Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑман сăмах пирĕн базăра пур.
тӑман (тĕпĕ: тӑман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ниме тӑман сӑмахсенех, никама калама юраманнине сана каланӑ пек, йӗри-тавра пӑхкаласа илсе пӗлтерет.

Причем говорил какую-нибудь ничего не значащую ерунду, но так, будто сообщал что-то важное и только тебе одному.

Тӗмерккепе Утлас // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗтӗм халӑх хускалнӑ вӑхӑт пулнӑ та ун чухне, 1840-мӗш ҫулсем, ют ҫынна никамах та сӑнаса тӑман.

Это были 1840-е годы, когда в движение пришли все народы, и интересоваться каким-то чужаком особенно никто не стал.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫил кӗрлемест, тӑман тамалнӑ, пит ҫине пӗр юр пӗрчи ӳкмест.

Не воет ветер не метет метель, сверху не падает ни снежинки.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӑман лӑпланиччен тӑхтама та юрать васкамаллиех ҫук ун.

Здесь можно переждать, пока уляжется метель, торопиться ему некуда.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӑман чарӑнсан тухса утать Янтул…

А стихнет непогода — Яндул уйдет от него незаметно…

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ак ҫакна куратӑр-и? — тесе Янтул туйине ҫӗклет те тӑман варкӑшӗ ҫапнипе айккинелле танкӑлтатса каять.

«А вот это не видали?» — Яндул замахнулся палкой и, не удержавшись под порывом ветра, завалился набок, в снег.

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тулта ҫаплах тӑман ҫавӑрттарать-мӗн-ха.

На улице по-прежнему свирепствовала метель.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тулта ҫаплах тӑман асать пулмалла-ха, темле алӑк лачӑртатать, чӳрече кӗленчисене ҫил шалалла тӗкет.

А за стеной по-прежнему бушует вьюга, жалобно поскрипывает под напором ветра дверь, в окно сечет снежная крупа.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Тӑман?!

— Не вставал?!

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӗрсе выртма мар, эпӗ тӑман та-ха паян.

Да я не улегся, я еще не вставал.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Август уйӑхӗнче пирӗн хаҫатӑн 60-мӗш ҫулсенчи штатра тӑман корреспонденчӗ, ентеш Александр Борисович Сугоров профессилле журналист пулса тӑнӑранпа 50 ҫул ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Паха тӗллев — астӑвӑма упрасси // Н.Медведева. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%bf%d0%b ... %81%d0%b8/

Хӑшӗ-пӗри сывлӑх енчен хавшакрах е хӗсметре тӑман, е ватӑ, сусӑр, ҫынна пӑхса пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

«122» хӗрӳ лини хута янӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/27/122-%d1%85e ... 8f%d0%bda/

1969 ҫулта сакӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Анатолий пӗрре те иккӗленсе тӑман, пурнӑҫне тӑван колхозпа ҫыхӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫемьери килӗшӳ — ӗҫри ӑнӑҫу // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/30/c%d0%b5%d0% ... dac%d1%83/

Яманак кӳллинчен хаяр ҫумӑр тухма пултарсан ман кӗсре хӳринчен мӗншӗн тӑман ан тухтӑр?»

Ежели из озера вихрь может получиться, почему из хвоста моей кобылы пурга не может задуть.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Кӗсре хӳринченех тӑман тухать-ши вара?» — ыйтрӗ Якур.

— Неужто от кобыльего хвоста буран может приключиться?

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫапла, хӑватлӑ вӑй ман кӗсре хӳринче, кӑшт ҫиллентерсенех тӑман кӑларать», — тесе вӗҫлерӗ Мулкач Терушӗ хӑйӗн калавне.

Вот какая сила в хвосте у моей кобылки, чуть рассердишь ее, сразу пургу напустит, — закончил Теруш свой рассказ.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ниме тӑман япала асӑрхамасӑр персе янӑ пӗр-пӗр сӑмах та ун чунне суранлатма пултарать.

Его больно ранит даже всякое зряшное, невзначай оброненное слово.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ун сӑмахӗсенчен сурӑх ҫур пуса тӑман япала пек пулса тухнӑ.

По его словам выходило, что овца — это копеечное дело.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шурлӑха путнӑ ӗнине пӑявпа ҫаклатса туртса кӑларма та ҫынсене чӗнсе тӑман.

Или завязнет корова в болотной тине — он, не дожидаясь подмоги, подхватит ее веревкой и вызволит из беды.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вутӑ хурса тӑман кӑвайт пекех сӳнет вӑл, сӗврӗлет.

Начинает гаснуть, словно костер, в который больше не подбрасывают хворосту.

Купӑс калакан // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех