Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унтах акӑ мӗнле те пулин Марья Петровнӑран арӑма ҫыру килсе пӑраҫҫӗ, кӗнекесем, нотасем е ананас кучченеҫ парса янӑ, е хӑвӑн парникӗнте тӗлӗнмелле арбуз пиҫсе ҫитнӗ — ӑна ыранхи кӑнтӑр апачӗ тӗлне кӳршӳ патне парса яратӑн, ху та унтах каятӑн…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тата итле-ха, мӗнле мӑнкӑмӑллӑн та тӗлӗнмелле тивӗҫлӗхпе пӑхаҫҫӗ вӗсем кам мӗнле тумланнине, хӑйсем пек, ятсӑр та чинсӑррисем ҫине.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Укҫа тӗлӗнмелле нумай тӑккаланать, ӑҫта кайнине хам та пӗлместӗп!
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Чӑнах та, мӗнле паттӑр ӗҫсем: ҫӑмӑл урапа е карап ҫине лар та уҫӑ сывлӑшпа киленсе ҫӳре, ют ҫӗршывсене, хуласене, унти йӗркесене, пур тӗлӗнмелле япаласене курса ҫӳре…
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Андрей тӑтӑшах, ӗҫрен е чаплӑ ҫынсен ушкӑнӗнчен уйрӑлса, вечертан е балран тухса кайса, Обломовӑн сарлака диванӗ ҫинче ларма, кахаллӑн иртекен калаҫура хӑйӗн пӑлханнӑ е ывӑннӑ чӗринчи йывӑрлӑха сирсе яма, лӑплантарма ун патне пынӑ, вара яланах, тӗлӗнмелле чаплӑ залӑран тӑван килне таврӑннӑ пек е кӑнтӑр ҫанталӑкӗн илемӗнчен уйрӑлса хӑй ача чухнехи выляса-кулнӑ хурӑн ращине таврӑннӑ ҫын пек, чуна лӑплантаракан туйӑма сиснӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тепри, Мишель, Андрюшӑпа паллашса ҫитнӗ хыҫҫӑнах, ӑна пӗр вырӑна тӑратрӗ те е сӑмсаран, е хырӑмран чӑмӑрӗсемпе лектерсе, тӗлӗнмелле мыскара тума пуҫларӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Халӗ вӑл малтан кучерпа улпутсем ҫинчен элеклесе, хурласа калаҫнисене, тӗлӗнмелле ним пӑшӑрханмасӑр аса илсе каларӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗркун — темле пулчӗ-ҫке — эпӗ ун урине вӗри шывпа пӗҫертсе янӑ та тӗлӗнмелле кӑшкӑрса ячӗ!Намедни обварил я ему — кто его знает как — ногу кипятком, так ведь как заорал!
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Мӗнле тӗлӗнмелле япала!
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хирте утӑ капанӗ утса ҫӳрет тесе калаччӑр вӗсене — вӗсем ним шухӑшласа тӑмасӑрах ҫакна ӗненеҫҫӗ; кам та пулсан: акӑ ҫак сурӑх мар, мӗнле те пулин Марфа е Степанида тухатмӑш, тесе сӑмах кӑларса ярсан — вӗсем сурӑхран та, Марфаран та хӑракан пулаҫҫӗ: мӗншӗн сурӑх сурӑхах пулманни ҫинчен, мӗншӗн Марфа тухатмӑш пулса тӑни ҫинчен ыйтса пӗлес шухӑш вӗсен пуҫне пырса та кӗмест, ҫитменнине тата ҫакна ӗненмесӗр иккӗленекенсем ҫине сиксех ӳкеҫҫӗ, — ҫав тери вӑйлӑ ӗненеҫҫӗ Обломовкӑра тӗлӗнмелле хӑвата!
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ача ӑс-тӑнне тӗлӗнмелле усал мӗлкесем вырнаҫаҫҫӗ; шиклӗхпе кичемлӗх унӑн чӗрине чылайлӑхах, тен, ӗмӗрлӗхех кӗрсе юлчӗҫ пулӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл, Гомер пекех, ҫӑмӑллӑн та ырӑ кӑмӑллӑн, ҫавӑн пекех тӗплӗн те яр-уҫҫӑн курӑнмалла сӑнарласа, вырӑс пурнӑҫӗн Илиадине каласа парать; ҫав халапа ӗлӗк-авалах пирӗн гомеридсем хывнӑ; ун чухне этем ҫутҫанталӑкри, пурнӑҫри вӑрттӑнлӑхсене чухлайман, ун чухне вӑл тухатмӑшран та, арҫурирен те чӗтренӗ, таврари пӗтӗм инкекрен хӑтӑлма Алеша Попович ҫумӗнче хӳтлӗх шыранӑ, ун чухне сывлӑшра та, шывра та, вӑрманта та, уйра та тӗлӗнмелле ӗҫсем пула-пула иртнӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кайран Обломов тӗлӗкре урӑх вӑхӑта курчӗ: вӗҫӗ-хӗррисӗр хӗллехи каҫ, Илья няни ҫумне именчӗклӗн лӑпчӑнать, няня ӑна темле паллӑ мар ҫӗршыв ҫинчен пӑшӑлтатса калать; унта каҫ та, сивӗ те пулмасть, яланах тӗлӗнмелле япаласем пулса иртеҫҫӗ, пылпа сӗт ҫырмисем юхса выртаҫҫӗ, унта ҫулталӑк хушшинче никам та нимӗн те ӗҫлемест, Илья Ильич пек паттӑр каччӑсем кунӗ-кунӗпе выляса-кулса ҫӳреме ҫеҫ пӗлеҫҫӗ, ҫав тери чипер вӗсем, халапра каласа пама та, перопа ҫырса кӑтартма та май ҫук.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӗсем ҫине пӑхни йӑпатать ӑна, вӗсем каланӑ тӗрлӗ пуш сӑмахсем тӗлӗнмелле пек туйӑнаҫҫӗ.Весело ему смотреть на них, любопытен кажется ему всякий сказанный ими вздор.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ача та кунта, амӑшӗ патӗнче: вӑл хӑй умӗнче тӑракан ҫынсен тӗлӗнмелле сӑн-пичӗсене тинкерсе сӑнать.Ребенок тут, подле маменьки: он вглядывается в странные окружающие его лица,
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗнле тӗлӗнмелле ҫӗршыв ку?
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав пурнӑҫра вӑл, сӑлтавсӑрах мар ӗнтӗ, тем чухлӗ ӑс-хакӑл тата тӗлӗнмелле лайӑх шухӑшсем тупнӑ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Илья Ильичшӑн вӗренӳ тӗлӗнмелле пулнӑ: наукӑпа пурнӑҫ хушшинче уншӑн тӗпсӗр ҫырма выртнӑ, вӑл вара ун урлӑ каҫма пикенсе те пӑхман.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Уйӑх тухрӗ, ун йӑлтӑр ҫути пытарӑнчӑк вӑрттӑнлӑхпа тӗлӗнмелле хитрен ула-чӑлалантарса хучӗ вара вӑрмана, сӗм-тӗттӗмлӗх хушшипе кукӑр-макӑр вулӑсем, авӑнчӑк туратсемпе плюш кавирӗ евӗр ҫемҫе мӑк ҫине тикӗсех мар шупка-кӑвак пӑнчӑсем пула-пула выртрӗ.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫак тӗлӗнмелле ытарайманлӑха, куҫ хупанкисемпе Мануйлиха еннелле хуллен хускатса кӑтартса, чи малтан Олеся пӑсрӗ.Она первая нарушила это очарование, указав мне медленным движением век на Мануйлиху.
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.