Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

умри (тĕпĕ: ум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Умри йывӑрлӑхсемпе тӗл пулать.

Куҫарса пулӑш

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Ҫак сасса кӑнтӑрла илтнӗ пулсан, Укахви ача пек савӑнса кайнӑ пулӗччӗ; халӗ вара вӑл шиклӗн итлерӗ, умри хура мӗлке ҫине пӗшкӗнсе пӑхрӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Умри йывӑҫ тӗмисем айӗнче шур чечеклӗ кӗпҫесем, типсе саралнӑ, хур шӑлӗ пек шӑллӑ-шӑллӑ ҫулҫӑллӑ сухӑр вӗлтренсем сулланса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Сывлӑха ҫирӗплетмелли, пултарулӑха аталантармалли, культура пуянлӑхӗпе паллаштармалли, умри тӗллевсене пурнӑҫламалли чи меллӗ вӑхӑт вӗренекенсемшӗн.

Куҫарса пулӑш

Шкул лагерӗнче пурнӑҫ савӑк // Елена ИВАНОВА. http://alikovopress.ru/shkul-lagerenche- ... savak.html

Эпӗ умри тӗкӗр ҫине пӑхса илтӗм те паҫӑрхи карчӑкӑн пӗркеленчӗк пит-куҫне куртӑм.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Бензопӑчкӑпа тимӗр алӑка касса шар курнине ҫӑлмалла, пусма тӑрӑх хӑпарса аманнӑ ҫынна антармалла, шыв сирпӗтмелли рукавана пухмалла, умри тулса ларнӑ ӑпӑр-тапӑр урлӑ каҫмалла тата ытти те – ҫӑлавҫӑсен темӗнле чӑрмав та парӑнтармалла.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳре ӑсталӑх туптанать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=DA0H-ybL5_c

Халӗ ыйтусене пӗрле сӳтсе яватпӑр, умри ӗҫсене палӑртатпӑр», - каласа кӑтартрӗ пуҫаруллӑ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Шыв трамвайне ларнӑ чухне ман умри пӗр ҫамрӑк хӗрарӑм кӑштах шыва анса каймарӗ, эпӗ ӑна пилӗкӗнчен тытса ӗлкӗртӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Тӗлме тӗл пулсан, хыҫри тӑватӑ ҫыннӑн, паллах, умри ҫынна пысӑк ҫитӗнӳпе саламлама тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Утлӑ ҫар, тип вар урлӑ каҫса, умри ӑвӑслӑхалла ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Утаманпа улӗсем умри хура халӑха Вӑл саламшӑн тав туса, ҫунчӗҫ ырӑ сывлӑха, Унтан лашисем ҫинчен сике-сике анчӗҫ те, Вӑрттӑн халӑх пуххине ашшӗ уҫса пачӗ те.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Утаман йӗпкӗн хура лашапа Вӗҫсе пырать висӗ улӗ умӗнче: Сулахайри хӗҫӗ умри пӑшалпа Пит хаяррӑн курӑнаҫҫӗ ҫумӗнче…

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Улӑп тӗми тӗлнелле Сехет ҫитмен — ҫитрӗҫӗ; Умри хула ҫинелле Хӗпӗртесе пӑхрӗҫӗ: Аслӑ чаплӑ Шупашкар, Сырса илнӗ ҫичӗ вар.

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Эпӗ умри пӗр бензин сӳленкине тӗллерӗм те винтовкӑран ҫатлаттартӑм, лешӗ ҫавӑнтах чанклатрӗ те вут хыпса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.

Фашистсем каялла чакрӗҫ, вӗсенчен нумайӑшӗ пирӗн умри уйра тислӗк куписем пек выртса юлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Пӑхатӑп, умри фашист, темле хӑлаҫланса, малалла тирӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Санюк каллех пӗр ҫӳллӗ те лӑпсӑркка чӑрӑш ҫине улӑхрӗ кунтан шоссене сӑнама питӗ майлӑ: умри те, хысри те лайӑх курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Таптаса хытарас умри тумхаха — вӑй хумалла, тарламалла, пилӗк авмалла.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Лачкам тара ӳкнӗ хӑй, умри чӳречерен кӗрекен хӗвел ҫутипе шарса кайнӑ куҫӗсене сӑтӑркалать.

Куҫарса пулӑш

Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.

Умри пурнӑҫ ҫӑлтӑрӗ татах та илемлӗрех ялтӑртатма, чӗремре пытанса пурӑнакан хаклӑ сукмака ҫуттӑнрах ҫутатма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех