Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

умри (тĕпĕ: ум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унпа иксӗмӗр пирӗн умри ҫерем ҫинче шак чулӗпе выляма пуҫларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Умри пурнӑҫа эп тепӗр чухне тӗлӗк пултӑрччӗ тетӗп.

И еще мне хочется, чтоб вся эта постылая жизнь оказалась сном.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл туртӑнать, Анчах умри хура, сӗм тӗттӗм…

Куҫарса пулӑш

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хура тӗспе умри сӑрланчӗ, Вӑл тасалмарӗ ҫутӑлса.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӑна туртать илемлӗ ӗмӗт, Курман ҫӗре вӑл йыхӑрать, Анчах умри — хуралнӑ пӗлӗт: Ҫул а тухма чӗре хӑрать.

Куҫарса пулӑш

XV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пуҫ ҫаврӑнать; умри тӗссем Иртеҫҫӗ тарӑн картланмасӑр…

Куҫарса пулӑш

IX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

«Лайӑх ҫапах та хӑвна ҫын юратнине туйса тӑма, — тет каччӑ, — пурнӑҫ хитререх пек, шӑм-шакра вӑй ытларах пек, умри ӗмӗт ҫутӑрах пек».

Куҫарса пулӑш

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Умри кунтӑк йывӑрӑшне туймасӑр вӑл уя утӑмпа виҫсе пынӑ пек васкамасӑр малтан мала утрӗ, пӗрре сылтӑмалла, тепре сулахаялла ывӑҫ хыҫҫӑн ывӑҫ вир сапрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Людмила вара кӑшт чарӑнас-тӑвас пулсанах: — Укахви, Укахви, теп, пӑх-ха, мӑкӑнь чечекӗ пекки ларать, — тесе умри пысӑк чечек ҫине кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Куҫ умне халӑхпа тулнӑ анлӑ улӑх тухса тӑрсан ҫеҫ Ятман ӑна-кӑна маннӑ пек пулчӗ, чӑтлӑхпа пынӑ хыҫҫӑн шап-шур чечеклӗ уҫланкӑна тухнӑ ҫын евӗр, тек малалла утма хӑймасӑр умри картинӑпа нумайччен киленчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫул такӑр ҫӗрте ҫывӑрсах каять, ҫуна ҫулӑнка пырса ҫапӑнсан вара, шартах сиксе ӳксе, умри лавсем ҫине пӑхса илет.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Эпир нимелле Тӑван ҫӗршыв умӗнчи йывӑрлӑхсене парӑнтарнӑ, умри тӗллевсене пурнӑҫланӑ.

Обращаясь к традиции ниме, мы вместе преодолевали испытания, выпавшие на долю Родины, вместе достигали поставленных целей.

Олег Николаев Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/11/04/ole ... nogo-edins

Ахтупай умри чӑлӑш-чалӑш пӳртсем ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫул айккипе чакак шавлӑн вӗҫе-вӗҫе иртет, сана йӑлӑхтармасӑр чарӑнмастӑп тенӗ пек, ялан умри тӗмсем ҫине кая-кая ларать.

Куҫарса пулӑш

15. Инкек ҫине синкек // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗнле туйӑм вӑл — умри телее тӗмсӗлсе кӗтни-и е хӗр ӗмӗрӗ иртсе кайнишӗн кулянни?

Куҫарса пулӑш

8. Ӑраскал // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Умри тӗллевсене пурнӑҫлас тӗлӗшпе ӑнӑҫу, ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх, Тӑван ҫӗршывшӑн пурнӑҫлакан службӑра ҫитӗнӳсем тума сунатӑп!

Желаю успехов в выполнении возложенных задач, крепкого здоровья и благополучия, успехов в служении Отечеству!

Олег Николаев Тинӗс-ҫар флочӗн кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/07/31/ole ... o-morskogo

Лайӑх эрехе хаклама пӗлменрен-и е ӗҫме вӗренейменрен умри черккене тытса та пӑхмарӗ темелле.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Куҫарни тӗрӗсрех пултӑр тесе, Эльгеев час-часах умри текста нимӗҫле оригиналпа танлаштарса пӑхать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Вӗсенчен пӗри — сирӗн умри офицер, — Эльгеев ҫине сиввӗн пӑхса каларӗ следователь.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Умри пысӑках мар кӗпере шурӑ бандитсен отрячӗ аркатнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех