Шырав
Шырав ĕçĕ:
Уншӑн пурнӑҫ хӑй тӗллӗн, наука хӑй тӗллӗн тӑрса юлнӑ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Хуҫӑлнӑ темиҫе хурӑн тата таптанӑ йывӑҫ тӗмӗсем кунта нумай та пулмасть танк е хӑй тӗллӗн ҫӳрекен тупӑ иртсе кайнине палӑртнӑ, искусственнӑй тата ҫунӑк ҫӑвӑн сирӗлсе пӗтеймен шӑрши ҫав танк е хӑй тӗллӗн ҫӳрекен тупӑ — нимӗҫсен пулнине пӗлтернӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
26. Ҫапла вара манӑн ырӑ ӗҫӗмсене пӗтӗмӗшле те, уйрӑммӑн та асра тытса, ман тӗллӗн те, ывӑлӑм тӗллӗн те паянхи ырӑ кӑмӑлӑра сыхласа хӑварма ӳкӗтлесе ыйтатӑп.
2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Ура пӳрнисен пӗр пайӗ тимӗр, тепӗр пайӗ тӑм пулнӑ пекех, ҫав патшалӑх та тӗллӗн ҫирӗп, тӗллӗн хавшак пулӗ.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Урасӑрскерсене, вӗсене хулпуҫҫи ҫинче йӑтса ҫӳреҫҫӗ, ҫакӑ ӗнтӗ ҫынсене вӗсем ӑҫтиҫук ҫеҫ пулнине кӑтартса парать те; вӗсене ӗҫлесе тӑраканнисем те намӑса юлаҫҫӗ, 26. мӗншӗн тесессӗн вӗсем, ҫӗре ӳкес пулсан, хӑйсем тӗллӗн тӑраймаҫҫӗ; ҫавӑн пекех кам та пулин вӗсене тӳрӗ лартса хурас-тӑк, вӗсем хӑйсем тӗллӗн куҫаймаҫҫӗ, кам та пулсан тайӑлтарса тӑратас-тӑк, тӳрленсе тӑраймаҫҫӗ, анчах вӗсен умне, виле умне хунӑ пек, парнесем хураҫҫӗ.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эрнере ултӑ кун хушши пурнӑҫ хӑй тӗллӗн йӗркеленсе пырать, эрне — вӑл тем пысӑкӑш машина, ҫынсем — ун пайӗсем, унта кашни хӑй вырӑнне пӗлет, кашниех ҫав машинӑн вараланчӑк та суккӑр пит-куҫне паллатӑп та пӗлетӗп, тесе шухӑшлать.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Тепӗр башня тӑрри тавра, сывлӑшра, кимӗсем ҫаврӑнаҫҫӗ; виҫҫӗмӗш башни, хӑй тӗллӗн ҫаврӑнса, тимӗртен тунӑ темле баллонсене хускатать, тӑваттӑмӗш, пиллӗкмӗш — вӗсем пурте ҫаврӑнаҫҫӗ, йӑлтӑртатаҫҫӗ, хӑйсен сивлек ҫутисемпе ҫынна илӗртсе йыхӑраҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Пӗр акӑлчан матросӗ ҫинчен ҫырнине илсе пычӗ; карапӗ путсан, никам пурӑнман утрав ҫине тухнӑ та, хӑй тӗллӗн пурнӑҫ тунӑ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Ырӑ хака тивӗҫлисем сахалрах ун тӗллӗн.
Ванчӑк чӳрече // Денис Гордеев. «Халӑх шкулӗ – Народная школа» №5/2019 стр. 56-60
Ҫапла вара эпӗ ирӗке тухӑттӑм, хам тӗллӗн пурӑнӑттӑм…
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Токарь тӗллӗн хуйхӑ кӗтмен-туман ҫӗртенех, сасартӑк килсе тухнӑ, ҫавӑнпа та вӑл халь ниепле те тавҫӑрса, ӑнланса, шухӑшласа илме пултараймасть.
Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.
Пӗтӗмпех хӑй тӗллӗн вӗреннӗ.
22-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Эсӗ ху тӗллӗн суйласа илнӗ, — хирӗҫ пӳлчӗ Семушкин.
21-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Обломов кӑшт тӗлӗрсенех, пӳлӗмре пукан хӑй тӗллӗн ӳксенех, е юнашар пӳлӗмре кивӗ савӑт-сапа ӳксе ҫӗмӗрӗлсенех, е тата ача-пӑчасем шавлама тытӑнсанах — хуть те тухса тар!
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Упра вӑйна! — хуллен, хӑй тӗллӗн каланӑ пекех хушса хучӗ Штольц Ольга хӗрӳленсе ыталанине хирӗҫ.Береги силы! — прибавил тихо, почти про себя, Штольц в ответ на ее страстный порыв.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эсӗ ху тӗллӗн каларӑн: «тен… вӑхӑт ҫитнӗ», терӗн; мӗн шухӑшларӑн эсӗ? — ыйтрӗ Ольга.— Ты сказал про себя: «Если же… может быть… созрела»: что у тебя за мысль была? — спрашивала она.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Тен, ку ытлашши ӗмӗтленнӗрен пуль: — эсӗ ытла чӗрӗ… тен, санӑн ҫавнашкал вӑхӑт ҫитрӗ пуль… — хӑй тӗллӗн калаҫнӑ пекех, ҫурма сасӑпа каласа пӗтерчӗ Штольц.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӗнер ӗмӗтлентӗн, чӗререн, халтан кайичченех кӑмӑлу туртнине паян алла илетӗн, тепӗр кунне вара ҫавна ӗмӗтленнишӗн хӗрелетӗн, унтан мӗншӗн пурнӑҫланчӗ тесе, пурнӑҫа ылханатӑн, — акӑ мӗн пулса тухать вӗт пурнӑҫра ху тӗллӗн те чӑрсӑррӑн ярса пуснинчен, ху ирӗкӳпе ӗмӗтленнинчен; хыпашласа утас пулать, нумайӑшне курсан та, куҫа хупмалла тата телейпе суйланмалла мар, телей вӗҫерӗнес пулсан та, ӳпкелешмелле мар, — ку пурнӑҫ!
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ольга, асап кӑтартакан ытти хӗрарӑмсем пекех, паллах, вӗсенчен каярах е ӑнланмасӑртарах пулин те, Обломова кӑштах асаплантарса йӑпаннӑ пулӗччӗ; хӑшпӗр чух унӑн ҫиҫӗм пек, выляс е юратас килсе каять, чӗнми пулать; анчах пуринчен ытларах та час-часах вал Обломова малтан малалла тӗртет, мӗншӗн тесен вӑл Обломов хӑй тӗллӗн пӗр утӑм та тӑвас ҫуккине, ӑна Ольга ӑҫта хӑварнӑ, вӑл ҫавӑнтах тӑрассине пӗлет.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Апла пулсан та Штольц ытти хӗрарӑмсемпе калаҫнинчен ытларах унпа кӑмӑллӑн та тӑтӑшрах калаҫать, мӗншӗн тесен Ольга, ним шухӑшламасӑр пулсан та, пурнӑҫӑн чӑн-чӑн ҫулӗпе утать, хӑйӗн телейлӗ характерне, ним ултавсӑр ӳссе ҫитӗннине пула, шухӑшран, туйӑмран, хай тӗллӗн килсе тухакан кӑмӑлӗнчен пӑрӑнмасть, куҫне, тутине, аллине кӑштах хускатнинчен те Штольц ун шухӑшне туйса илет.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956