Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑваймарӑм (тĕпĕ: ту) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсир иртнӗ ҫырӑвӑрта Ҫӗпӗр арнаутки ятлӑ тулӑ пирки хушса ҫырнине тӑваймарӑм; мӗнпур Могилев кӗпӗрнипе те ун пекки ҫук.

Прежней вашей комиссии, насчет семян пшеницы, сибирской арнаутки, не мог исполнить: во всей Могилевской губернии нет такой.

I. Иван Федорович Шпонька // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Шӑпах ун чух ман ҫумра пӗр вэнь те пулмарӗ, ҫавӑнпа кӑна кӑмӑл тӑваймарӑм эп ӑна.

У меня, как назло, не было ничего при себе — вот и не подал.

Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Чӑн та, манӑн карҫинккасем кӑнттамрах пулчӗҫ, эпӗ вӗсене илемлех тӑваймарӑм, ҫапах та вӑл карҫинккасем ӗҫре пысӑк усӑ кӳчӗҫ, мана ӗнтӗ ун чухне ҫакӑ ҫеҫ кирлӗччӗ.

Правда, корзины выходили у меня грубоватые, я не мог придать им изящества, но, во всяком случае, они хорошо выполняли свое назначение, а мне только это и нужно было.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ сана маншӑн таврӑннӑшӑн, ял пирки чӑрманса ҫӳренӗшӗн тав тӑваймарӑм та.

Да, я не поблагодарил тебя за твои хлопоты о моих делах, о деревне.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Анчах, ҫирӗм утӑм та чӑнтан тӑваймарӑм, пач тикӗс вырӑнтах, сасартӑк такӑнтӑм та, ӳпне тӑрӑнса та ӳкрӗм.

Но, пройдя около двадцати шагов, я вдруг споткнулся на совсем ровном месте и упал ничком.

V сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Эпӗ, айӑпа юлнӑ ҫын пек, Малинин подполковника ӑнлантарасшӑн, ытлашши нимех те пулман, тетӗп, пӗтӗмӗшпе илсен те, ҫакӑ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче нимӗнле паттӑрла ӗҫ те тӑваймарӑм, тетӗп.

Я виновато пыталась объяснить подполковнику Малинину, что ничего такого особенного не было и вообще мне решительно не удалось совершить во время войны ничего героического.

30 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ нимӗнех те тӑваймарӑм, Саня пулман пулсан хам атте ҫинчен те нимӗн те пӗлеймен пулӑттӑм, пӗтӗм асӑмра тӑрса юлни те, ҫав, аттене ӑсатнӑ юлашки кун — Энск вокзалӗнче атте мана аллине илсе ҫӳле ҫӗклерӗ те, сиктерсе ярса, хӑйӗн пысӑк та ырӑ аллисемпе тытрӗ — ҫавна ҫеҫ астӑватӑп.

Я не сделала ничего и, если бы не Саня, даже не узнала бы о своём отце ничего, кроме того, что мне было известно в тот прощальный день на Энском вокзале, когда отец взял меня на руки и в последний раз высоко подкинул и поймал своими добрыми, большими руками.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ алӑк ҫинчи ҫӑрана е алӑкне ҫӗмӗрсе кӑларма тапӑнса пӑхрӑм, анчах, алӑкӗсем юманран пулнипе тата пысӑк ҫӑра ҫӗмӗрӗлми пулнипе, нимӗнех те тӑваймарӑм.

Я попытался сбить замок, а двери выломать, но двери были дубовые, а огромный замок несокрушим.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫӳҫӗнчен сӗтӗрсе тухас терӗм те, кӗске кастарнӑран ниепле те шухӑшланӑ пек тӑваймарӑм.

Хотел вытащить за волосы, но из-за короткой стрижки не смог осуществить задуманное.

Иртнӗ ҫулла... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Кунта килсен виҫӗ уйӑх паспорт тӑваймарӑм.

По прибытии три месяца не мог сделать паспорт.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех