Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑман сăмах пирĕн базăра пур.
тӑман (тĕпĕ: тӑман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ыттисенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑман, анчах та айванрах пулнӑ.

Была она как все, но немного наивная.

Чӗкеҫ // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/519

Иванов чӑваш пурнӑҫне халӑх шухӑшӗн ҫутипе ҫутатса панӑ чухне «Нарспи» поэмӑра «турӑ ҫырни» мӗне пӗлтернӗ пирки шухӑшласа пӑхман, ҫав шухӑша тиркесе тӑман.

Куҫарса пулӑш

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

Уншӑн, пӗр ун пурнӑҫӗшӗн кӑна вӑл халиччен туман тискер ӗҫрен те пӑрӑнса тӑман пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хальхинче хӑй курайман Шӑхале чиксе пӑрахма хал ҫитереймесӗр тӑман пулӗччӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ывӑлӗ ытла ҫине тӑман пулсан вӑл Укаслӑва кин тӑвас тенипе ниепле те килӗшес ҫукчӗ, ывӑлне ытла кӳрентерес мар тенипе ҫеҫ хӑтана яма пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хунчарсем вӗсем мӗн ӗлӗкрен никамран та, нимӗн те ыйтса тӑман, мӗн кирлӗ — илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Янкасси хӗрӗн ачалӑхӗ хӑй ҫулӗсенчи ялти ытти шӑпӑрлансеннинчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑман.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

— Фашистсем, — терӗ вӑл, — ялта пулнӑ, анчах унта нумай тытӑнса тӑман, ялти ӗҫсене туса пыма хӑйсен ялӗнчи пӗр куштана, староста туса, хушса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ҫил-тӑмана та, ҫумӑр ҫунине те пӑхса тӑман.

Куҫарса пулӑш

Паян та пирӗншӗн вӗрентекен // В. Никитин. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... vrenteken/

Мобилизациленӗ ентешсене пулӑшас тӗллевпе укҫа пухас ӗҫ чарӑнса тӑман.

Куҫарса пулӑш

"Хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр" акцие кашниех хутшӑнма пултарать // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11801 ... a-pultarat

Ун кӑмӑлӗнче ҫак енсем малта тӑман пулсан хӗрача вӗренӳре те, спортра та ҫитӗнӳсем тӑваймастчех.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d2%ab%d0%b ... %87%d0%b5/

Чӑнах та вӑл кун килмерӗ, тепӗр кун та ҫук, тӑман!

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ кунсем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ак, эпир кӗтнӗ кун кутсӑр-пуҫсӑр тӑман тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ кунсем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫтаппан ҫакӑншӑн кам айӑплине шыраса пуҫне ыраттарса тӑман — ма пӑхмарӑн тесе, тӳрех арӑмӗ ҫине сикнӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Депутат пулнӑ майӗн те вӗсенчен аякра тӑман.

Куҫарса пулӑш

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Йӗркеллӗ пӑхса, шӑварса ӳстерекен чечек пек хӗрача малтанах ҫакна асӑрхамарӗ те тейӗн, анчах кун пек хӑтланкаларӑшсем ытах йышланса кайсан, вӑл сисрӗ: ку ытти арҫын ачасенчен нимпе те уйрӑлса тӑман арҫын ача, Минин хушаматлӑскер, ӑна юратать, хӑй ҫине тимлӗх ҫавӑрасшӑн, хӑйне тӗсеттересшӗн ӑшталанать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫула ӗнтӗ чалӑш тӑман шӑлать, нумай тӗлте ӑна сан хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Ленинградри госпитальсенче медсестрара, Ӗренпурти заводра юрӑпа ташӑ ансамблӗн ертӳҫинче, Мускав облаҫӗнчи «Путь к победе» хаҫат редакцийӗнче штатра тӑман ӗҫчен пулса тӑрӑшнӑ.

Во время войны работал в Ленинградских госпиталях медсестрой, руководителем ансамбля песни и танца на Оренбургском заводе, внештатным работником в редакции газеты «Путь к победе» Московской области.

«Юрӑ пулса юласчӗ» литература каҫӗ иртӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34457.html

— Ну, чӑмпӑл-чӑмпӑл хӗрача, иртерех шыва кӗме пуҫланӑ пулас-ха эсӗ, кунта ҫав тери тарӑннине те пӑхса тӑман, пуҫхӗрлех чӑмнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Тӳпере ҫӑлтӑрсем курӑнмаҫҫӗ, ун вырӑнне лӑпсӑркка тӑман ерипен ҫӗр ҫине вӗлтӗртетсе анать.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех