Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

укҫана (тĕпĕ: укҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юлнӑ суммӑна регионсене параҫҫӗ: чи малтанах укҫана пӳлӗмсене тара тытмашкӑн, ҫыхӑнупа тата автомобильсемпе усӑ курмашкӑн тӑкаклӗҫ, ҫав шутранах 2016-2018 ҫулсенче кӑтартусене пӗтӗмлетӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑхшӑн хамӑр яваплӑ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Е хӗҫ-пӑшал валли уйӑракан ҫав укҫана медицинӑна хывса онкологи чирне ҫӗнтерекен эмел шухӑшласа кӑларасчӗ.

Или выдели бы те деньги, которые идут на вооружение, на медицину, на разработку лекарств для борьбы с онкологическими болезнями.

Чӑвашла калаҫтараймарӑм // Олег Цыпленков. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Е хӗҫ-пӑшал валли уйӑракан ҫав укҫана медицинӑна хывса онкологи чирне ҫӗнтерекен эмел шухӑшласа кӑларасчӗ.

Или же, выделяемые на вооружение деньги направили бы в медицину на разработку лекарства для онкобольных.

Чӑвашла калаҫтараймарӑм // Олег Цыпленков. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Мӗнле нушапа тупнӑ вӗсем ҫав укҫана?

С какими трудностями они нашли эти деньги?

Шывра та путман, вутра та ҫунман хӗрарӑм // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.21, 96№

Отпуска хӑйсене тивӗҫтерекен вӑхӑтра кайма пултараҫҫӗ, ҫулсерен пӗр хутчен тивӗҫекен укҫана /2016 ҫулта вӑл 12373 тенкӗпе танлашать/ параҫҫӗ.

Могут идти в отпуск удобное им время, каждый год выплачивают единоразовую выплату (с 2016 года она составляет 12373 рубля).

Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Артур /халӗ вӑл Канашри транспортпа энергетика техникумӗнче пӗрремӗш курсра вӗренет/ шкултан таврӑннӑ та сӗтел ҫинче выртнӑ ҫӗр тенкӗлӗх укҫана ыйтмасӑр илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ йӑвара ҫунат сараҫҫӗ // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Вӑл банка кайнӑ, унта, паллах, укҫана тавӑрса паман.

Куҫарса пулӑш

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Кун пек чухне банк укҫана тавӑрса памасть.

Куҫарса пулӑш

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Хӑрушлӑх чӑннипех пысӑк: преступниксем пластик карточкӑсем ҫинчи укҫана парольсӗрех вӑрлама та вӗренсе ҫитнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ӑна пӗлтернӗ хыҫҫӑн, паллах, карточка ҫинчи укҫана вӑрламашкӑн текех чӑрмав ҫук.

Куҫарса пулӑш

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ытларах чухне киревсӗр тӗллевлӗ ҫынсем тӗрлӗ сайтри пӗлтерӳсем тӑрӑх таваршӑн укҫа куҫарса паратпӑр тесе ҫынсен банк карточкисен реквизичӗсене пӗлеҫҫӗ те — банкри шут ҫинчи укҫана сӑптӑрса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Ют укҫана вӑрламалли ҫӗнӗ мелсем вӑй илсех пыраҫҫӗ.

Развиваются новые методы воровства чужих денег.

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Вӗсем вара палӑртнӑ ҫулпа малалла утасси хӑйсен тивӗҫӗ тесе шутлаҫҫӗ: ҫӗре лайӑх пӑхмалла, ӗҫлесе илнӗ укҫана ҫӗнӗ проектсене хывмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Леонид НИКИТИН. «Каҫал Ен», 2016.05.20

Теприсем, ав, пилӗк пин укҫана ҫур кунта ӗҫлесе илеҫҫӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html

Ҫав укҫана производствӑран кайсан кӑна уйӑхсерен илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

5. Укҫана ан хапсӑнӑр, мӗн пуррипе ҫырлахӑр.

5. Имейте нрав несребролюбивый, довольствуясь тем, что есть.

Евр 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Пӗлсех тӑр: юлашки кунсенче йывӑр самана ҫитӗ: 2. ҫынсем хӑйсене юратакан, укҫана хапсӑнакан, мӑнаҫланакан, хӑйсене пысӑка хуракан, хурласа калаҫакан пулӗҫ, ашшӗ-амӑшне пӑхӑнмӗҫ, пархатарсӑр, йӗркесӗр пулӗҫ, пӗр-пӗрне юратмӗҫ, 3. килӗштереймӗҫ, элеклӗҫ, чарусӑр, хытӑ кӑмӑллӑ, ырра юратми пулӗҫ, 4. сутӑнчӑкла хӑтланӗҫ, намӑса пӗлмӗҫ, каппайланӗҫ, Турра юратассинчен ытла киленӗҫе юратӗҫ, 5. ҫиелтен пӑхма тӳрӗ ҫынсем пек курӑнӗҫ те — хӑйсем вара тӳрӗлӗхрен хӑпӗҫ.

1. Знай же, что в последние дни наступят времена тяжкие. 2. Ибо люди будут самолюбивы, сребролюбивы, горды, надменны, злоречивы, родителям непокорны, неблагодарны, нечестивы, недружелюбны, 3. непримирительны, клеветники, невоздержны, жестоки, не любящие добра, 4. предатели, наглы, напыщенны, более сластолюбивы, нежели боголюбивы, 5. имеющие вид благочестия, силы же его отрекшиеся.

2 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Мӗнпур усаллӑхӑн тымарӗ — укҫана юратни, ҫавӑн хыҫҫӑн кайса хӑшӗ-пӗрисем чӑн тӗне пӑрахнӑ, хӑйсене хӑйсем нумай хуйхӑ курмалла тунӑ.

10. ибо корень всех зол есть сребролюбие, которому предавшись, некоторые уклонились от веры и сами себя подвергли многим скорбям.

1 Тим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Ӗнтӗ Иеремия пророк урлӑ калани ҫитнӗ, вӑл ҫапла каланӑ пулнӑ: «хак Хунӑскершӗн вӑтӑр кӗмӗл укҫа илчӗҫ, Ӑна Израиль ывӑлӗсем ҫапла хак хучӗҫ, 10. Ҫӳлхуҫа мана каланӑ пек, ҫав укҫана чӳлмекҫӗ ҫӗрӗшӗн тӳлерӗҫ» тенӗ.

9. Тогда сбылось реченное через пророка Иеремию, который говорит: и взяли тридцать сребренников, цену Оцененного, Которого оценили сыны Израиля, 10. и дали их за землю горшечника, как сказал мне Господь.

Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Ҫапла вара, ярса параканӗ ҫак укҫа Геркулеса чӳклеме пултӑр тенӗ пулин те, ӑна илсе пынисем ҫав укҫана кӗсменпе ишмелли карап тунӑ ҫӗре янӑ.

20. итак им посланы эти деньги в жертву Геркулесу от имени посылавшего, а принесшими они обращены на устройство гребных судов.

2 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех