Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӳррипе каласан, хӑратӑп эпӗ: унпа шӑлнӗн шухӑшӗсем тӗлӗнмелле майлӑ пыраҫҫӗ, сӑмаха та вӗсем темӗнлерех, сисетни, тӗлӗнмеллерех майлӑ ваклаҫҫӗ, тата характерӗ те майсӑр шухӑ ун.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
— Мӗншӗн тесен апла пӗтме пултараймасть: тӗлӗнмелле пуҫланнӑ япала тӗлӗнмеллех пӗтмелле.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫакӑн пек шухӑш-кӑмӑл ҫав тери тӗлӗнмелле тата пулма пултарайман сӑмах-хыпарсем ҫуратать, кашни эрнерех вӑрҫӑ хӑҫан пӗтесси пирки ытла та оптимистла калаҫаҫҫӗ, савӑнӑҫлӑ сӑмаха пурте хавасланса йышӑнаҫҫӗ, вӑл пӗринчен теприн патне куҫать, вара тӗрмере ҫӗнӗ тӗлӗнмелле хыпар сарӑлать, — ӑна ҫав тери ӗненес килет.
Подтяжкӑсем // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
— Тӗлӗнмелле, Гек, шутсӑрах тӗлӗнмелле, — эпӗ нимӗн те ӑнланаймастӑп.
25-мӗш сыпӑк. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫана тупма тӑрӑшни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
6. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ку вӑл чӗрӗ юлнӑ юлашки халӑх куҫӗ умӗнче ҫак кунсенче тӗлӗнмелле ӗҫ пек туйӑнсассӑн, ҫакӑ вӑл Маншӑн та тӗлӗнмелле ӗҫ-ши? тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Зах 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа каларӗ вара: ку халӑх Ман патӑма чӗлхи-ҫӑварӗпе ҫывӑхарать, Мана сӑмахӗпе хисеплет, чӗри вара Манран аякра тӑрать, этем ӳкӗчӗ-йӑлине вӗренни вӗсемшӗн — Мана хисеплени-мӗн; 14. Эпӗ акӑ ку халӑха халиччен пулманнине кӑтартӑп, тӗлӗнмелле, питех те тӗлӗнмелле пулӗ, вара ӑсчахӗсен те ӑсӗ пӗтӗ, ӑслӑ-тӑнлисен те ӑсӗ-тӑнӗ ҫухалӗ.
Ис 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫакӑн пек хаса вырӑнне Эсӗ Хӑвӑн халӑхна ырӑлӑх панӑ: вӗсен кӑмӑлне тивӗҫтерсе Эсӗ вӗсем валли тӑранмалӑх тӗлӗнмелле апат — путене — хатӗрленӗ, 3. лешӗсем вара, пур ҫӗрте те кӗшӗлтетекен ирсӗр чӗрчунсене курса, вӗсенчен йӗрӗннипе выҫӑпа аптӑраса ҫитсен те ҫиес апатне ҫиеймен, кусем вара, пӗр хушӑ ҫитменлӗх тӳснӗскерсем, тӗлӗнмелле апат астивнӗ.
Ӑсл 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ку — тӗлӗнмелле япала вара, Ариминра автан этем чӗлхипе калаҫма пуҫланӑ тенинчен те тӗлӗнмеллерех тухать ку.
IV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Хӑшпӗр чухне кӑна, Францие эмиграцие тарнӑ Аникей Девяткинӑн аслӑ ывӑлӗпе хирӗҫ пулкаласан, Андрей шуралса каять: ашшӗпе ывӑлӗ ытла та тӗлӗнмелле пӗр пек сӑнарлӑ.
5-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Нагульнов пысӑк алтупанне орденӗ ҫине хучӗ, ҫав самантрах унӑн сассинче ҫӗнӗ хӗлӗхсем тӗлӗнмелле ӑшшӑн янӑраса кайрӗҫ:
4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Романсов, тепӗр кун кӑнтӑр тӗлне вӑрансан, тӗлӗнмелле япала курнӑ.Проснувшись на другой день в полдень, Романсов увидел нечто необычайное.
Йытӑпа ҫын калаҫни // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 126–129 стр.
Полицейскин пӑхӑр сӑн-пичӗ тӗксӗмленсен вара, алли кӗске те пуклак патака тата ҫӳлерех ҫӗклесен, — ушкӑн шӑв-шавӗ тӗлӗнмелле тытӑнчӑклӑн тухма тытӑнать, «Мов» пуҫӗ текех тавлашать пулин те, вӑл, пӗр енчен тепӗр енне ҫапкаланса, малаллах шӑвасшӑн пулин те, тӑлпӑвӗ пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех ишӗлсе пырать.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Сывлӑшра ҫӗршер пысӑк алӑ курӑнать, вуншар куҫ тӗлӗнмелле ҫӑткӑнлӑхпа, выҫӑхнӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ.В воздухе мелькают сотни больших рук, блестят десятки глаз жадным блеском странного, острого голода.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Ҫав апата ҫинипе питсем ҫакӑн пек хитрен йӑлтӑртатаҫҫӗ пулсан, хырӑмсем ҫапла илемлӗ, ҫап-ҫавракан ӳссе каяҫҫӗ пулсан, вӑл апат тӗлӗнмелле тутлӑ пулмалла…
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Тӗлӗнмелле, пӗлме те, ӑнлантарса пама та ҫук.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Тӗлӗнмелле…
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Ҫав сасӑсем вара тӗлӗнмелле те салхуллӑ, тӗксӗм фантази ҫуратаҫҫӗ.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Сӑн-сӑпачӗ унӑн тӗлӗнмелле лӑпкӑ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ҫав чухӑн музыка чурасене йӑпатмашкӑн тӗлӗнмелле фантази ҫуратать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Арҫынсенчен нумайӑшӗ кунта хӑйсен арӑмӗсемпе, ачи-пӑчисемпе тухнӑ та хӑйсене хӑйсем ҫемйисене ырӑ тӑвакансем пек туяҫҫӗ: кур — ҫемйисене вӗсем ҫӑкӑр ҫеҫ мар параҫҫӗ, куҫа йӑмӑхтаракан тӗлӗнмелле япаласем те кӑтартаҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.