Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

улӑм сăмах пирĕн базăра пур.
улӑм (тĕпĕ: улӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юр ирӗлсе пӗтсен ҫӳп-ҫапа е улӑм куписене ҫунтарма палӑртиччен малтан районти пушар хурал пайне пӗлтермелле.

Куҫарса пулӑш

Шыв-шур, пушар ан кӑтарттӑр шар // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.17

Хиртен лавпа улӑм, кӗлтесем турттараттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Унччен те пулмарӗ хушша улӑм шлепкеллӗ пуҫ — студент йышши пулчӗ ӗнтӗ ку — хӗсӗнсе кӗчӗ, ҫӑварӗнче кавӑн вӑрри кулмалла хӑйӗн.

В проход внезапно просунулась голова в шляпе из жесткой соломы, видимо, принадлежащая студенту, с чем-то очень похожим на семечко тыквы во рту.

Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.

Кукша пуҫ ним те шарлаймарӗ, каллех ҫанӑсӑр шурӑ шупӑрлӑ ҫыннӑн улӑм шлепкине сӑнама тытӑнчӗ.

Лысый ничего не сказал и снова стал рассматривать соломенную шляпу человека в белой безрукавке.

Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.

Ҫанӑсӑр шурӑ шупӑрлин пит-куҫне, хӑрах енчен кӑна улӑм шлепке айӗпе курӑнакан ҫур сӑмсине, ҫӑварӗпе шӗвӗр янахне кӑна курать вӑл.

Ему видна была лишь часть лица человека в белой безрукавке: половина носа, видневшегося из-под полей соломенной шляпы, рот и острый подбородок.

Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.

Ку этем пуҫӗнче — куҫне тӗттӗмлесе тӑракан усӑк хӗрӗллӗ вӗр-ҫӗнӗ улӑм шлепке.

Новенькая соломенная шляпа с опущенными полями затеняла ему глаза.

Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.

— Вӑл манӑн ӗлӗкхи арӑм пулнӑ пулсан, эпӗ ун патне кӗреттӗм ҫеҫ мар, ун патӗнче эрнерен кая мар хӑналанаттӑм! — Вара шӳтлесе хушса хучӗ: — Эпӗ сан пек улӑм тӳшек мар!

— Будь она моей предбывшей женой, я бы не только непременно заехал, но и прогостил у нее не меньше недели! — И уже шутливо добавил: — Я не такой соломенный тюфяк, как ты!

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Выльӑх-чӗрлӗхпе курӑмсене пӗрлештернӗ чух, пирӗн утӑпа улӑм та сахалрах пулчӗ.

И сенца с соломкой у нас поменьше оказалось, когда обществляли скот и корма.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗр лобогрейка иртсе кайрӗ, ун ҫинче улӑм шӗлепке тӑхӑннӑ мучи ларса пырать, кӗпи ҫурӑк, тарпа исленнӗ, пиртен ҫӗленӗ йӗмӗ урапа маҫӗпе вараланнӑ.

Прошла первая лобогрейка, на ней дед сидит в соломенной шляпе, в порватой, сопрелой от пота рубахе и в холщовых портках, измазанных коломазью.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех