Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тимофей сухалне шӑппӑн якаткаласа илчӗ, ӑна вӑл ҫӑлса кӑларас пек ярса тытасшӑнччӗ, кашкӑр пек уласа ярасси килчӗ.Тимофей тихо поглаживал бороду, а хотелось вцепиться в нее и в голос, по-волчьи взвыть:
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Ҫунакан хырсем тӑрринчен снарядсем уласа иртеҫҫӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Шӑппӑн уласа ячӗ…
VI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Тетка, музыкӑна тӳсме пултарайманнипе, пукан ҫинче кансӗррӗн хускалнӑ та уласа янӑ.Тетка, не вынося музыки, беспокойно задвигалась на стуле и завыла.
VII. Ӑнман дебют // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Тетка сӑмсине тӗттӗм чӳрече патнелле тӑснӑ та уласа янӑ.
VI. Канӑҫсӑр каҫ // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Каштанка Иван Иваныч ҫине куҫ илмесӗр пӑхнӑ, хӗпӗртенипе уласа янӑ тата темиҫе хут та ун хыҫҫӑн уҫҫӑн вӗрсе чупма тытӑннӑ.
IV. Тӗлӗнтермӗш // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Музыка ӑна ҫӳҫентернӗ, ҫавӑнпа вӑл унталла-кунталла чупкаласа, уласа янӑ.Не вынося музыки, которая расстраивала ей нервы, она заметалась и завыла.
I. Хӑйне хӑй япӑх тыткаланӑ // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.
Вӗсене илтсе, кичемлӗх пусать — хӑвӑн та вара уласа ярас килет.
7 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Ҫуначӗсене чалӑштарса хӑяккӑн вӗҫсе анакан кӗпчек пӑлханчӑклӑн чакӑлтатрӗ, тыркас хӑйӗн шӑтӑкӗ патӗнче юлашки хут шӑхӑрса илчӗ, ҫӑра ҫил, Ильиничнӑна питрен вӗтӗ хӑйӑр тусанӗпе сапса хӑварса, ҫеҫенхир тӑрӑх уласа вӗҫрӗ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вара Тётка тӗттӗм чӳрече еннелле, унтан такам ют пӑхнӑ пек туйӑннӑ ҫӗрелле, пуҫне тӑсрӗ те уласа ячӗ.Она протянула морду к темному окну, в которое, как казалось ей, глядел кто-то чужой, и завыла.
VI. Канӑҫсӑр каҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Тётка сиксе тӑчӗ те тӳшек ҫинчен анмасӑрах уласа вӗрсе ячӗ.Тетка проснулась, вскочила и, не сходя с матрасика, залилась поющим лаем.
VI. Канӑҫсӑр каҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Хуҫи хирӗҫменнине кура, Каштанка тата хытӑрах уласа ячӗ, нимӗн тавҫӑраймасӑр урам урлӑ каҫса тепӗр тротуар ҫине вӗҫтерчӗ.
I. Хӑйне ӑссӑр тыткалани // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Вӑл столяр та уласа ярасса, вӗрессе, ятлаҫасса кӗтрӗ пулмалла, анчах лешӗ сылтӑм аллине картусӗ патне ҫӗклерӗ те хӑй тӳремӗнех тӑчӗ.
I. Хӑйне ӑссӑр тыткалани // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Музыкӑна питӗ юратмастчӗ вӑл, ниҫта кайса кӗме пӗлменнипе Каштанка уласа ячӗ.Не вынося музыки, которая расстраивала ей нервы, она заметалась и завыла.
I. Хӑйне ӑссӑр тыткалани // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Анчах пӑх-халӗ — вӑл та пирӗн пекех уласа йӗрет.
21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Эпӗ куҫҫуль тӑкма юратакан ҫын мар пулин те, тӳсеймесӗр чутах уласа йӗрсе яраттӑм!— Уж на что я на слезу скупой, а тут прямо чуть не заревел от переживания!..
13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Мӗн вилнӗ пек уласа йӗретӗн эсӗ?
13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫуна председатель ҫурчӗ тӗлне ҫитнӗ-ҫитменех яр уҫса пӑрахнӑ алӑкран ҫӳҫӗ-пуҫӗ арпашӑнса кайнӑ Серафимӑ сиксе тухрӗ, вӑл, ҫапӑнса, Прохор Цапкина чутах йӑвантарса ямарӗ, уласа йӗрсе ячӗ.
13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Темиҫе хут та тӗксе аппаланнӑ хыҫҫӑн машинӑ, туратсене кустӑрмисем айне пӗтӗре-пӗтӗре чиксе, вӗсене ҫавӑнтах кӑлара-кӑлара пӑрахса, уласа, чӗтресе, лакӑмран тухма пуҫларӗ, Мажаров ҫине каллех пылчӑк сирпӗтрӗ.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Машинӑ хӑлхана ҫурасла уласа пынӑ хыҫҫӑн вӑл вӑрманта хура кӗркунне ҫеҫ пулакан шӑплӑхӑн ҫемҫе ытамне кӗрсе ӳкрӗ: таҫта темскер кӑштӑртатни, ҫывӑхрах шыв шӑнкӑртатса юхни, хӑрӑк туратсем хуҫӑлни, темӗнле кайӑксем чӗвӗлтетни илтӗнет.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.