Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урпа сăмах пирĕн базăра пур.
урпа (тĕпĕ: урпа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑтра Михалана пуринчен ытла урпа шухӑшлаттарать: вӑхӑтра выраймӑн та хӑмӑлне кӑна пуҫтарса кӗрӗн.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ыраш вырса пӗтмен-ха, ӗнтӗ ыранлӑ-тепӗркунлӑ пӑрҫа та ҫулма пулать, урпа та йӑлтах хытса ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сортсем пирки калас пулсан кунта ытларах «Ликамеро» сортлӑ ҫурхи тулӑ, «Маргрет» сортлӑ ҫурхи урпа акаҫҫӗ, вӗсен пахалӑхӗ пирки хуҫалӑх пуҫлӑхӗ ырласа калать.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh

Тулӑ, урпа, фацели акса туса илеҫҫӗ, кӑҫал люцерна та акса хӑварасшӑн-ха.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑхра сывлама та ирӗкрех // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9122-t-van-t ... a-ir-krekh

Ытти гектарӗсем ҫинче урпа вырӑн йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫлеме ӳркенменнисем малашлӑх енне хӑюллӑн пӑхаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9374-grantse ... 27-05-2022

Уй-хир тӑрӑх курса ҫӳренӗ май 100 гектар ҫинче кӗрхи тулӑ ешерсе ларать, ҫурхи тулӑ 180 гектар, урпа 240 гектар йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуралнӑ кӗтесре сывлӑш таса та сиплӗ, пурӑнма аван // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9588-curaln- ... r-nma-avan

27 гектар урпа, ыттине нумай ҫул ӳсекен курӑксем, тӗрлӗ пахча-ҫимӗҫ ҫитӗнтереҫҫӗ, ҫав шутра ҫӗр улми, ыхра.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьепе – пӗр тӗллевпе // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9777-cemepe- ... r-t-llevpe

Путӗр-путӗр путене Урпа ани пуҫӗнче, Урпа пучахӗ пит вӑрӑм, Ҫавӑнпа пуҫне йӑтаймасть.

Куҫарса пулӑш

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куҫа урпа тухнипе час-часах аптратчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Урпа Ванькки тетчӗҫ ӑна ачасем.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Урпа ҫӑнӑхӗнчен пӗҫернӗ пашалу шӑршийӗ алӑк умне пырсанах пылак тутӑллӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Гриль, лашана ҫавӑтса кӗртӗр, икӗ порци урпа сапса парӑр.

Гриль, уберите лошадь и всыпьте ей двойную порцию ячменя.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.

Ӑна урпа ҫӑнӑхӗнчен хатӗрлеҫҫӗ.

Его готовят из ячменной муки.

Эритрея // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5953-%D0%AD% ... D1%8F.html

Унта ҫӗрулми, пахча-ҫимӗҫ лартнӑ-акнӑ, ыраш е урпа, вир, кантӑр ҫитӗнтернӗ.

Там сажали картофель, овощи, выращивали рожь, ячмень, просо или коноплю.

Архивсенчи хутсем ҫирӗплетеҫҫӗ // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Урпа хӑмӑлӗсем урлӑ-пирлӗ ытла ҫыхланса пӗтнӗ пирки, вӗсем хушшипе шуса та тухма ҫук пулса ҫитрӗ, тата усӑнса тӑракан пучахсен шӗвӗр, тӗреклӗ йӗпписем ман тумтире шӑтарса ӳте кӗре-кӗре ларчӗҫ.

Стебли так переплелись между собой, что не было никакой возможности пробраться между ними, а усики поваленных колосьев были так крепки и остры, что прокалывали мне платье и вонзались в тело.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ вӗсенчен аяккарах тарма тӑрӑшрӑм, анчах мана хӑвӑрт тарма пит хӗн пулчӗ; урпа ҫав тери ҫӑра пулнӑ пирки хӑмӑлӗсен хушшипе аран-аран хӗсӗнсе утма пултартӑм.

Я старался убраться подальше от них, но мог передвигаться только с большим трудом: ячмень был так густ, что местами я едва мог протиснуться между стеблями.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Шалт тӗлӗнсе сехре хӑпса тухнипе эпӗ аяккалла пӗрӗхрӗм те урпа ӑшне йӑлт анчах кӗрсе пытантӑм.

Охваченный ужасом и изумлением, я кинулся в сторону и спрятался в ячмене.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Пӗр сехет утсан тин урпа пусси хӗррине тухрӑм; ун тавра ҫӗр ҫирӗм фут ҫӳлӗш карта тытса ҫавӑрнӑ.

Только через час я достиг конца этого поля, обнесенного изгородью не менее чем в сто двадцать футов вышины.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл ҫулпа пӗр хушӑ утрӑм, анчах ҫул айккипе нимӗн те кураймастӑп: хӗрӗх фут ҫӳлӗш урпа кашласа ларать, вырма вӑхӑт ҫитнӗ.

В течение некоторого времени я почти ничего не мог видеть по сторонам, потому что приближалось время жатвы и ячмень был высотой футов сорок.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ мӑн ҫул ҫине тухрӑм — вӑл ҫул кунти ҫынсен урпа уйӗ урлӑ каякан сукмак ҫеҫ пулсан та, эпӗ мӑн ҫул тесе шутларӑм.

Я вышел на большую дорогу — так, по крайней мере, мне казалось, хотя для туземцев это была только тропинка, Пересекавшая ячменное поле.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех