Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

унччен сăмах пирĕн базăра пур.
унччен (тĕпĕ: унччен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Элӗк районӗнчи Асакасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ чӑваш каччи Виталий Юрьевич унччен районти «Урожай» ятлӑ пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхӑн пилораминче чус-хӑма ҫурнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ.

До этого чувашский парень Виталий Юрьевич, он родом из деревни Асакасы Аликовского района, работал на пилораме коллективного хозяйства "Урожай".

Пурнӑҫ ӗҫчен ҫынсемпе тӗреклӗ // В.РОМАНОВ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Унччен 167 организацин - 80,5 пин, 1194 фермер хуҫалӑхӗн 8 пин гектарӗ «сывлӑшра ҫакӑнса» тӑнӑ темелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫырава хатӗр-и? // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

- Унччен эпир те усламҫӑсене сутнӑ.

- До этого и мы продавали торговцам.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Унччен Никоновсем хушма хуҫалӑхра выльӑх-чӗрлӗх йышне ӳстернӗ.

Перед этим Никоновы в своем подсобном хозяйстве увеличили поголовье скота.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

- Унччен 620 гектар пулнӑ.

- До этого было 620 гектар.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Унччен Валерий Михайлович водительте, Вера Арсентьевна учительте тӑрӑшнӑ.

Раньше Валерий Михайлович водителем, Вера Арсентьевна учителем работали.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

«Юлашки вӑхӑтра Кутемерти авалхи юман ҫинчен материалсем пухрӑмӑр, унӑн кун-ҫулне тӗпчерӗмӗр. Ку юман пирки Петр Осипов та нумай ҫырнӑ. Ҫав вырӑнта ҫӗнӗ йывӑҫсем лартма палӑртаҫҫӗ ҫыравҫӑсем. Унччен маларах Энтри Пасар тата Шӑмалӑх ялӗсенчи ҫӑлсене тӗпченӗччӗ. Пирӗн таврара ӳсекен курӑксене сӑнасах тӑратпӑр», — ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ клуб ертӳҫи Л.Шикарева.

"В последнее время собирали материалы о вековом дубе из Кудемеры, исследовали его жизнь. Про этот дуб и Петр Осипов много писал. На том месте писатели планируют посадить новые деревья. До этого исследовали колодцы деревень Андреево-Базары и Шамалы. Наблюдаем за растениями нашего края", - познакомила работой руководитель клуба Л.Шикарева.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Унччен 70-80 ят пулнӑ.

До этого было 70-80 наименований.

Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Унччен сцена ҫине тухса пултарулӑхне халӑха кӑтартманскер Анна Германӑн «Эхо любви» юррине шӑрантарса тӗлӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Такӑнсан - тӑратӗҫ, чун нишлӗленсен - таптӗҫ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.26, 20 (6113) №

Унччен мӗнпур информацие Интернета вырнаҫтармалла.

До этого всю информацию нужно разместить в Интернет.

«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Унччен сусӑр пепкепе ларса курманскер малтанах шикленнӗ те: мӗнле тыткаламалла ӑна, хӑш енчен пымалла?

Раньше за больным ребенком не ухаживала, поэтому испугалась: как обращаться с ней, с какой стороны подходить.

Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №

Унччен малтан пурӑннӑ «малосемейкӑна» сутса панель ҫуртри пӗрремӗш хутра (пӗрремӗш тата юлашки хутри хваттерсем йӳнӗрех) виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер туянчӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html

Унччен коттедж тесе хӑпартнӑ ҫуртсене малтан чаплӑ тесе шутлаттӑмӑр та хальхисем вӗсенчен ирттермеллипех ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html

Участок терапевчӗсемпе врачсен — ансӑр специалистсен пулӑшӑвӗшӗн тӳлесси унччен шӑпах ҫак кӑтартуран килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Унччен кашни больница медикаментсене, ыттине хӑй тӗллӗн туяннӑ, халь пӗтӗмпех — централизациленӗ майпа.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Сӑмах май, асӑннӑ йыш унччен тата та пысӑкрах пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Унччен ку продукцие пирӗн ҫӗршыва Европа ҫӗршывӗсенчен кӳнӗ.

Раньше эта продукция завозилась в нашу страну из стран Европы.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Унччен салтаксен паттӑрлӑхӗпе паллашма ятарласа военкомата кайма тивнӗ пулсан, халӗ ан ӳркен кӑна - ятарлӑ «Память народа» сайта кӗрсе хӑвна кирлӗ ҫын ҫинчен пӗлме пултаратӑн.

Куҫарса пулӑш

Тӑванӗсене савӑнтарайман // Галина ЗОТОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Унччен ку енӗпе ӗҫлекен операторсем пленкӑсене татса ҫыпӑҫтарнӑ.

До этого операторы, работающие в этой области, вырезали и клеили пленки.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Унччен хулара ыр курса пурӑннӑ /пысӑк должноҫри хуняшшӗ, хӳхӗм арӑм, автомашина, карьера...

Куҫарса пулӑш

Вампилов пьесисем кивелмеҫҫӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех