Шырав
Шырав ĕçĕ:
24. Ҫавӑ кун Египетпа тата Ассирипе пӗрле Израиль виҫҫӗмӗшӗ пулӗ; ҫӗр варринче пиллӗх тӑрӗ, 25. ҫавӑ ҫӗре Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла каласа пиллӗх парӗ: Египет ҫыннисем — Манӑн халӑхӑм, Ассири ҫыннисем — Манӑн аллӑмӑн ӗҫӗ, Израиль — Манӑн еткерӗм, вӗсем пиллӗхлӗ, тейӗ.
Ис 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Халӑхсем вӗсене хӑйсем пурӑннӑ вырӑна каялла илсе килӗҫ, Израиль килӗ вара вӗсене Ҫӳлхуҫа ҫӗрӗ ҫинче хӑй валли арҫын чурасемпе хӗрарӑм чурасем тӑвӗ, хӑйне тыткӑна илсе кайнисенех тыткӑна илӗ, хӑйне хӗсӗрлесе пурӑннийӗсен хуҫи пулса тӑрӗ.
Ис 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ун ҫинче Ҫӳлхуҫа Сывлӑшӗ, ӑслӑлӑхпа ӑс-хакӑл сывлӑшӗ, ӑнланупа хӑватлӑх сывлӑшӗ, пӗлӳпе тасалӑх сывлӑшӗ тӑрӗ; 3. Ҫӳлхуҫана хисеплесси Унӑн савӑнӑҫӗ пулӗ, Вӑл куҫӗ мӗн курнипе сут тумӗ, хӑлхи мӗн илтнипе татса памӗ ӗҫе.
Ис 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вӑл тата пӗр кун Нов хулинче тӑрӗ.
Ис 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вырма вӑхӑтӗнче савӑннӑ пек, тупӑш валеҫнӗ чухне хӗпӗртенӗ пек, вӑл Санӑн умӑнта савӑнса тӑрӗ: 4. Эсӗ, Мадиан кунӗнчи пек, ӑна пусса тӑнӑ сӳсмене, ӑна тӗп туса тӑнӑ туяна, ӑна пусмӑрланӑ пусмӑрҫӑн патаккине ҫапса салатӑн.
Ис 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унӑн ҫилли апла та сирӗлмӗ, Унӑн алли ҫав-ҫавах тӑсӑлса тӑрӗ.И при всем этом гнев Его не отвратится, и рука Его еще будет простерта.
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа сут сывлӑшӗ-хӑвачӗпе, вут-ҫулӑм сывлӑшӗ-хӑвачӗпе Сион хӗрӗсен ирсӗрлӗхне ҫуса тасатсассӑн, Иерусалим хутлӑхӗнчи юна тасатсассӑн, 5. Ҫӳлхуҫа пӗтӗм Сион тӑвӗ тӗлӗнче, халӑх пухӑвӗсем тӗлӗнче кӑнтӑрлахи вӑхӑтра пӗлӗт, ҫӗрле вара тӗтӗм те ялкӑшакан вут-ҫулӑм ҫути тытса тӑрӗ: ӗнтӗ пурин те хӳтлӗх пулӗ.
Ис 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӗнтӗ халӑх хушшинче пӗри теприне, кашнийӗ хӑйӗн ҫывӑх ҫыннине хӗсӗрлеме пуҫлӗ; намӑса пӗлмен яш ача ваттинчен, ниме тӑман этем аслӑ ҫынран аслӑрах пулса тӑрӗ.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Чунӑр Турӑ ырӑлӑхӗшӗн савӑнтӑр, Турра мухтама ан вӑтанӑр; 38. хӑвӑр ӗҫӗре вӑраха ямасӑр туса пырӑр, Вӑл вара сире тивӗҫлине хӑй вӑхӑтӗнче парса тӑрӗ.
Сир 51 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Сӗрев илессипе тӗрӗсмарлӑх пӗтӗмпех тӗп пулӗ, тӳрӗлӗх вара ӗмӗр-ӗмӗр тӑрӗ.12. Всякий подарок и несправедливость будут истреблены, а верность будет стоять вовек.
Сир 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Аслӑ Ҫӳлхуҫамӑр кӑмӑл тусассӑн, ӑна ӑслӑлӑх хӑвачӗ кӗрӗ, 8. вара ӑслӑлӑх сӑмахӗсем калӗ, хӑйӗн кӗллипе Ҫӳлхуҫана мухтаса тӑрӗ; 9. кӑмӑлне те, ӑсне те ырӑлатӗ, Ҫӳлхуҫанӑн вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен шухӑшлӗ; 10. вӑл хӑй вӗрентӗвӗн ӑслӑлӑхне кӑтартӗ, Ҫӳлхуҫа халалӗн саккунне уяса пурӑннипе ырӑ ят илӗ.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Канаш паракансем пурте хӑйсен канашне мухтаҫҫӗ, анчах хӑшӗ-пӗри хӑйӗншӗн усӑллӑ канаш парать; 8. канаш паракантан чунна сыхласа тӑр, малтан ӑна мӗн кирлине пӗл: тен, вӑл хӑйӗншӗн канаш тӑвать; 9. тен, вӑл сан пирки шӑпа ярӗ те сана: «ҫулу аван» тейӗ те, хӑй тӗлме-тӗл тӑрса, сана мӗн пуласса пӑхса тӑрӗ.
Сир 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫаран хӑракансенӗн чунӗ-чӗмӗ сывӑ тӑрӗ: вӗсем хӑйсене Ҫӑлакана шанаҫҫӗ.13. Дух боящихся Господа поживет, ибо надежда их - на Спасающего их.
Сир 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ылтӑнпа кӗмӗлне тӑванушӑн, тусушӑн тӑкакла — вӑл чул айӗнче тутӑхса-ҫӗрсе ан вырттӑр; 14. пурлӑхна Ҫӳлти Турӑ хушнӑ пек тыткала, ҫакӑ сана ылтӑнран та ытла усӑ кӳрӗ; 15. мӗскӗнсене памаллине кӗлетне питӗрсе хур, ҫакӑ сана кирек мӗнле инкекрен те ҫӑлса тӑрӗ: 16. вӑл сана тӑшманусенчен ҫирӗп хулканран та, сулмаклӑ сӑнӑран та лайӑхрах хӳтӗлӗ.
Сир 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Кам усал тӑвать, ҫавӑ хӑйнех пырса ҫапать, ҫавӑ ӑҫтан ҫитнине вӑл хӑй те пӗлеймест; 31. мӑнаҫлӑ ҫынна мӑшкӑл курасси, хур курасси, тавӑру ҫитесси арӑслан пек сыхласа тӑрӗ.
Сир 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Кам вӑрттӑн куҫ хӗсет, ҫавӑ усал шухӑш тытнӑ, ӑна никам та тытса чараймасть; 25. куҫу умӗнче вӑл ҫу пек ҫемҫе калаҫӗ, санӑн сӑмахусенчен тӗлӗнсе тӑрӗ, 26. кайран вара пачах урӑхлатса каласа парӗ, санӑн сӑмахна астармӑш сӑмах пек кӑтартӗ; 27. нумай япалана чунтан кураймастӑп эпӗ, анчах ҫавӑн пек ҫынна пуринчен ытла кураймастӑп; ӑна Ҫӳлхуҫа та курайми пулӗ.
Сир 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Сана инкек-синкек тӗл пулас пулсассӑн, тӑшману унта санран малтан ҫитсе тӑрӗ, 17. пулӑшанҫи туса, сана ура хурса такӑнтарӗ: 18. пӗҫҫине шарт ҫапса, санпала пуҫне сула-сула калаҫӗ, темтепӗр пӑшӑлтатӗ, ӗнтӗ сӑнран та улӑшӑнӗ.
Сир 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӑхӑтлӑха вӑл санпала пӗрле пулӗ, эсӗ сулӑнса кайсассӑнах — чӑтса тӑраймӗ: 15. тӑшман сана чӗлхипе ырлӗ, йӑпатӗ, ӑшӗнче вара хӑвна шӑтӑка сирпӗтме хӗртӗнсе тӑрӗ; куҫҫулӗпе йӗрӗ сан умӑнта, май килсессӗн — юнна ӗҫсе тӑранаймӗ.
Сир 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Тӗпче ӑна, шыра — вара пӗлсе ҫитӗн, унпа туслашсассӑн — ан вӗҫерт ӑна; 29. юлашкинчен ӑслӑлӑхра эсӗ канлӗх тупӑн, вӑл саншӑн савӑнӑҫ пулса тӑрӗ.
Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӑслӑлӑх хӑйӗн ывӑлӗсене ҫӳлелле ҫӗклентерет, хӑйне шыракансене хунтӑлать: 13. ӑна юратакан пурӑнӑҫа юратать, ӑна иртенпех шыракан туп-тулли савӑнӑҫ тупать; 14. ӑслӑлӑх пурри еткерлӗхе ырӑ ят илӗ, кирек ӑҫта кайсассӑн та Ҫӳлхуҫа ӑна пиллесех тӑрӗ; 15. ӑслӑлӑхшӑн ӗҫлекен Святойшӑн ӗҫлесе тӑрать, ӑслӑлӑха юратакана Ҫӳлхуҫа юратать; 16. ӑна итлекен халӑхсене сут тӑвӗ, ӑна тимлекен шиксӗр пурӑнӗ; 17. кам та кам ӑслӑлӑха шанать, ҫавӑ ӑна еткерлӗхе илет, ӗнтӗ ӑслӑлӑх унӑн тӑхӑмне тивӗҫӗ: 18. малтан вӑл этеме кукӑр-макӑр ҫулпа ертсе ҫӳрет, ӑна шиклентерсе-хӑратса пӗтерет, 19. унӑн чунне шанса ҫитериччен, хӑйӗн йӗркипе сӑнаса тухиччен этеме вӑл ӑстӑн парса тӗрӗслет; 20. кайран вара ун патне тӳрӗ ҫулпа тухать те савӑнтарать ӑна, 21. хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне пӗлтерет ӑна.
Сир 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.