Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уншӑн (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлашки хӗрлӗ ҫунатне тирсе хунӑ куканӗ юхса кайнӑ, анчах Костя уншӑн пӑшӑрхаймасть.

Кукан с последней красноперкой уплыл, но Костя о ней не жалеет.

Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Пӗлтӗр вӑл Марья Афанасьевна патне юлса курнӑ-ха, уншӑн пулсан — ку та ҫителӗклӗ.

В прошлом году он уже оставался у Марьи Афанасьевны, и с него хватит.

Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Эпӗ ӑна ҫӗнтерӳ патне илсе ҫитерӗп, е уншӑн ҫапӑҫса пуҫӑма хурӑп…

Я доведу его до славного конца или погибну в борьбе за него!

IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Унӑн кӳренме те ҫук, мӗншӗн тесен Сулла ӑна уншӑн пит аван тӳленӗ.

— Ничего, за свой товар он получил от Суллы звонкой монетой!

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Уншӑн пулсан, чухӑнпа чураран кӗрекен квадранспа, сестрицей тенӗ вак укҫасем пуянсемпе мӑнаҫлӑ патрицисен укҫисенчен пӗрре те уйрӑм мар.

А кроме того, она успела убедиться, что квадрант и сестерций из кармана бедняка или какого-нибудь мошенника ничем не отличаются от таких же монет из кошелька зажиточного горожанина или надменного патриция.

III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

— Ун ҫинчен пит нумай ҫын пӗлет, пит нумай ҫын калаҫать; пурте ҫак ачан паттӑрлӑхӗнчен тӗлӗнеҫҫӗ те, уншӑн хӗпӗртеҫҫӗ.

— Многим известен этот случай, и все говорят с восторгом о мужестве мальчика…

II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Акциан Ланиста ӑна питӗ хаклӑ парса илнӗ: уншӑн вуникӗ пин сестреций тӳленӗ.

Акциан купил его за очень большие деньги — двенадцать тысяч сестерциев.

II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Уншӑн пӗрех-ҫке.

Ему теперь все было безразлично. Даже это.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Кӑнтӑр ҫути сӳнни уншӑн сисӗнмен, каҫа та вӑл канӑҫсӑр ирттернӗ, ыйӑхӗ те килмен.

Дней он не видел, ночи проходили в беспокойном забытьи.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Вӑхӑта палӑртса хӑвараканни уншӑн нимӗн те пулман.

Не было событий, отмечающих ход времени.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Кусемпе мӗн тумалли уншӑн паллӑ.

Правильный путь был ясен.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Ун чухнехи вӑхӑт уншӑн ытарма ҫук пулнӑ, Джонни ҫав кунсене ҫынсем ырӑ фейӑсене ӗненнӗ пек, час-часах ырӑ кӑмӑлпа аса илнӗ.

Да, то было чудесное время, и он частенько вспоминал его, как другие вспоминают детство, когда они верили в добрых фей.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Уншӑн эпӗ айӑплӑ мар ӗнтӗ.

Да разве я виновата?

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Раковинӑран усал шӑршӑ кӗнине туймасть вӑл, енчен туйсан та уншӑн урӑхла пулма пултарайман пек, хӑй ҫӑвӑнакан супӑнӗ, таса маррине пула, кӑпӑк кӑларман пулин те уншӑн ниме пӗлтермест.

Она была грязная и сальная, из отверстия шел скверный запах. Мальчик не замечал этого. Зловонная раковина была для него в порядке вещей, так же как и то, что в мыло въелась грязь от кухонной посуды и оно плохо мылилось.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

— Ан тив, кайтӑр-ха, усса пырӗ уншӑн, — тенӗ сунарҫӑсем.

— Пусть идет, — говорили охотники, — это будет для него хорошим уроком.

Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.

— Санӑн Уг-Глук арӑму пур, — тенӗ вара вӑл, — эсӗ уншӑн та калаҫатӑн.

— У тебя жена, Уг-Глук, — сказал он, — и ты за нее говоришь.

Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.

Кӑна вӑл аванах пӗлсе тӑрать, ҫапах та вӑл уншӑн пӗрре те пӑшӑрханмарӗ.

Он это знал и относился к этому спокойно.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Уншӑн пулсан унпа кӗрешсе вилсен те пурпӗрех пулнӑ пулӗччӗ; анчах халь унӑн ҫак киревсӗр, виле пуҫланӑ чӗрчуна хӑйпе тӑрантарас килмест, ку шухӑш ӑна аяккалла сиресшӗн.

Но ему было неприятно думать, что он попадет в утробу этой мерзкой твари, почти падали. Ему стало противно.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Пӗчченех — каҫхи апат, ҫывӑрма выртас умӗн пӗр-пӗр кӗнеке уҫать; сӑвӑ йӗркисем уншӑн пепке пуплевӗ евӗр, романҫӑ шухӑш-юхӑмӗ ача пакӑлтатӑвӗ пек туйӑнаҫҫӗ.

Ужинал в одиночестве, перед сном раскрывал книгу, — детским лепетом казались ему строки поэта, детской болтовнёй — измышления романиста.

Юрату сасси // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Санӑн тусу хӑюллӑ та чӑрсӑр, вӑл — Тӳпен чӑн-чӑн ывӑлӗ, уншӑн ан кулян, ан хӑра.

— Твой друг отважен и дерзок, он истинный сын неба, не бойся за него.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех