӑхпа йывӑрлӑх ҫитсессӗн савӑнӑп эпӗ. 28. Ун чухне чӗнӗҫ те мана — эпӗ илтмӗп; мана иртенпех шырама пуҫлӗҫ — тупаймӗҫ. 29. Пӗлӗве курайми пулнӑшӑн, хӑйсем валли Турӑран хӑрассине суйласа илменшӗн, 30. манӑн канаша йышӑнман-шӑн, эпӗ питленине тиркенӗшӗн 31. вӗсем хӑйсен ӗҫӗсен ҫимӗҫӗсене тутанӗҫ, шухӑшланӑ ӗмӗчӗсемпе тӑранӗҫ: 32. вӗсене айвансен чурӑслӑхӗ вӗлерӗ, ухмахсен ҫӑмӑлттайлӑхӗ пӗтерӗ; 33. мана итлекен вара усалтан хӑрамасӑр, шанчӑклӑ та лӑпкӑ пурӑнӗ».
Ытар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа сана кирек мӗнле усалтан та сыхласа хӑварӗ; санӑн чунна сыхласа хӑварӗ.7. Господь сохранит тебя от всякого зла; сохранит душу твою [Господь].
Пс 120 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Йӗркесӗр ҫын усаллӑхӗ ҫинчен манӑн чӗрем ҫапла калать: вӑл Турӑран хӑрамасть, ҫавӑ ҫук ун умӗнче: 3. хӑйӗн йӗркесӗр ӗҫӗсене шыранӑ пек пулса, вӗсене курайми пек пулса, хӑйне хӑй йӑпатать вӑл; 4. ҫӑварӗнчен тухан сӑмахӗ — суя та ултав; вӑл ырӑ тӑвасси ҫинчен шутламасть те; 5. выртан вырӑнӗ ҫинче те йӗркесӗр ӗҫ тӑвасси ҫинчен шухӑшлать, ырӑ мар ҫул ҫине тӑрать, усалтан йӗрӗнмест.
Пс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вилӗм ӗмӗлки тӑракан айлӑмпа кайсассӑн та усалтан хӑрамӑп эпӗ, мӗншӗн тесессӗн Эсӗ манпа пӗрле; Санӑн тую, Санӑн патакку — ҫавсем канлӗ усраҫҫӗ мана.
Пс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫиле виҫе хунӑ чухне, шыва виҫепеле вырӑнаҫтарнӑ чухне, 26. ҫумӑр валли йӗрке панӑ чухне, аслатипе ҫиҫӗм валли ҫул палӑртнӑ чухне 27. Вӑл ӑслӑлӑха курса тӑнӑ, ӑна уҫса кӑтартнӑ, тӗрӗслесе пӑхнӑ та ҫирӗплетнӗ, 28. вара этеме каланӑ: «Ҫӳлхуҫаран хӑрани — акӑ вӑл чӑн ӑслӑлӑх, усалтан аякра тӑни — акӑ вӑл ӑс-хакӑл» тенӗ.
Иов 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун пек ҫын ҫӗр ҫинче урӑх ҫук: вӑл таса чӗреллӗ, тӳрӗ ҫын, Турӑран хӑракан, усалтан сыхланса ҫӳрекен ҫын, халиччен те унӑн таса кӑмӑлӗ хавшаман, эсӗ вара, ун ҫинчен элеклесе, Мана пӗр айӑпсӑр ҫынна пӗтерме хӗтӗртрӗн, тенӗ.
Иов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: эсӗ Манӑн Иов чурама асӑрхарӑн-и? Ҫӗр ҫинче ун пек ҫын урӑх ҫук: вӑл таса чӗреллӗ, тӳрӗ ҫын, Турӑран хӑракан, усалтан сыхланса ҫӳрекен ҫын, тенӗ.
Иов 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.