Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӳлетпӗр (тĕпĕ: тӳле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Укҫа лайӑх тӳлетпӗр, государство хатӗрлевӗн хакӗнчен ытларах.

Платим хорошие деньги, повыше общегосударственных, заготовительных.

XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Выльӑха чӑннипех илетпӗр, укҫине те туллин тӳлетпӗр.

И скот на самом деле покупаем, и деньги сполна платим.

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хакӗ кооперативри пек, выльӑхӗ самӑр пулсан — хушса тӳлетпӗр.

Цены кооперативные, с надбавкой на упитанность животного.

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫавӑнпах Юрий Айташ ҫырнӑ «Эпир пурнӑҫпа тӳлетпӗр, эсир — укҫан» сӑмахсем паян нихҫанхинчен те ҫивӗчреххӗн янрамаҫҫӗ-и-ха?

Куҫарса пулӑш

Виличчен ма ыйтса юлмарӑн? // Римма Прокопьева. Хыпар, 2014.12.27

Эпир пурнӑҫпа тӳлетпӗр, Эсир — укҫан.

Куҫарса пулӑш

Виличчен ма ыйтса юлмарӑн? // Римма Прокопьева. Хыпар, 2014.12.27

Эпир тӳлетпӗр - топливӑшӑн, оборудованишӗн, пирӗн никам умӗнче те парӑм ҫук, ыттисем те пирӗнпе ҫаплах пулччӑр, - палӑртрӗ Борис Вайнзихер.

Куҫарса пулӑш

«Хӗле йӗркеллӗ кӗтӗмӗр», Анчах «лару-тӑру питӗ ҫивӗч» // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.12.18, 241-242 (26903-26904)№№

«Кирлӗ хатӗре НДС тӳлесе илнӗ, ҪКХ услугисемшӗн тарифпа тӳлетпӗр. Апла мӗншӗн тата налог тӳлемелле?» – тенине илтме пулать.

Можно услышать: «Мы заплатили НДС на все необходимое оборудование, за услуги ЖКХ платим по тарифу. Так почему же еще нужно платить налоги?»

Юлия Райнвайн: «закон маншӑн усӑллӑ пулчӗ» // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.05.30

Налог тӳлетпӗр пулсан, ыйтма та ирӗк пур мар-и-ха?

Если платим налоги, то и спросить есть право, не так ли?

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Дисциплинӑна пӑссан, маститлӑ ӗнесем тупӑнсан, 20 процент таран чакарса тӳлетпӗр...

Куҫарса пулӑш

Продуктивлӑха ӳстересси, ӑратлӑха лайӑхлатасси тӗпре пулмалла // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.06

Уйӑха виҫ ҫӗр тенкӗ тӳлетпӗр сана.

В месяц будем платим триста рублей.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

- Пурӗ 5 кредит, уйӑхне 170 пин тенкӗ тӳлетпӗр.

- Всего 5 кредитов, в месяц платим 170 тысяч.

Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02

Уншӑн хушса тӳлетпӗр, анчах ку енӗпе ӗҫлемелӗх пур-ха.

Куҫарса пулӑш

Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех