Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳпери сăмах пирĕн базăра пур.
тӳпери (тĕпĕ: тӳпери) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӳпери пӗлӗтсем, ку таранчченех лӑпкӑ тӑнӑскерсем, сасартӑк хускалма, пӑтрашӑнма тытӑнчӗҫ.

Тучи, до этого времени неподвижно лежавшие на небе, вдруг пришли в движение.

Тинӗсри чи хӑрушӑ ҫавраҫил // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 128–131 с.

Тӳпери пӗлӗтсем тасалсан тин вӗсем аякри ҫырана курма пултарнӑ.

Когда небо очистилось, люди увидели землю.

Орочсен ялӗнче // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 121–124 с.

Вӗҫертмест ӑна Шерккей, вӗҫертмест: мӑнтӑр ҫӗр ӳпне чикеленсе ӳктӗр, сӗм-кӑвак тӳпери хӗвел кун ҫутинче сӳнсе лартӑр — тупнӑ мулне сыхласа усрамашкӑн Шерккей ӑсне ҫитерӗ-ха.

Вот Шерккей и не упустит теперь своего счастья, что бы ни случилось на земле и на небе, уж у него достанет ума сохранить найденное богатство…

I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Чӑн тӳпери ҫут ҫӑлтӑр пек ҫиҫсе илчӗ те вӑл пӗр тапхӑр, ӗмӗрлӗхе сӳнсе те ларчӗ.

Блеснула как небесная звездочка — и погасла навеки…

XXVII. Шӑпа // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тӗттӗм пӗлӗтелле пин-пин хӗлхем ҫӗкленсе шӑранать, вут ҫутине пула, тӳпери ҫӑлтӑрсем те шупкалнӑ пек мӑчлатаҫҫӗ.

Дым костра взметывает ввысь мириады красных искорок, а между тем на небе уже начинают бледнеть и таять звездочки — рассвет скоро.

II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тӳпери сенкер пӗлӗт ҫине пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫурҫӗр ҫӑлтӑрӗсем сике-сике тухаҫҫӗ.

На синевшее небо выползали северные звезды.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Яскульскисем, маттур рыцарь пулнӑскерсем, сайра хутра мар хӗҫ вырӑнне требник тытнӑ, тӳпери ӗҫсем пирки яланах лайӑх чухланӑ, ҫавӑнпа та санӑн мана ӗненмеллех.

Яскульские, будучи хорошими рыцарями, не раз меняли мечи на требники и всегда смыслили кое-что в делах неба, поэтому ты должна мне верить.

VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Садри йывӑҫсем унӑн пуҫӗ тӗлӗнчех кашласа пӑшӑлтатаҫҫӗ, каҫӗ тӑрӑ тӳпери ҫӑлтӑрсемпе ялтӑрать, ҫӗр ҫийӗн кӑвак тӗтре сапалать, ҫамрӑк хӗрарӑм чӗрине те, Иохим юррисене пула, вӗри тунсӑх каплантарать.

А деревья в саду шептались у нее над головой, ночь разгоралась огнями в синем неба и разливалась по земле синею тьмой, и вместе с тем в душу молодой женщины лилась горячая грусть от Иохимовых песен.

VIII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Тинӗс ҫийӗ майӗпен ҫутӑла пуҫларӗ; горизонтпа тӳпери пӗлӗтсем хушшинче ҫутӑ ярӑм сарӑлсах пычӗ, хумсен тӑррисем кӑпӑксен сирпӗнчӗкӗсемпе йӑлтӑртатма тытӑнчӗҫ.

Мало-помалу цвет моря становился менее темным, просветы на небе расширялись, брызги морской пены стали белеть, на гребнях волн показались белые барашки.

X. Ҫӑлӑнатех-ши? // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Авдотья тӳпери ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхса выртнӑ.

Авдотья лежала на спине, лицом к лицу со звездным небом.

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Шап-шурӑ та кӑпӑшкаскерсем, тӳпери пӗлӗт пекех.

Беленькие, пушистенькие, словно облачко в небе.

3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Тӳпери ҫӑлтӑрсемсӗр пуҫне, пӗтӗм ҫут тӗнчипе пӗр-пӗччен.

Один во всем белом свете да звезды небесные.

Председатель юлташ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Курӑнман тӑшман пули лекнипе унтан пӑт та пат ҫӑлтӑр-салтаксем ҫӗре пере-пере анаҫҫӗ, анчах тӳпери ҫар унпа чакмасть, ӗмӗрхи ҫулӗпе ҫаплах малалла та малалла кайса пырать.

Из армии этой падал, срывался то один, то другой подстреленный каким-то невидимым врагом боец, но армия не уменьшалась от этих потерь и продолжала свое вечное.

Астрономсем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Вӑл куҫӗсене ҫӳлерех ҫӗклет те акӑ мӗн курать: тӳпери ҫутӑ пӗлӗтсем кантӑкран пӑхса иртеҫҫӗ.

Она переводит свой взгляд повыше и видит: светлые облака, проходящие мимо в небе, заглядывают потихоньку в окно.

XVIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Икӗ тус хӑйсен хваттерӗсене таврӑннӑ тӗле тӳпери шурӑмпуҫ хӗрелме пуҫланнӑччӗ ӗнтӗ.

Заря уже занималась в небе, когда оба приятеля возвратились на свою квартиру.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Янкӑр кӑвак тӳпери хӗвел сиввӗн ҫутатать.

В бледно-голубом небе холодно светило солнце.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Секстантӑн пӑхмалли трубине чӑн-чӑн горизонт еннелле тытаҫҫӗ те, куҫкӗскийӗсене кӑнтӑрлари хӗвелӗн пичӗ, урӑхла каласан, чӑн тӳпери хӗвелӗн пичӗ горизонтпа пӗр ҫӗре пуличченех ҫавӑрса тӑраҫҫӗ.

Направляя зрительную трубу секстанта на истинный горизонт[73], вращают зеркала до тех пор, пока изображения полуденного, то есть находящегося в высшей точке небосклона, солнца и горизонта не совместятся.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

ӗмӗчӗсем пурнӑҫланнипе кашнин сӑнӗ тӳпери хӗвел пек ҫиҫет.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Тӳпери ҫӑлтӑрсене пӗлӗтсем хупланипе тавралӑх палӑрмаллах тӗттӗмленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Тӳпери сар хӗвел хӑй ӑшшине пӗр шелсӗр сапнине те туймасть Маюк, хӑйсен кассине каякан тӑкӑрлӑкра юпа пек хытнӑ та Ҫинукпа Кирюк савӑнӑҫлӑн калаҫса пынине, Кирюкӗ хутран-ситрен аллисемпе хӑлаҫланса илнине ӑмсанса пӑхса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех