Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тыткаласа (тĕпĕ: тыткала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ав мӗнле, халӗ ӗнтӗ эсӗ кандидат та, киле те килтӗн, — терӗ Николай Петрович Аркадие, пӗрре — хулпуҫҫинчен, тепре чӗркуҫҫинчен тыткаласа.

— Так вот как, наконец ты кандидат и домой приехал, — говорил Николай Петрович, потрогивая Аркадия то по плечу, то по колену.

III // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Юлашкинчен вӑл бритвипе ун янах айне хырма пуҫларӗ, сӑмсаран тытмасӑр хырма питӗ кансӗр пулин те, куштӑркка пуҫ пӳрнипе питӗнчен тата янах шӑмминчен тыткаласа, хырса пӗтерчӗ-пӗтерчех.

Наконец осторожно стал он щекотать бритвой у него под бородою, и хотя ему было совсем не сподручно и трудно брить без придержки за нюхательную часть тела, однако же, кое-как упираясь своим шероховатым большим пальцем ему в щеку и в нижнюю десну, наконец одолел все препятствия и выбрил.

III // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.

Саша, ӗнер ҫеҫ стенаран тыткаласа утма пуҫланӑскер, сывӑ ҫын пекех урайне сикрӗ, урине такамӑн калушне тӑхӑнса кӗске йӗм вӗҫҫӗнех алӑк патнелле чупрӗ.

Саша — он только вчера начал ходить, опираясь о стенки землянки, — спрыгнул на пол, как здоровый, и, сунув ноги в чьи-то калоши, побежал в одних трусах к двери.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Аришка тӳмине тыткаласа тепӗр хут ҫаврӑнчӗ, унӑн сӗмсӗр куҫӗсем кулаҫҫӗ…

Нерешительно держась за пуговицу, Аришка обернулась, глаза — с ухмылкой, нахальные…

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Василиса Прокофьевна куҫҫульне шӑлкаласа, тулӑ патне пырса тӑчӗ, пучахсене ачашлӑн тыткаласа пӑхрӗ: — шавлатӑн, тулӑ, ҫиленетӗн-и?

Вытирая слезы, Василиса Прокофьевна подошла к пшенице, ласково потрогала колосья: — Шумишь, хлебушко, гневаешься?

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Чӑн калатӑп, манӑн дневник шӑллӑмшӑн илӗртмӗш тетте пекех пулчӗ — хӑш чухне ӑна ӑмсануллӑн тыткаласа пӑхать апӑрша.

Хочу добавить, что мой дневник вызывает у братишки интерес лучше всякой игрушки, он частенько листает его и завидует.

Хӳреллӗ дневник // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 46,49 с.

Тапса сик те ҫавӑнта вырт, — терӗ пӗр казакӗ, йӗкӗтӗн кӗпине хӑй ҫинче тыткаласа пӑхнӑ май.

Беги туда рысью и ложись, — сказал один из казаков, примеряя на себя рубашку.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Нихӑшне суйласа илме пӗлеймесӗр, Аксинья питне-куҫне пӗркелентерчӗ, якатса хунӑ юбкисене пӗрин хыҫҫӑн теприне алапашлӑн тыткаласа пӑхрӗ.

Не зная, на чем остановить свой выбор, Аксинья хмурилась, небрежно перебирала выглаженные юбки.

VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл ҫырӑва типтерлӗн хуҫлатса турӑ кӗтессине хучӗ, анчах, тем аса илсе-тӗр, каллех каялла илчӗ, аллинче тыткаласа тӑчӗ те хӗве чикрӗ, чӗри ҫумне пӑчӑртарӗ.

Она бережно свернула письмо, положила его на божницу, но, видно, передумав, снова взяла, подержала в руках и сунула за пазуху, крепко прижала к сердцу.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эпӗ витрене кӗрсе ларнӑ чух ман шӑллӑм шыв ӑсмалли кустӑрмана аран тыткаласа тӑратчӗ-ха.

Пока я садился в бадью, брат кое-как еще удерживал ворот.

XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Хуҫи ӑна мӑйӗнчен тыткаласа пӑхнӑ, ҫурӑмӗнчен шӑлнӑ, унтан каланӑ:

Хозяин потрогал его за шею, погладил по спине и сказал:

VI. Канӑҫсӑр каҫ // Николай Пиктемир. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 48 с.

Вилнӗ пек кӑвакарса-шурса кайнӑ Наталья, карлӑкран тыткаласа, йывӑррӑн крыльца картлашкинчен хӑпарать.

Бледная как смерть Наталья, хватаясь за перильце, тяжело всходила по крыльцу.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫурӑм тӗлӗнче тарӗ типсе ҫитмен кӗпине мухтанчӑклӑн тыткаласа пынӑ май, Степан хулпуҫҫийӗсене те, ав, маттуррӑн хускатса илчӗ.

Он даже шевельнул молодецки плечами, самодовольно показывая не просохшую от пота рубаху на спине.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Каҫхине Григорий запашника майларӗ, сеялка тимӗррисене тыткаласа пӑхрӗ.

Вечером Григорий ладил на базу запашник, проверял рукава сеялки.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий каллех Вешенскинчи канашлупа Хопертан пынӑ хыпарҫӑ сӑмахӗсем пирки шухӑшлама пуҫларӗ, каллех полковника, вӑл хӑйне пачах урӑхла, интеллигентла тыткаласа калаҫнине аса илчӗ те чунӗпе йывӑррӑн тӑвӑнса пӑлханма тытӑнчӗ.

Снова вернулся Григорий к мыслям о совещании в Вешенской, о гонце с Хопра и снова, вспомнив подполковника, его чуждую, интеллигентскую внешность и манеру говорить, — ощутил неприятное, тягучее волнение.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Уйӑхӑн шупка шурӑ ҫутипе кӗптеннӗ картишне вӑрахчен вӑл хуҫан йывӑр, утӑмӗсемпе виҫкелесе ҫӳрерӗ, ҫурри ишӗлнӗ сарайсен сарлӑкӗ айне кӗчӗ, пӳртне пӑхса ҫаврӑнчӗ, ҫатан карта юписене тыткаласа силлерӗ.

Тяжелым хозяйским шагом долго мерил увитый белым светом месяца баз, заходил под навесы полуразрушенных сараев, оглядывал дом, качал сохи плетней…

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫавӑн хыҫҫӑн Дарья хӑйне чӑрсӑррӑн тыткаласа кулчӗ, сехри хӑпнӑ Пантелей Прокофьевич, хӑйма варринче тытнӑ кушак аҫи евӗр, шӑп та лӑп пӗр эрне шикленӳллӗн именсе ҫӳрерӗ; карчӑкне вӑл пулни-иртни ҫинчен шӑпӑрт та шарламарӗ, чиркӗве ҫылӑх каҫарттарма кайсан та, ҫав пӑтӑрмахлӑ ӗҫпе ун хыҫҫӑн хӑйӗн пуҫне пырса кӗнӗ ҫылӑхлӑ шухӑшӗсем ҫинчен Виссарион пупран пурне те пытарчӗ.

Дарья после торжествующе посмеивалась, а старик целую неделю ходил смущенный, растерянный, будто нашкодивший кот; старухе он не сказал о случившемся и даже на исповеди утаил от отца Виссариона и случай этот и греховные свои мысли после него.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Томилин Иван пӳрчӗн хӑрах стени урам еннелле мӑкӑрӑлса тухнӑ: кӗҫ-вӗҫ йӑтӑнса анасран ӑна ҫӗре алтса тӗкӗленӗ кукӑр туратлӑ тӗкӗ ҫеҫ тыткаласа тӑрать, — ахӑртнех, хаяр шӑпа харсӑр артиллериста хӑйне те, наводчикра ҫӳренӗ чух, нимӗҫ тата вырӑс ҫыннисен ҫурчӗсене нумай аркатнӑшӑн тавӑрас тенӗ пулмалла.

У Томилина Ивана падала на улицу стена хаты, держала ее врытая в землю рогатая подпорка, — видно, мстила лихому артиллеристу судьба за те немецкие и русские домики, которые разрушил он, будучи наводчиком.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тыткӑнти салтак Чубатый кулнипе хавхаланса йӑлкӑшса илчӗ те унӑн учӗпе юнашар утма пуҫларӗ, унтан юриех хӑйне ирӗклӗн тыткаласа, аллипе Чубатӑйӑн типӗ ури тунинчен ҫапса та илчӗ.

Поощренный его улыбкой, пленный улыбнулся и, шагая рядом с лошадью, даже с заискивающей фамильярностью хлопнул ладонью по сухой голени Чубатого.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫакна та курчӗ Григорий: ҫемьери ҫынсем, пӳртрен хӗрлӗ питлӗ минтерсем, вак-тӗвек япаласем илсе тухса, урапа ҫине тиеҫҫӗ, хуҫи нӳхреп ҫинче вунӑ ҫул ытла пулӗ выртнӑ, никама кирлӗ мар хуҫӑк урапа тукунне илсе тухнӑ та, ҫав тери тирпейлӗн тыткаласа, ҫӗклесе ҫӳрет.

Григорий видел, как семья его бросала на телегу подушки в красных наволочках, разную рухлядь, а хозяин заботливо нес сломанный обод колеса, никому не нужный, пролежавший на погребице, быть может, десяток лет.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех