Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уншӑн (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чжао Юй-линь ӑҫтан ҫавӑн чухлӗ хӑюлӑх ҫитерни, хӑйне, Хань Лао-люна, мӗнле тытса чарма пултарни уншӑн пачах та паллӑ пулмарӗ.

Было совершенно непонятно, откуда взялась у Чжао Юй-линя такая дерзость и как это его, Хань Лао-лю, осмелились задержать?

VII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Манӑн уншӑн тавӑрмаллах.

Я должен отомстить.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Уншӑн эпӗ нимен чухлӗ те хурланмастӑп.

Да я за это и не в обиде.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Эпӗ хитре те яка калаҫма пӗлместӗп, уншӑн каҫару ыйтатӑп.

Я говорить не умею и прошу в том прощения.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Паян уншӑн хаваслӑ кун: вӗсем патӗнче хӑна пулчӗ, ашшӗ ырӑ кӑмӑллӑ, кун каҫиччен нихӑшне те ҫутӑлтарса ямарӗ.

Сегодня у него счастливый день: в доме был гость, отец в хорошем настроении, и никто ни разу не шлепнул.

IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Халӗ те, кан ҫине тӑсӑлса выртса чӗлӗмне ӗмнӗ май, Хань Лао-лю пичӗ ҫинче яланхи пекех сӑн пулчӗ: Тянь старик пур-и уншӑн, ҫук-и — пӗрех.

И сейчас, растянувшись на кане и посасывая свою опийную трубку, Хань Лао-лю, как всегда, делал вид, что старик Тянь для него не существует.

II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Уншӑн ӑна, чӑн та, хуньӑшпе ҫапӑҫма тивнӗ, анчах вӑл кунта та ҫиеле тухнӑ.

Из-за этого ему, правда, пришлось подраться с тестем, но он перехитрил простоватого родственника и даже оказался в выгоде.

II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Анчах ҫак урок уншӑн питӗ усӑллӑ пулчӗ.

Но урок пошёл ему на пользу.

18. Днепр урлӑ каҫмалли вырӑнсем ҫийӗнче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпӗ пӗлетӗп, манӑн ватӑ аттем пӗччен мар, ӑна пулӑшаҫҫӗ, уншӑн тӑрӑшаҫҫӗ.

Я знал, что мой старый отец не одинок, что его поддерживают, о нём заботятся.

17. Ирӗке кӑларнӑ тӑван вырӑнсенчен килекен хыпарсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Уншӑн эпӗ сана акӑ мӗн парӑп, — терӗм те укҫа кӑларса кӑтартрӑм.

А я тебе за неё дам вот что, — и я показал ему деньги.

Ула курак–артисткӑсем // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Анчах уншӑн кулянма кирлӗ мар.

Но унывать нечего.

4. Вӗренӳре // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Авӑ ҫавӑнта кулак ҫӗрӗ пулнӑ, сирӗн аҫусемпе пиччӗрсем уншӑн тар юхтарса ӗҫленӗ.

Вон там была земля кулака, и ваши отцы и братья батрачили на него.

7. Пирӗн пионеротряд // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Ҫитменнине тата эсир уншӑн хаклӑ тӳленӗ!

И потом вы за нее дорого заплатили!

Хаваслӑ шӳт // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Ку уншӑн кино вырӑнне ӗнтӗ, кинора вӑл ӗмӗрӗнче те пулса курман, анчах вӑл темӗскерле ҫынсем ҫинчен, вӗсен мӗлки пир ҫинче те пурӑнни ҫинчен илтнӗ.

Это заменяло ему кино, где он никогда в жизни не был, но он слышал рассказы о каких-то людях, тени которых живут на полотне.

Этемпе машина // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Ку уншӑн — нимӗнрен те хаклӑраххи.

Это была его святая святых.

Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Партизаншӑн пулсан ку вара чи пысӑк намӑс шутланать, кунтан пысӑкрах наказани ҫук та уншӑн.

Для партизана, народного мстителя, это было самым тяжёлым наказанием.

Пухӑнмалли пункта // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Юрӑри сӑмахсем пирӗн боецсемпе командирсем тӑван ҫӗршыва ҫав тери юратнине, уншӑн мӑнкӑмӑллӑн савӑнса хӗпӗртенине, тӑван халӑх интересӗсемшӗн юлашки юн тумламӗ юлмиччен паттӑррӑн ҫапӑҫма хатӗррине тата ирсӗр тӑшмана ҫав тери курайманнине атакӑна ҫӗкленеҫҫӗ.

Какой мощью наливались голоса, когда сотни людей, идя в атаку, вкладывали в слова песни всю гордость своей Родиной, всю свою любовь к ней, всё своё мужество, всю ненависть и презрение к врагу.

Карпат ҫине похода! // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

— Ну, акӑ мӗн: Коростылёв таврӑнсан — тӳрех полицие пытӑр, пымасан эпир сире уншӑн пурне те лектеретпӗр.

— Ну вот что: возвратится Коростылёв — пусть сейчас же идёт в полицию, не то мы всех вас потянем за него.

Вунӑ кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Вӑл мана хаяррӑн: — Ну, ывӑлна пытартӑн иккен? Апла тӑк, уншӑн ху лар! Хӑвӑн ывӑлу ӑҫтине пӗлместӗн пулсан, мӗнле амӑшӗ-ха эсӗ? — терӗ.

Он со злобой сказал мне: — Ну, запрятала сынка? Так садись за него сама! А то какая ты мать, если не знаешь, где твой сын?

«Олег, ӑҫта эс?» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Кам вӑйран кайса ӳкет — уншӑн инкек вара: ӑна ҫавӑнтах прикладпа ҫапса вӗлереҫҫӗ.

Горе было тому, кто терял силы и падал, — его тут же добивали прикладом.

Йӗплӗ пралук леш енче // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех