Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑман сăмах пирĕн базăра пур.
тӑман (тĕпĕ: тӑман) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Декабрь уйӑхӗнче шартлама сивӗсем те, вӑйлӑ ҫил те пулчӗ, тӑман та тухрӗ, ирӗлтерсе те ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/

Хура Ҫимуна, тайгара пурӑнса ҫил-тӑманлӑ ҫанталӑка юратма хӑнӑхнӑскере, питӗ килӗшрӗ шартлама сивӗ хыҫҫӑн ҫӳлтен юр ҫуса тӑман ахӑрни.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӑман тухтӑрччӗ хуть.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӑман тухать ахӑр.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӑматтине те юртан тасатса тӑман вӑл, васканӑ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Клубри сцена ҫине тухса, спектакльсенче выляма именсе-вӑтанса тӑман та, ыттине мӗн каласси пур!

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кам ӗҫнине эпӗ сыхласа тӑман.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрланӑ чух вӑрланӑ, сутнӑ чухне сутнӑ, ӗҫтернӗ чух ӗҫтернӗ, пур чух укҫине тӗртме те шеллесе тӑман — хӑй вӑхӑтӗнче тем те пулнӑ, — ҫапла ӑса вӗрентет ывӑлне Кулюкка.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Районтан килнӗ ҫын текех калаҫса тӑман, лапчӑк чашӑк пек карттусне пусарах лартса, тусанлӑ ҫӗртен пӑрӑннӑ та ялалла уттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Кирлӗ мар, укҫапа мӗн тӑвас ман? — ниме тӑман япала ҫинчен калаҫнӑ пек хуравларӗ Хӗлип.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑрманӗнче хака тӑман шӗшкӗ, ҫамрӑк ҫӑкапа ӑвӑссем ларакан вырӑна ҫеҫ кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сан ҫӳҫ пӗрчине тӑман чыссӑрпа!

Куҫарса пулӑш

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пирӗншӗн тӗн тени ниме тӑман, кирлӗ мар ӗненӳ пулнӑ, анчах анне пире, ачисене, яланах: «Сире шкулта тем те калама пултараҫҫӗ, анчах эсир Турӑ ҫинчен нихӑҫан та, никампа та, нимӗн те калаҫса ан ҫӳрӗр», — тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

— Мӗнле чӑвашсем вӗсем, кӑнтӑр енчисем, ниме тӑман чуххӑм йӗркесене пӑхӑнса пурӑнаҫҫӗ? — тарӑхса калаҫать пӗр ватӑ хӗрарӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Хуҫасӑр объект нумай пулнӑ — вӗсене никам та юсаман, пӑхса тӑман.

Куҫарса пулӑш

«Пӗр тӑрӑ» айӗнче шанчӑклӑрах // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/tara-ayenche-shanchaklarah

Тата ҫарта службӑра чухне те вӑл укҫаран татӑк тӑман.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Халь вӑл малашне ман ҫинчен ку ниме тӑман пушӑ та хӑравҫӑ хӗр тейӗ…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Нуби чиркӗвӗ Каира пӑхӑнса тӑнӑ пулин те, копт чӗлхи турра кӗлтумалли тӗп чӗлхи пулса тӑман.

Хотя нубийская церковь подчинялась Каиру, коптский язык не стал её главным богослужебным языком.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Ахалех ҫил вӗҫтерсе тӑман кӑларатӑн.

Куҫарса пулӑш

Хӳри вӗҫне туй килсен // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 37–41 с.

Иккӗмӗш эрне ӗнтӗ тӑман тустарать.

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех