Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл амӑшӗн сӑмса ҫунаттисем патӗнчен икӗ еннелле каякан пӗчӗкҫеҫ пӗркеленчӗкӗсене, аслӑ, ытлашширех те аслӑ туфли тӑхӑннӑ хыткан урисене — амӑшӗ хӑйшӗн нихҫан та тӑрӑшмасть, — чирлӗ ҫынсене питӗ ӑста сиплекен начаркка та халсӑр аллисене асӑрхарӗ.
III // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Хӑй карапӗ пирки Билль Галлей питех тӑрӑшмасть.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Пур енчен те вӑл питӗ пӗлсе тумланни сисӗнсе тӑрать; ҫав хушӑрах вӑл тумшӑн пӗрре те тӑрӑшмасть пек, тумӗ хӑех майланса пынӑ пек туйӑнать.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Алексей хӑйӗн талантне коммерцилле ҫитӗнӗве ҫавӑрма тӑрӑшмасть.
Мӑн асаттесен вӑй-хӑвачӗ — «Хусан чӑвашӗсенче» // Олег АЛЕКСАНДРОВ. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.
— Ытлашши тырра панӑ чухне Прасковья Васильевна хӑйшӗн тӑрӑшмасть тата париччен правленипе канаш тӑвать.
8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Е пӗрне кӑна, хӑйӗн чи пултаруллӑ ывӑлне, Кан-эра, вӗрентес-тӗк, ӑна пурте айӑплама, шӑллӗн ачисем пирки тӑрӑшмасть, теме тытӑнӗҫ.
Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.
Сирӗнтен нихӑшӗ те харпӑр хӑйшӗн кӑна тӑрӑшмасть, ку ҫӑмӑл ӗҫех мар…
Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.
Савӑнӑҫӗпе те вӑл ҫул хӗрринче татнӑ чечекпе алӑрах шанса кайиччен киленнӗ пек ҫеҫ киленет, кирек мӗнле киленӳ хыҫҫӑн та килсе ҫитекен инкек-синкеке вӗҫне ҫитиех тӳсме тӑрӑшмасть.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Захар турӑ пӳрнӗ сӑнне ҫеҫ мар, хӑйӗн ялти ҫи-пуҫне те улӑштарма тӑрӑшмасть.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сана пӗр хутчен юратса тӑнӑ хӗрарӑм ытти арҫынсем ҫине йӗрӗнмесӗр пӑхаймасть, эсӗ вӗсенчен лайӑхрах пулнипе мар, эх, ҫук! анчах сан ӑшӑнта пӗр хӑвна ҫеҫ пӳрнӗ темӗнле уйрӑм хӑват, темӗнле асамлӑх та мӑнаҫлӑх пур; сассӑнта,— ху кирек мӗн каласан та — никам ҫӗнтерейми хӑвату пур; никам та хӑйне ҫавӑн пек ялан юраттарасшӑн тӑрӑшма пултараймасть; никам куҫӗ те ҫав тери ырлӑха ӗмӗтлентереймест; никам та хӑйӗн вӑйлӑ енӗсемпе ҫав тери тасан усӑ курма пултараймасть, тата никам та сан пек ҫав тери чӑн-чӑннипех телейсӗр пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен никам та ҫав таран хӑйне телейлӗ тесе ӗнентерме тӑрӑшмасть.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӑйӗн клиентне кантра ункинчен хӑтарас тесе, нивушлӗ пӗртте тӑрӑшмасть вӑл?Неужели он не приложит никаких стараний, чтобы спасти жизнь своего подзащитного?
23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Енчен те предприяти ертӳҫи хӑйӗн ӗҫченӗсене вӗрентсе хатӗрлес тата вӗсен ӑсталӑхне ӳстерес пирки пит тӑрӑшмасть, вӗсене тивӗҫлӗ ӗҫ укҫи тӳлеме кирлех мар тесе шутлать пулсан, унашкал предприяти ҫитӗнӳ тӑвайманни куҫ кӗрет.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Пирус-сигарета ҫӑвара хыпни сывлӑхшӑн ҫав тери хӑрушӑ пулнине чылайӑшӗ ӑнланма тӑрӑшмасть.
Пурнӑҫа кӗскетет // Л.ЯРЫШЕВА. «Каҫал Ен», 09.06.17
7. Вара Иисус вӗсене тата каланӑ: чӑн-чӑнах калатӑп сире: Эпӗ — сурӑхсенӗн алӑкӗ; 8. Манран малтан килнисем пурте — вӑрӑсем, вӑрӑ-хурахсем; сурӑхсем вӗсене итлемерӗҫ; 9. Эпӗ — алӑк: Ман витӗр кӗрекен ҫӑлӑнӗ, вӑл кӗрӗ те, тухӗ те, кӗтӳлӗх те тупӗ; 10. вӑрӑ вара вӑрлама, вӗлерме, тӗп тума анчах килет; Эпӗ чӗрӗлӗх пама, тулли пурӑнӑҫлӑ тума килтӗм; 11. Эпӗ — ырӑ кӗтӳҫӗ: ырӑ кӗтӳҫӗ сурӑхӗсемшӗн хӑйӗн чунне парать; 12. тара тытнӑ ҫын кӗтӳҫӗ мар, сурӑхӗсем те унӑн хӑйӗн мар; вӑл кашкӑр ҫывӑхарнине курать те сурӑхӗсене пӑрахса тарать; кашкӑр вара сурӑхсене тытнине тытать, салатса та пӗтерет; 13. тара тытнӑ ҫын тарать: вӑл — тара тытнӑ ҫын, вӑл сурӑхсемшӗн тӑрӑшмасть.
Ин 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Кам хӑй тӑванӗсемшӗн, пуринчен ытла хӑй кил-йышӗшӗн, тӑрӑшмасть, вӑл ӗнтӗ тӗне пӑрахнӑ, вӑл ӗненмен ҫынран та япӑхрах.8. Если же кто о своих и особенно о домашних не печется, тот отрекся от веры и хуже неверного.
1 Тим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Юрату нумайччен тӳсет, хӗрхенсе ырӑлӑх тӑвать, юрату ӑмсанмасть, юрату мухтанмасть, мӑнаҫланмасть, 5. пуҫтахланмасть, хӑйӗншӗн тӑрӑшмасть, вӗчӗхмест, хӑйне усал тунине асра тытмасть, 6. тӗрӗсмарлӑхшӑн савӑнмасть, чӑннишӗн савӑнать; 7. пурне те каҫарать, пурне те ӗненет, яланах шанса тӑрать, пурне те тӳссе ирттерет.
1 Кор 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Кашниех хӑй еннелле пӑрӑнса утрӗ; сана никам та ҫӑласшӑн тӑрӑшмасть.
Ис 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Тӳрӗ ҫын чухӑнсен тавӑҫне тӑнлать, усал ҫын ӑнланма тӑрӑшмасть.7. Праведник тщательно вникает в тяжбу бедных, а нечестивый не разбирает дела.
Ытар 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ӳкӗтленине йышӑнман ҫын хӑйӗн чунӗшӗн тӑрӑшмасть; питленине тӑнлаканӗ вара ӑс илет.32. Отвергающий наставление не радеет о своей душе; а кто внимает обличению, тот приобретает разум.
Ытар 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Вӑл никама та юрама тӑрӑшмасть, уншӑн пурте тан, вӑл, пӗтӗм тӗрӗсмарлӑхпа усаллинчен пӑрӑнса, тӗрӗссипе тӑвать, пурте ун ӗҫӗсене ырлаҫҫӗ.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.