Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑхӑннипе (тĕпĕ: тӑхӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Куҫне карта ҫинчен вӗҫертрӗ те вӑл темле питӗ сасартӑк, бинокльпе курнӑ пек уҫҫӑн, ҫывӑхрах лашасене хыпаланса тӑваракан матроссене, вӗсен пылчӑкпа лапӑртанса пӗтнӗ хура бушлачӗсене, сӑмахсӑр карттусӗсене янах айӗнчен хытӑ туртӑнтарса тӑхӑннипе тӗлӗнмелле ҫавракан туйӑнакан пит-куҫӗсене курчӗ.

Он оторвал взгляд от плетня и как-то внезапно и четко, будто притянутых биноклем, увидел уже вблизи матросов, суетливо выпрягавших лошадей, их черные, изляпанные грязью бушлаты, бескозырки, туго натянутые, делавшие лица странно круглыми.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫав минутрах Румянцев капитан кӗтесрен тӑрса хӑйӗн ҫӳлӗ сарлака хулпуҫҫиллӗ кӗлеткипе ӑна хупӑрласа хучӗ; вӑл ыттисенчен тир куртка тӑхӑннипе уйрӑлса тӑрать.

В ту же минуту из угла поднялся высокий и широкоплечий капитан Румянцев; в отличие от других он был в меховой куртке.

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вилнӗ Лалкӑн аппӑшӗ, Гинка, траурла кӗпине тӑхӑннипе ытла чипер курӑнаканскер, ниҫтан чарма ҫук макӑрать.

Сестра покойницы, Гинка, очень хорошенькая в своем траурном платье, рыдала неудержимо.

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Атӑ тӑхӑннипе, тӑрӑшса тумланнипе, аллине чӑпӑркка тытманнипе, хул айне хутаҫ ҫакманнипе ытла улшӑнса кайнӑ вӑл, ҫавӑнпа ӑна ватӑ казаксем те нумайӑшӗ пӗрре пӑхнипех палласа илеймерӗҫ, унпа таҫтан килнӗ палламан ҫын вырӑнне шутласа саламлашрӗҫ.

Так необычен был вид его, обутого, старательно наряженного, без кнута и холщовой сумки на боку, что многие пожилые казаки не узнавали его с первого взгляда и здоровались, как с незнакомым пришельцем.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗрлӗхлӗ форма ҫӗлесе тӑхӑннипе 2-мӗш класс ачисем маҫтӑртарах тесе палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем шкулта ҫитӗнеҫҫӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2010.03.03

Вӑл, малицӑпа пим тӑхӑннипе, маншӑн темле ҫурҫӗр турри пек туйӑнса кайрӗ.

Она показалась мне похожей в своей малице и пимах на какого-то северного бога.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Саня, сарӑ кӗрӗк тӑхӑннипе асанне пекех курӑнаканскер, аллисене ҫавӑркаласа: «Акӑ Собор сачӗ» тесе кӑтартанҫи пулчӗ, унтан темле вӑрттӑн паллӑ тунӑ пек пуҫне пӑркаларӗ те сывпуллашрӗ.

Я видел, как Саня, похожая на бабушку в своем желтом меховом тулупе, повела вокруг рукой, как будто говоря: «Вот Соборный сад», — и сразу простилась и ушла, кивнув головой с таинственным выражением.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Атӑ тӑхӑннипе унӑн пӗвӗ ҫӳллерех пулнӑ.

Сапоги прибавляли ему роста.

19 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Ҫутҫанталӑк кашни тапхӑрта хӑйне май илемлӗ: ҫулла тӗрлӗ тӗслӗ пулнипе кӑмӑла ҫӗклет, хӗлле вӑл пире шурӑ асамлӑ тӗсӗпе тыткӑна илет, кӗркунне сарӑ тата хӗрлӗ сарӑ тӗссемпе чуна савӑнтарать, ҫуркунне вара вӑрӑм ыйхӑ хыҫҫӑн тавралӑх чӗрӗлсе ешӗл симӗс тум тӑхӑннипе уйрӑм вӑй хушать.

Природа на каждом этапе по-своему прекрасна: летом она поднимает настроение из-за разнообразия, зимой она пленяет нас своим белым волшебным цветом, осенью радует желтым и красным цветом, а весной, после долгого сна, окружающая среда наделяет нас особой силой одеваясь в зеленый наряд.

Чунсӑр этем кӑна ҫутҫанталӑка сиен кӳрет // Н.Петрова. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.17

8. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫине тӑрсах калатӑп: арҫынсем пӗр ҫилленмесӗр, иккӗленмесӗр, таса аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе пур ҫӗрте те кӗлӗ туччӑр; 9. хӗрарӑмсем ӗренкеллӗ, сӑпайлӑ тумланччӑр, хӑйсене вӗсем ҫӳҫне-пуҫне тем тӗрлӗ тирпейленипе мар, ылтӑн та ӗнчӗ ҫакнипе мар, хаклӑ тум тӑхӑннипе мар, 10. ырӑ ӗҫ туса капӑрлатчӑр — Турра юраса пурӑнма пулнӑ хӗрарӑмсене ҫавӑ килӗшет.

8. Итак желаю, чтобы на всяком месте произносили молитвы мужи, воздевая чистые руки без гнева и сомнения; 9. чтобы также и жены, в приличном одеянии, со стыдливостью и целомудрием, украшали себя не плетением волос, не золотом, не жемчугом, не многоценною одеждою, 10. но добрыми делами, как прилично женам, посвящающим себя благочестию.

1 Тим 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех