Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урпа сăмах пирĕн базăра пур.
урпа (тĕпĕ: урпа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урпа!

— Ячмень!

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ара, ку кам вӗт-ха — Никандр, Ячменев Кӗркури ачи, урӑхла каласан, Урпа Никандрӗ.

Да и кто же это — Никандр, сын Григория Ячменева, то бишь Никандр Урба.

3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ылтӑн пек тулӑ та, ыраш та, урпа та, Хӗрлӗ Ҫара параймасӑр юлни те, кӗркунне пуҫтарса кӳртнӗ чаплӑ тырпулӑн юлашки пӗтӗмпех ҫӗр айӗнче выртнӑ.

 В земле лежали золотая пшеница и рожь, и ячмень, и все, что не успели сдать Красной Армии, что осталось у них от неистощимого, щедрого, золотого безумия осеннего урожая.

IV // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.

Кунта ыраш, урпа, сӗлӗ, кантӑр, пӑрҫа акнӑ, ҫӗрулми лартнӑ.

Сеяли рожь, ячмень, овес, коноплю, картофель, горох.

2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Государствӑна «Рассвет» тулӑ — ҫавӑн чухлӗ, урпа — ҫавӑн чухлӗ сутма пултарать.

пшеницы «Рассвет» может продать государству столько-то, ржи столько-то, ячменя столько-то.

Председатель юлташ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ну, ним тума та ҫук, пӗчченех кай, хӗрӗм, сана ҫул кӑтартса килнӗ мучу пӗр харӑсах пур урипе те уксахлакан пулчӗ, эппин, таҫта ӑна урпа ҫӑкӑрӗпе тӑрантарнӑ пулмалла.

Ну, да нечего делать, ступай одна, дочушка, поводырь-то твой охромел сразу на все ноги, должно быть, накормили его где-нибудь ячменным хлебом…

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Апла пулсан, атя ҫапла калаҫса татӑлар: эсӗ — казак, эппин, иксӗмӗр санпа, уя кайса, урпа ҫулса купалӑпӑр, эсӗ аслаҫупа пӗрле косилка ҫинче ларса ҫӳрӗн, утсене хӑваласа пырӑн.

— Ежели так — давай решим: ты — казак, вот и поедем со мной на поля, будем ячмень косить, копнить, на косилке будешь с дедом сидеть, коней будешь погонять.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Виҫҫӗмӗш кунне урпа ҫулма тытӑнчӗҫ.

На третий день начали косить ячмень.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эх, урпа аван та кӑҫал ҫынсен, пирӗн, мӑнтарӑн, акма май пулмарӗ.

Гарновка — ох да и хороша ж вышла у людей, а нам, как на грех, не пришлось ее посеять.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӗсем хыпаланса витрери турӑха ӑса-ӑса сыпаҫҫӗ, хушӑран пӗри те пӗри ҫӑвара лекнӗ урпа пӗрчине сурса пӑрахать.

Они истово черпали из цебарки кислое молоко, изредка кто-нибудь выплевывал попавшее в рот ячменное зерно.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Стефан Петрович чемоданне лартрӗ те ҫул хӗрринчен пуҫланакан ҫурхи ешӗл урпа ҫине тахҫанччен савӑнса пӑхса тӑчӗ.

Стефан Петрович поставил чемодан и долго восторженным взглядом смотрел на поля, на зелень ярового ячменя вблизи дороги.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Лупас айӗнче виҫӗ арҫын триерпа урпа тасатнӑ, триер аврине Алексей Артамашов ҫавӑрнӑ.

Под навесом трое мужчин очищали на триере ячмень, ручку триера вращал Алексей Артамашов.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Йӗри-тавра тӳрем ҫӗр выртнӑ — ҫӗршер гектар урпа акса хӑварнӑ хирсем курӑннӑ, унта сеялка йӗрӗсем те ҫухалман-ха, тӗл-тӗл ҫурхи суха тунӑ вырӑнсем хурҫӑ пек йӑлтӑртатса выртнӑ е хӗллехи юр ҫапса антарнӑ типсе каяйман пӗлтӗрхи ыраш хӑмӑлӗ тӗксӗм те хурлӑхлӑн тӑсӑлнӑ.

Навстречу бежала равнина — то подступало квадратное, гектаров на сто, поле, уже засеянное ячменем, — еще свежи были следы колес сеялки; то попадалась весенняя пахота со стальным блеском; то тянулась серая и унылая стерня, за зиму прибитая к земле и еще не совсем сухая.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Акӑ ӗнтӗ мартӑн пӗрремӗшӗнче сеялкӑсем, плугсем, пӗчӗк вагонсем ҫаклатса, уялла тракторсем шӑва пуҫларӗҫ, вӑрлӑх тиенӗ лавсем кӗмсӗртетрӗҫ, уйра кӑвайтсем мӑкӑрланма пуҫларӗҫ, виҫҫӗмӗш кунӗнче пур ҫӗрте те сӗлӗпе урпа акма тытӑнчӗҫ.

И вот первого марта потянулись на поля тракторы с вагончиками и прицепами сеялок и плугов, загремели подводы, груженные семенным зерном, задымились костры, а третьего числа уже почти повсеместно начался сев овса и ячменя.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫурри таран ҫара кукуруза пуҫӗсем, питӗ пысӑк хӗрлӗ кӑшмансем, тулӑран ҫыхнӑ пӗчӗк кӗлтесем, урпа кӗлтисем, сӗлӗ кӗлтисем, кӗмӗл пек йӑлтӑртатакан хӗрлӗрех вир ҫиххисем, типнӗ хӗвелҫаврӑнӑш пуҫӗсем, ҫӗрулми — Голубева звени мӗн акса ӳстерни пурте кунта пулнӑ.

Тут были и связки до половины оголенных кочанов кукурузы, и огромные головы кормовой свеклы, и снопики пшеницы, ячменя, овса и серебристо-красные связки проса, и сухие шляпы подсолнуха, и клубни картошки, — словом, все, что вырастило звено Голубевой.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Румыни ҫывӑхӗнчи темӗнле пысӑках мар, анчах пуян ялта Чубатый тахӑшӗн кӗлетӗнчен пӗр пӑт урпа вӑрласа тухма тӑнӑ.

Уже неподалеку от румынской территории, в какой-то зажиточной деревушке, Чубатый ухитрился выкрасть из амбара с меру ячменя.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫывӑхрах, тӑваткӑл урпа ани ҫинче, трактор комбайн туртса пырать, комбайн волокуши пысӑк кайӑк хӳри евӗрлӗ курӑнать.

Близко, на квадратной клетке ячменя, трактор тянул комбайн с волокушей, похожей на хвост огромной птицы.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Йывӑҫ ещӗклӗ урапасем ҫине урпа тиенӗ.

Брички с деревянными ящиками были нагружены ячменем.

XXI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Буденновецсем урпа ҫулса пӗтерсе, тулӑ ҫулма тухнӑ; автоколонна килнӗ, колхозсем патшалӑха тырӑ пама тытӑннӑ; виҫӗмкун Усть-Невинска икӗ ҫӗнӗ учительница килнӗ: «Иккӗшӗ те пит ҫамрӑк, пит вӑтанаканскерсем, инкек кӑна вӗсемпе, аран-аран хваттер тупса патӑм».

О том, что буденновцы первыми закончили косовицу ячменя и косят пшеницу; что прибыла автоколонна и началась хлебосдача; что позавчера в Усть-Невинскую приехали две новые учительницы: «Такие собой чересчур молоденькие да стыдливые, что просто с ними одна беда — насилу устроил их с жильем».

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Газик урпа пуссин вырман кӗтессине, хирте ларакан комбайна, ун айӗнче ҫывӑракан ҫынсене ҫутатрӗ, вара ҫул ҫине сиксе тухрӗ.

Газик, осветив угол скошенного ячменя, стоявший на загоне комбайн, спящих на соломе под комбайном людей, выскочил на дорогу.

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех