Шырав
Шырав ĕçĕ:
Буфетӑн кӗленче ывӑсӗ ҫинче тахҫан палланӑ салфеткӑсемех выртаҫҫӗ, килте тӗрлесе тунӑ сентресем ҫинче, стенасем аяккинче ҫав кирлӗ-кирлӗ мар япаласемех, тахта тӗлӗнчи пурҫӑн кавир те вӑрҫӑчченех ҫавӑнта ҫакӑнса тӑнӑ пулмалла, вӗсем пирки иккӗленмелли те ҫук ӗнтӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫуллахи вӑхӑтра эпир Кӗмӗл Хырлӑхри тахҫанах пӑрахӑҫа тухнӑ пӗчӗк ҫуртра ирттертӗмӗр, ҫуртӑн йывӑҫ маччисемпе кӗтмен ҫӗртенех стена хӗррине тӗкӗнекен коридорӗсене илемлӗн тӗрлесе пӗтернӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Мери аллисене чӗрҫи ҫине хуҫлатса хунӑ та хӑйӗн вырӑнӗ ҫинче ларать; ҫӑра ҫӳҫне вӑл чӗнтӗрпе ҫавӑрнӑ чепчик ӑшне пуҫтарса чикнӗ; шурӑ хул пуҫҫийӗсене хӗрлӗ тутӑрпа витнӗ, урисене перссен тӗрлесе тунӑ туфли ӑшне чикнӗ.
Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Адриан Прохоровӑн вырӑс сӑхманне те, Акулинӑпа Дарйӑн европӑлла тумтирӗсене те хальхи романиссен йӑлине пӑхӑнса тӗрлесе кӑтартмӑпӑр.
Тупӑкҫӑ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
— Сана, тусӑм, мӗн пуррипе те ҫитет, ҫитмесен вара — савни каллех тӗрлесе парӗ-ха, ку ӗҫе туни уншӑн ытлашшипех кӑмӑллӑ пулать.— Тебе, друг, хватит, а не хватит — симпатия еще вышьет, ей это — лишнее удовольствие.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Палатӑри пур ҫынсемпе те тӳрех «эсӗ» тесе калаҫма пуҫларӗ, хӑйӗн сӑмса шӑнкӑртмалла пулсан, вӑл ним ыйтса тӑмасӑрах Мересьев тумбочки ҫинче выртакан, парашют пурҫӑнӗнчен Метеорологи сержанчӗ тӗрлесе тунӑ сӑмса тутрине илчӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗр романри Конрадӑн савнӑ хӗрӗ, хӑйӗн юратӑвӗ пирки шухӑшсем выляннӑ май, хӗрлӗ роза чечекне симӗс пурҫӑнпа тӗрлесе хунӑ.В одном романе любовница Конрада в любовной рассеянности вышила розу зеленым шелком.
XIV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тивӗҫлӗ канӑва та вӑхӑт ҫитсенех тухнӑ: кавир тӗрлесе пӗтерме тӗллев лартнӑ-ҫке.
Чун хавалне ҫухатман // Елена АНИСИМОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2821-chu ... e-ukhatman
Натюш ахаль чухне те кӗнеке вуласа е тӗрӗ тӗрлесе шӑпӑрт ларма юратать.
Ҫиҫӗм Натюш // Людмила Сачкова. Людмила Сачкова
Сан валли манӑн пӗр сӗнӳ пур: таврӑннӑ ҫӗре ҫӗнӗ кӗпе тӗрлесе хур-ха.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Тивӗҫлӗ канура чӑваш хӗрарӑмӗ пушӑ вӑхӑтне тӗрӗ тӗрлесе ирттерет.
Тӗрӗ тӗрлесси – киленӗҫ // Елена Мустаева. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27
Халӗ вӑл пир ҫине вӗтӗ шӑрҫапа тӗрлесе илемлӗ картинӑсем хатӗрлет.Сейчас она, вышивая бисером на ткани, готовит красивые картины.
Тӑрӑшулӑха кура — хаклавӗ // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№
18. Картиш хапхин чаршавне сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран тӗрлесе тунӑ, унӑн тӑршшӗ ҫирӗм чике, ҫӳллӗшӗ картиш каррисем пек пилӗк чике пулнӑ; 19. ун валли тӑватӑ юпа, юписен айне лартма тӑватӑ пӑхӑр тӗп тунӑ; вӗсен ҫекӗлӗсем кӗмӗл пулнӑ, вӗсен тӑррисене кӗмӗл сӑрнӑ, вӗсен хытаркӑчӗсене кӗмӗлрен тунӑ.
Тух 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Моисей Израиль ывӑлӗсене каланӑ: астӑвӑр, Ҫӳлхуҫа Веселеила — Иуда йӑхӗн ҫыннине, Ор ывӑлӗн Уриян ывӑлне — суйласа илчӗ, 31. ӑна Турӑ Сывлӑшӗ пачӗ, тулли ӑслӑлӑх, хайлалӑх, пӗлӳ тата тӗрлӗ ӑсталӑх пачӗ, 32. хӳхӗм пир тӗртме, ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр япаласем тума, 33. харшаласа лартмалли чулсем касма, йывӑҫа касса тӗрлеме тата тӗрлӗрен хитрелетмелли ӗҫсем тума вӗрентрӗ; 34. ыттисене вӗрентмешкӗн унӑн чӗрине те, Дан йӑхӗнчен тухнӑ Ахисамах ывӑлӗн Аголиавӑн чӗрине те пултарулӑх хыврӗ, 35. [сӑваплӑ пӳлӗм валли] касса эрешлекен ӑстаҫӑн тата тӗрлесе тӗртме пӗлекенӗн пур ӗҫне тума, сенкер тӗслӗ, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ пир ҫине, виссон ҫине тӗрлеме пӗлекенӗн тӗрлӗ ӗҫне тума, тӗрлӗ япала тӗртме, хӳхӗм пусма тума пӗлекенсен ӗҫне тума Вӑл вӗсенӗн чӗрине тулли ӑслӑлӑх хыврӗ.
Тух 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Культура ҫурчӗн ертӳҫи Юлия Федорова хӑй те тӗрлесе (каҫхине ҫутатакан фосфор ҫипсемпе те усӑ курать) ҫамрӑксен тематикипе ҫыхӑннӑ еплерех картинӑсем тунине курасчӗ сирӗн.
Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№
Унччентерех мулинепе, шӑрҫапа тӗрлесе, ҫыхса, ҫӗлесе тӗлӗнтеретчӗҫ ялсенчи ылтӑн алӑллӑ ӑстасем, хальхинче вара тӑмран, ҫӑмран, типнӗ ҫулҫӑран, лентӑран тӗрлӗ илемлӗ япаласем хатӗрлеҫҫӗ.
Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10
Вӑхӑта хаҫат-журнал вуласа, радио итлесе, тӗрӗ тӗрлесе, кавир, алсиш-чӑлха ҫыхса ирттеретӗп.Так провожу время: читаю газеты-журналы, слушаю радио, вышиваю, ковер, варежки и чулки вяжу.
101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать // Николай ЕРШОВ. http://hypar.ru/ru/node/15772