Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑман сăмах пирĕн базăра пур.
тӑман (тĕпĕ: тӑман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрманта упапа кӗрешнӗ чухне, вӑрҫӑра тӑшманпа ҫапӑҫнӑ чухне Тукай нихҫан та вилӗм ҫинчен шухӑшламан, нихҫан та хӑйне хӗрхенсе тӑман.

Куҫарса пулӑш

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Укҫа тытса курман пӗр-пӗр айвана тата улшуҫсем кӗмӗл укҫа вырӑнне ниме тӑман ҫеҫтенкӗ тыттарса хӑвараҫҫӗ те лаша илеҫҫӗ е хӑйсем тӳленӗ укҫапа мӑкӑрич тӑваҫҫӗ, ут хуҫине тӑватӑ уран тӑракан пуличчен ӗҫтерсе ӳсӗртсе кӗсье тӗпӗсене якатса каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсем ҫапӑҫусене ытлашши хутшӑнсах кайман ӗнтӗ, ҫапах вырӑссем килсе тухсан ҫапӑҫуран аякра та тӑман.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унта татах ҫын пур тесе пушар сӳнтерекенсем ӑна чарса тӑман.

Пожарные подумали, что в доме есть еще что-нибудь живое, и пустили его.

Пушар йыттисем // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 49–50 с.

Тата тахҫанччен кулянса тӑратчӗ пулӗ Зинаида Степановна, алӑкран Ниночка кӗрсе тӑман пулсан: — Дя-дя! — текелесе хӗрача Павлуш патне чупса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Ав кам ҫинчен каларӗ иккен Тенюков: венчете тӑман та, арӑм пекки пур ҫапах тесе», — шухӑшларӗ хӑй ӑшӗнче Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Аплах мар ҫав, Михала: венчете тӑман та эпӗ, арӑм пекки пур ҫапах…

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗсене ҫур хакпа ӗҫлеттерсе мул ҫумне мул хушнӑ, арчисене хуппи таран ҫын япалисемпе тултарнӑ, ютшӑнса тӑман.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Укҫишӗн тӑман пулӑттӑмӑр, тухтӑр, сӗтлӗ хӗрарӑм тупӑнтӑрччӗ ҫеҫ, — терӗ Слюсарев, лайӑхмарланса.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Сутӑнчӑк, хӑравҫӑ, ниме тӑман ҫын, офицер ятне хапсӑннӑ чӑваш!» — терӗҫ пулӗ ӑна Лукинӑн куҫӗсем.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑтакас айлӑмне аннӑ ҫӗре ҫанталӑк улшӑнчӗ: ҫурҫӗр ҫинчен ҫил вӑйлӑн вӗре пуҫларӗ, тӑман тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш сасартӑк хӑйне ниме тӑман ҫын пек туйрӗ, анчах юлташне ун ҫинчен пӗлтересшӗн пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сасартӑк Эльгеев хӑйне нимӗне тӑман ҫын пек туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Никам та пирӗн хушӑмӑра кӗрсе тӑман.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ашшӗпе ывӑлӗ нихӑҫан та паянхи пек пӗр-пӗрин умӗнче тӑман.

Куҫарса пулӑш

Ылханнӑ ывӑл // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫитменнине, чӑнах та, кутсӑр-пуҫсӑр тӑман тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Шупашкарта нумай чарӑнса тӑман Эльгеев: хӑйне ҫывӑх ҫынсем пулман унта — кама шанса сӑмах уҫса калӑн.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кивҫенле пулать-и, ӗҫлесе татӗ-и, — ун ҫинчен Хӗветӗр шухӑшласа тӑман: пӗчӗк ачапа тӗтӗмлӗ хура пӳртре пурӑнни килӗшмест, ял кулӗ — пуян ҫынсем патӗнче ҫавӑн чухлӗ пурӑнса та пӳрт лартмалӑх укҫа тӑвайман тейӗҫ.

А за избу Хведер разочтется работой или как… Об этом он пока не думает. Одно знает: не годится в курной избе с маленьким дитем жить. Да и хозяину неловко, ехидничают мужики: «Что, Хведер, сколько лет спину гнешь, а живешь-то в какой конуре!»

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӗсен хакӗ, Джесси сӑмахӗпе, — ниме тӑман вак-тӗвек кӑна.

Стоили они, по словам Джесси, сущие пустяки.

XXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

— Ниме тӑман вак-тӗвек, хаклӑскерӗм.

— Совершенные пустяки, милочка.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех