Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

умри (тĕпĕ: ум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Умри уҫлӑх хӑйӗн асаплӑ ҫулӗсен илпеклӗхӗпе, куҫ виҫейми анлӑшӗпе чӑн-чӑннӑн, уҫӑмлӑн тухса тӑчӗ; чир-чӗр, ӗшенӳ, ҫула май кичем ӗҫ, ҫыру ҫитейменрен асаплӑн тунсӑхлав, ҫула часрах вӗҫлес шухӑшпа ӑсран тухасла пӑшӑрхану, малалла каймашкӑн мӗн те пулин чарса тӑни, — ҫул ҫинчи пусмӑрӑн мӗн пур енӗ халӗ чӗринче хӗсӗне-хӗсӗне кумать.

Пространство стало реальным, ясным во всей необозримости изобилием мучительных переходов; болезни, утомление, скучный попутный труд, изнурительная тоска о письмах, мнительность маниакальной силы, проволочки горше, чем отказ, — все стороны походного угнетения стиснули его сердце.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Ҫакӑ сана манӑн шухӑш-туйӑма ӑнланма кӑштах пулӑшмаллах; пӗр уйрӑмлӑхпа: умри япаласем маншӑн витӗр курӑнма пуҫларӗҫ, эпӗ пӗр вӑхӑтрах пӗр-пӗринпе ҫӑтӑ-ҫӑтӑ пӗрлешнӗ, пӗр-пӗрин витӗр тухакан икӗ тӗнчене куратӑп; вӗсенчен пӗри — пирӗн хула, тепри вара — чечекленекен сӑртлӑ ҫеҫен хир, унта инҫетри горизонтра — кӑвак тусем.

Это может дать тебе некоторое представление о моих впечатлениях, с той разницей, что для меня предметы стали как бы прозрачными, и я видел одновременно сливающимися, пронизывающими друг друга — два мира, из которых один был наш город, а другой представлял цветущую, холмистую степь, с далекими на горизонте голубыми горами.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 327–333 с.

Комон умри пӗр салтака (паллах, вӑл кольчугӑна хӳтӗленмен) туртса ҫапрӗ: сулӑмлӑн, хул пуҫҫинчен пӗҫҫи таран, организмӗн ҫӳлти пайӗнчен.

Комон двинул им на первого солдата (незащищенного, разумеется, кольчугой) и отрубил ему, наискось, от плеча к бедру, верхнюю часть организма.

II. Мӑн асаттесене сумсӑрлатни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 287–291 с.

Хӑйсен ӗҫне чунтан парӑннӑ, умри тӗллевсене чыслӑн пурнӑҫлассишӗн тӳрӗ кӑмӑлпа тата яваплӑха туйса ӗҫлекен отраслӗн мӗнпур ӗҫченӗпе ӗҫ организацине чун-чӗререн тав тӑватӑп.

Выражаю признательность всем работникам и трудовым организациям отрасли, которые душой болеют за свое дело, ответственно и добросовестно подходят к решению поставленных задач.

Михаил Игнатьев Ҫул-йӗр хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/10/14/news-3684506

Эсир малашне те хӑвӑрӑн професси ӑсталӑхне ӳстерсех пырасса, умри тӗллевсене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫласса шансах тӑратӑп.

Убежден, что и в дальнейшем вы будете совершенствовать свое профессиональное мастерство, успешно справляться с поставленными задачами.

Михаил Игнатьев Суту-илӳ ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/07/22/news-3622105

Сирӗн ӑс-хакӑл, яваплӑх пире умри тӗллевсене пурнӑҫлама пулӑшаҫҫӗ.

Ваша мудрость и ответственность позволяют вам достигать намеченных целей.

Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/03/07/news-3504321

Ҫак вӑхӑтра кашниех мӗн те пулин ҫӗннине уҫма ӗмӗтленет, хӑюллӑ шухӑшсемпе хавхаланать тата умри тӗллевсем еннелле пуҫламӑш утӑмсем тӑвать.

Это время открытий, смелых идей, начала воплощения важных замыслов.

Михаил Игнатьев Раҫҫей студенчӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/01/25/news-3467690

Умри тӗллевсен кӑткӑслӑхӗ, вӗсем тӗрлӗ енлӗ пулни ведомство сотрудникӗсене профессионализм, кӑмӑл-сипет тӗлӗшпе пысӑк требованисем кӑларса тӑратаҫҫӗ.

Сложность и многогранность решаемых задач предопределяют и высокие профессиональные, морально-нравственные требования к сотрудникам ведомства.

Олег Николаев Ҫар комиссариачӗсен ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/04/08/gla ... et-s-dnyom

Умри хуралҫӑн шӑрчӗ ҫӗкленчӗ — леш шӳтлет.

Один из надзирателей разозлился — а она шутит.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Эсир умри тӗллевсене оперативлӑ пурнӑҫлама пултарни, ҫивӗч ыйтусене ӑнӑҫлӑ татса пани, пулӑшу кӳрессин культурине яланах лайӑхлатса пынӑ май ҫак ӗҫ шайне ҫӳле ҫӗклени пысӑк хисепе тивӗҫ.

Ваше умение оперативно решать поставленные задачи, с честью справляться со сложными ситуациями, на высоком уровне оказывать услуги, постоянно совершенствуя культуру обслуживания, вызывает самое глубокое уважение.

Халӑха йӑла пулӑшӑвӗ парас ӗҫ тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2022/03/19/glava-chu ... aet-s-dnem

Умри шурлӑх хыҫри пек мар ӗнтӗ, пит путмасть, — терӗ Никифоров, командир пулсан та, приказ париччен хӑй мӗншӗн ҫапла хушнине ӑнлантарма тӑрӑшаканскер.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эсир малашне те хӑвӑр умри тӗллевсене тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласса, ҫӗршыва хӑрушсӑрлӑхпа, граждансене лӑпкӑлӑхпа тивӗҫтерессе шанатӑп.

Уверен, что вы и в будущем будете с честью выполнять поставленные перед вами задачи, обеспечивая безопасность страны и спокойствие граждан.

Уголовлӑ айӑплава пурнӑҫлакан тытӑмӑн ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/03/12/gla ... et-c-dnyom

Ҫакӑ сире энергипе усӑ курассин калӑпӑшӗсем хӑвӑрт ӳссе пыракан лару-тӑрура умри пӗтӗм тӗллеве ӑнӑҫлӑн татса пама май парать тата экономикӑн чӑн секторне аталантарма лайӑх майсем тӑвать.

Это позволяет вам успешно справляться со всеми поставленными задачами в условиях быстрого роста объемов потребления энергии и создает благоприятные условия для развития реального сектора экономики.

Михаил Игнатьев Энергетик кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/12/22/news-4000945

Пур пек вӑй-хӑватӑр ӗҫ-хӗл кӑтартӑвӗсене татах та ӳстерме, умри тӗллевӗрсене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫласа пыма пулӑшасса ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп!

Уверен, что имеющийся потенциал будет способствовать повышению результативности вашей деятельности, достижению успехов в реализации стоящих перед вами задач!

Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн налук органӗсен ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/11/21/news-3979651

— А-а, Зина, — тинех аса илчӗ вӑл умри хӗрарӑма.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Вӑл умри турилккери яшкана хыпалансах сыпать, кашӑкне хурать те ҫӑкӑрне, ӳкесрен хӑранӑ пек, икӗ аллипе ярса тытать.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Вӑл умри хаҫатне аяккалла сирсе сас пулнӑ еннелле пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй — куҫлӑ, вӑрман — хӑлхаллӑ // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Умри шӑпаран тарса хӑтӑлаймӑн.

От предстоящей судьбы не уйти.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Мӗншӗн пӗрисен ҫеҫ ӗмӗр тӑршшӗпех умри йывӑрлӑхсемпе кӗрешмелле?

Почему только одним всю жизнь необходимо бороться с предстоящими трудностями?

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Шурӑ казаксем кӗҫӗр каллех умри ҫула сӳтнӗ.

Белые казачишки опять этой ночью впереди разобрали путь.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех