Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улӑп сăмах пирĕн базăра пур.
улӑп (тĕпĕ: улӑп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫул ҫинче Улӑп тӑпри е такам тахҫан чутласа лартнӑ чул кӗлетке курӑнса каять, ҫӗр ҫийӗн каҫхи кайӑк сассӑр вӗҫсе иртет, хуллен-хуллен вара сан асна ҫеҫенхир юмахӗсем, иртен-ҫӳрен каласа кӑтартнисем, ҫеҫенхирте ҫуралса ӳснӗ нянька халапӗсем, ху курнисем, хӑвӑн чун-чӗрӳ витӗр тухнӑ уйрӑм самантсем киле-киле кӗме тытӑнаҫҫӗ.

Попадается на пути молчаливый старик-курган или каменная баба, поставленная бог ведает кем и когда, бесшумно пролетит над землею ночная птица, и мало-помалу на память приходят степные легенды, рассказы встречных, сказки няньки-степнячки и всё то, что сам сумел увидеть и постичь душою.

IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Ҫавнашкал такама кӗтсе хускалмасӑр тӑракан мӗлкесене сӑртлӑхсем ҫинче тӗл пулатӑн, вӗсем Улӑп тӑприсен хыҫне пытаннӑ, хытхура витӗр те пӑхаҫҫӗ, хӑйсем пурте ҫынна аса илтереҫҫӗ, шиклентереҫҫӗ.

Такие неподвижные, кого-то поджидающие фигуры стоят на холмах, прячутся за курганами, выглядывают из бурьяна, и все они походят на людей и внушают подозрение.

IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Пӑлхав ҫыннисем Боримечкӑна лешне хуса ҫитме хӗтӗртсе тӑраҫҫӗ иккен, анчах вӑл улӑп пек сарлакан яра-яра пусать пулин те, ҫарран чупакан тикана ниҫтан ҫитеймест.

Другие повстанцы, столпившись поглазеть на это зрелище, криками подзадоривали Боримечку, а тот, несмотря на свой богатырский шаг, никак не мог догнать босого и быстроногого цыгана…

XXVIII. Укрепленисенче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Улӑп пек пысӑк Боримечка ҫак хыткан Рачкона шӑтарас пек пӑхса илчӗ.

И великан впился глазами в плюгавого Рачко.

XXVII. Тӗпчесе пӗлни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ту ҫине тупӑ ҫӗклесе хӑпаракан улӑп, хамӑр лайӑх паллакан Боримечка; тупӑпа пемелли тимӗр-тӑмӑра ҫӗклекенӗ ун арӑмӗ пулчӗ.

Великан, втащивший пушку на гору, был наш старый знакомый — Боримечка, а боеприпасы принесла его жена.

XXVI. Зли-долӑ патӗнчи батарейӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Акӑ тарласа йӑлт пӑшӑхнӑ улӑп Зли-долӑ тӳпине тупӑ ҫӗклесе хӑпартрӗ те.

И вот наконец великан, обливаясь потом, струившимся по его лбу и шее, втащил пушку на вершину.

XXVI. Зли-долӑ патӗнчи батарейӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак туппа вара улӑп пек ҫӳллӗ ҫын хул пуҫҫи ҫине хурса йӑтса килет.

Эту-то пушку и тащил на плече великан.

XXVI. Зли-долӑ патӗнчи батарейӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ури ыратни кӑштах лӑпланма тытӑнчӗ, ҫил таҫти инҫетри тухӑҫран хӑваласа килнӗ пӗлӗт хӗвеле вӑрахлӑха хупласа илчӗ те, тӳремлӗхре тӗмескесем, улӑп тӑприсемпе ҫырмасем ҫийӗпе кӑвак-симӗс ӗмӗлке чупса иртрӗ, сывлама ҫӑмӑлланчӗ, тата малта ӑна, мӗнле пулсан та, лайӑх апат кӗтет…

Боль в ноге стала понемногу утихать, туча, принесенная ветром откуда-то с далекого востока, надолго закрыла солнце, и по равнине, по буграм, по курганам и балкам поплыла густая сиреневая тень, дышать стало легче, а впереди как-никак ожидал его обильный ужин…

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Зениткӑсем пеме пуҫларӗҫ — анчах перессе катара перетчӗҫ-ха, акӑ ҫывхарса та ҫывхарса килнӗн курӑнать снарядсем сирпӗнсе ҫурӑлни, калӑн ҫав кварталсем урлӑ пистолетла пере-пере пӗр улӑп утса пырать тесе.

Зенитки стали бить — только что далеко, а вот уже ближе и ближе, точно кто-то огромный шагал через кварталы, ежеминутно стреляя вверх из тысячи пистолетов.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав тери ҫӳлӗ ҫын, Улӑп пекскер, тир атӑ тӑхӑннӑскер, ҫунасене хирӗҫ утать.

Огромный человек, великан в меховых сапогах, идет навстречу саням,

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех