Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

укҫана (тĕпĕ: укҫа) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫӑмӑл укҫана» кӑмӑллакансене йывӑр килӗ.

Придется тяжело любителям «легких денег».

Ҫӗлен, эс пире мӗскер сӗнен? // Шӑмӑршӑ хыпарҫи. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... &type=publ

Кӗнеке кӑларма тӑкакланӑ укҫана тӳлеттеретӗн.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Ректор укҫана малти вырӑна лартни студентшӑн ӑша илмелли тӗслӗх ан пултӑрччӗ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Преступниксем пластик карточкӑсем ҫинчи укҫана парольсӗрех вӑрлама та вӗренсе ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ултавҫӑсем татах улталаҫҫӗ // А.АХМЕЕВ. «Каҫал Ен», 09.06.17

Ытларах чухне киревсӗр тӗллевлӗ ҫынсем тӗрлӗ сайтри пӗлтерӳсем тӑрӑх таваршӑн укҫа куҫарса паратпӑр тесе ҫынсен банк карточкисен реквизичӗсене пӗлеҫҫӗ те - банкри шут ҫинчи укҫана сӑптӑрса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ултавҫӑсем татах улталаҫҫӗ // А.АХМЕЕВ. «Каҫал Ен», 09.06.17

Анчах пӑхӑр-ха: унта ӗҫлесе илнӗ укҫана вӗсем ӑҫта тӑкаклаҫҫӗ?

Куҫарса пулӑш

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html

Темшӗн ҫав укҫана ҫавӑнтах ҫӳп-ҫап ешчӗкне ывӑтса хӑварас килчӗ...

Почему-то хотелось сразу же выбросить эти деньги в мусорный ящик...

Хурлӑхлӑ юрӑ // Николай Сунай. «Тӑван Атӑл», 2016, 9№

«Ҫул- йӗр фондӗнчен тата хула хыснинчен уйӑракан укҫана туллин ӗҫе кӗртетпӗр», — хуравларӗ администраци пуҫлӑхӗ.

"Деньги, выделенные дорожным фондом и городской казной, расходуем полностью", - ответил глава администрации.

Ура хуракансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

— Райадминистрацин ҫав укҫана маларах шыраттармалла пулнӑ.

- Райадминистрации надо было пораньше искать эти деньги.

Ура хуракансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Терроризма финанс енӗпе тӗревленине тупса палӑртман-ха, ҫапах укҫана пӗр кунлӑх фирмӑсем ҫавӑрттарнӑ, финанс пирамидисем йӗркеленӗ тӗслӗхсем Чӑваш Еншӗн те ют мар.

Куҫарса пулӑш

Суйлав йӗркеллӗ ирттӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Преступлени туса пухнӑ укҫана легализациленин, терроризм валли укҫа уйӑрнин хӑрушлӑхне хакларӗҫ.

Оценили опасность легализации денег, полученных преступным путем, финансирование терроризма.

Суйлав йӗркеллӗ ирттӗр // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Пухӑнакан укҫана инвестицилеме ыйтса ҫырмалли заявлени формисене тата вӗсене йӗркелемелли инструкцие РФ Пенси фончӗн www.pfrf.ru сайчӗн «Пулас пенсионерсене. Пенси валли пухӑнакан укҫа» пайӗнче вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Инвестици тупӑшне ҫухатасран // В.ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Управляющи компание ҫулленех улӑштарма ирӗк пур — кун пек чухне укҫана тепӗр ҫулхи пӗрремӗш кварталта куҫараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестици тупӑшне ҫухатасран // В.ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ватлӑх валли хывакан укҫана Раҫҫей Пенси фондӗнче йӗркеленӗ гражданин ӑна инвестицилемешкӗн 33 управляющи компанирен пӗрне суйлама пултарать /32-шӗ — уйрӑм ҫыннӑн, пӗри — патшалӑхӑн, «Тулашэкономбанк»/.

Куҫарса пулӑш

Инвестици тупӑшне ҫухатасран // В.ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Тӗслӗхрен, гражданин пенси валли пухӑнакан укҫана патшалӑхӑн шутланман пӗр фондра 2011 ҫултанпа е маларах йӗркелеме тытӑннӑ тӑк фиксацие 2015 ҫулта ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестици тупӑшне ҫухатасран // В.ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Асӑннӑ тапхӑрта ҫын шухӑшне улӑштарса тепӗр страховщик патне куҫасси ҫинчен пӗлтерме пултарать — кун пек чухне укҫана ҫитес ҫулхи пӗрремӗш кварталта шутласа параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестици тупӑшне ҫухатасран // В.ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Аса илтеретпӗр: 2015 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫав укҫана пӗр страховщикран теприне памалли йӗркене улӑштарнӑ.

Напоминаем: с 1 января 2015 года изменен порядок передачи страховой выплаты другому страховщику.

Инвестици тупӑшне ҫухатасран // В.ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

РФ Пенси фончӗн республикӑри уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх — пенси валли пухакан укҫана инвестицилесси ҫинчен республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 500 ытла заявлени йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Инвестици тупӑшне ҫухатасран // В.ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Паянхи кун 7 пӗрлешӳпе хуҫалӑх: «Шатьма», В. Васильева ХФХ, «Красное Сормово», «Караево», «Волит», А. Степанов ХФХ, «Янмурзино» ҫак хушма укҫана илсе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Укҫана вара банк картти ҫине куҫарма шантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Айванлӑха пула ултавҫӑсен тыткӑнне лекеҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех