Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла вара эпир Спадщан вӑрманне тӳрех пур енчен те тӗрӗслесе тӑма пуҫларӑмӑр.Таким образом мы сразу устанавливали контроль над всем Спадщанским лесом, закрывали его для врага.
Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Мана райкомра тӳрех каларӗҫ:
Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Кӗнӗ те тӳрех кӑшкӑрма тытӑннӑ.
Сӑнчӑрсем // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.
Камерӑра тӗттӗм пулнӑ; пурте ывӑннӑ, ҫавӑнпа тӳрех ҫывӑрма выртнӑ.В камере было темно; все очень устали и сразу же легли спать.
Шыв, швабра тата лампа // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.
Вӑл команда панӑ та тӳрех хӗҫпӑшаллӑ стражник ҫине сиксе ӳкнӗ…
Тӗрмери восстани // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.
Вӗсем малалла чупнӑ — иккӗмӗш хапха витӗр чупса тухнӑ та тӳрех конка ҫине сиксе ларнӑ.Опять побежали — проскочили вторые ворота и на ходу сели в конку.
Кофе тата пирожнӑйсем // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.
Алӑкран тухан та тӳрех конка ҫине, ӗҫӗ те пӗтрӗ.
Кофе тата пирожнӑйсем // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.
— Тух та тӳрех чуп.
Кофе тата пирожнӑйсем // Василий Алагер. Герман, Ю. Феликс Дзержинский: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 66 с.
— Тӳрех кала, — чунне ыраттарса ответленӗ Скрофа, — Спартак паттӑр, маттур, ӑслӑ ҫын, вӑл чӑннипех чаплӑ полководец…
XXI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Манӑн ӑраскалӑм пулмарӗ, ҫавӑнпа манӑн вилес пулать: анчах, Марк Красс, эсӗ те, пур юлташӑмсем те эпӗ хӑравҫӑ пулманнине, тарманнине, амансан та римлянина тивӗҫлӗ пек ҫапӑҫнине пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа хӗрхенме ыйтатӑп ликторсен розгисем манӑн ҫурӑма ан варалаччӑр, вӗсем мана тӳрех пуртӑпа касчӑр.
XX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Эсӗ ухмаха ермен пулсан, эпӗ тӳрех калатӑп: эсӗ сутӑнчӑк, сана римлянсем ылттӑн парса ҫапла тума вӗрентнӗ…
XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Эсӗ шӳт тӑватӑн пулсан, тӳрех калатӑп, этем тени кунтан усалтарах шӳт тума пултараймасть!..
XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ун хыҫҫӑн вӑл, пӑртак каялла кайса, Геллие ҫӗмӗрсе тӑкма е, унпа ҫыхланмасӑрах, тӳрех Альпӑсем патнелле кайма пултарать.
XVIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Эндимион, пӗр самантлӑха сӑмсине ҫӳлелле тытса тӑнӑ хыҫҫӑн, тӳрех шурӑ шар тытса тӑракан ҫын патне пынӑ та, икӗ урине те ун кӑкӑрӗ ҫине хурса, ӑслӑ куҫӗсемпе пӑхма пуҫланӑ.
XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Эсӗ ман ҫине тӳрех тапӑнма хӑрарӑн иккен-ха!
XVI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Тӳрех кала, римлянсемшӗн намӑс пулин те, Спартак ҫапах — аслӑ полководец, — терӗ ирӗке янӑ ҫын.
XVI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Анчах эпир унта йышӑнни те — унпа тӳрех ҫыхӑнса тӑрать, теме юрать.
XVI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Пулӗ те… эпӗ тавлашмастӑп, анчах эпӗ, хамӑн шухӑшӑмпа, тӳрех Рим ҫине каймалла тетӗп.— Будет… будет… не отрицаю… но я предпочел бы идти прямо на Рим…
XVI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Нумай калаҫрӑмӑр ҫав, — тесе тавӑрчӗ Эномай, — тӳрех калатӑп, мана ҫав канашлусем йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ: эпӗ — хӗҫ-пӑшал ҫынни, Тор ҫиҫӗмӗсен ячӗпе тупа тӑватӑп, ҫав мӗнпур пухусем манӑн чунӑма нимӗн те памаҫҫӗ.
XVI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Италире пирӗн ҫине хӑраса, шикленсе, шанмасӑр пӑхаҫҫӗ; пирӗншӗн тӳрех тӑшман мар ҫын вӑл — пурпӗрех пирӗн тус та мар; пирӗн таса ӗҫпе пирӗн ялава, — мӗнпур ҫапӑҫусенче вӗлкӗшнӗ ялавсенчен те ҫӳлте тӑракан ялава, — халь нимӗн чухлӗ те хисеплемеҫҫӗ-ха.
XII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.