Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Хӳреллӗ дневник

Автор: Николай Ишентей

Ҫӑлкуҫ: Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 46,49 с.

Хушнӑ: 2020.04.22 22:09

Пуплевӗш: 58; Сӑмах: 366

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Эпӗ шкултан пусӑрӑнчӑк кӑмӑлпа таврӑнтӑм. Пӑлханма сӑлтавӗ пур ҫав — математикӑпа «иккӗ» паллӑ ҫаклатрӑм. Ну задача лекрӗ те мана! Ни малтан, ни кайран чӗпӗтсе илме ҫук.

Киле кӗтӗм. Унта та шуйханчӑк чунӑма лӑплантарасси пулмарӗ. Пилӗк ҫулхи Петюк шӑллӑм икӗ чӑмӑрӗпе харӑс куҫне шӑлкаласа ларать, сӑмсипе нӑш-нӑш тӑвать, пӗлӗтсӗр-мӗнсӗр ҫумӑр ҫутарать.

— Мӗн пулчӗ? — тетӗп.

— Хӑ-мӑр-кка ҫу-хал-чӗ-ӗ, — йӗчӗ шӑллӑм.

Кушак епле майпа ҫухални ҫинчен вӑл сӑмахӗсене ҫитмӗл икӗ кукӑрчӑк туса каласа пачӗ.

Хӑмӑрккапа шӑллӑм пытанмалла вылянӑ. Кушак пытаннӑ — Петюк тупайман.

— Пӗлетӗн-и, Коля, пӳртре шыраман вырӑн хӑвармарӑм — кушак ҫук. Диван айне ҫеҫ кӗреймерӗм, — ӗсӗклерӗ шӑллӑм куҫ тулли куҫҫульне чараймасӑр.

— Инкек ҫине синкек. Эпӗ те «иккӗ» илтӗм. Эх… Аннене халь мӗн калас?..

Петюк пуҫне ҫӗклерӗ, сӑмси те нӑш-нӑш тума пӑрахрӗ. Ырӑ кӑмӑллӑ шӑллӑм хӑйӗн хуйхине мансах мана пулӑшма пулчӗ. Ҫав тери тавҫӑруллӑскер ман дневника сумкӑран кӑларса диван хыҫне чӑмтарчӗ. Питӗ вӑхӑтлӑ пулчӗ ку ӗҫ. Анне шӑпах киле таврӑнчӗ.

— Тулта хӗвел пӑхать, пӳртре ҫумӑр ҫӑвать-им? — шахвӑртрӗ анне, эпир кӑмӑлсӑррине асӑрханӑскер.

Петюкпа иксӗмӗр ҫӑвар уҫма та ӗлкӗреймерӗмӗр, диван айӗнчен темӗнле мӑрӑлкка кӑштӑр-кӑштӑр туса тухрӗ, пӳлӗм варринелле шурӗ. Хӑй мӑш-мӑш тӑвать.

— Мӗн ку? — тӗлӗнтӗмӗр пурте.

Дневник! Манӑн дневник-ҫке ку! Епле ураланма пултарнӑ-ха вӑл? Хӳри те пур. Хӑмӑркканни пекех йӑрӑмлӑ-йӑрӑмлӑскер, кӑпӑшкаскер. Авӑ, патак пек, ҫӳлелле чанк тӑрать.

Анне дневника алла илчӗ. Хӳшӗ пек хуплашка хушшинчен Хӑмӑркка тухрӗ. Ирӗке туйнӑскер хаваслӑн лӑстӑр силленчӗ те йӑрӑм-йӑрӑм ҫурӑмне ҫуласа илчӗ.

Анне дневника уҫкаласа ман ҫине ыйтуллӑн пӑхрӗ. Эпӗ хӑлха пӗҫернине туйрӑм. Ҫӑварӑм капах карӑлчӗ — мӗн каламаллине чухлаймасть. Куҫӑм мӑч-мӑч вылянать — ӑҫталла пӑхмаллине пӗлмест. Чӗлхем чул пек хытса ларчӗ, шӑм картаран тухасшӑн мар. Кӑмӑлӑма хытарсах темиҫе сӑмах калама пултартӑм:

— Анне, малашне эпӗ тӑрӑшса вӗренӗп…

— Айӑпа йышӑнма пӗлни хӑех пысӑк ҫӗнтерӳ, — шухӑшлӑн каларӗ анне.

Петюкӑн ҫеҫ ним хуйхӑ та ҫук. Хуйхӑ мар, савӑнӑҫ унӑн. Ара, кушак тупӑннӑ-ҫке!

Ҫак пӑтӑрмах хыҫҫӑн эпӗ шкултан таврӑннӑ-таврӑнман хамӑн дневника сӗтел ҫине — тӳрех куҫ тӗлне пулакан вырӑна — хуракан пултӑм. Курччӑр-пӗлччӗр пурте эпӗ мӗнле тӑрӑшса вӗреннине! Ҫитет, намӑс куртӑм пӗрре Петюка итлесе. Халӗ хам унашкал шӑпӑрлансене ӑса кӗртме пултаратӑп. Ырри ырра вӗренттӗр.

Куратӑр-и, текех манӑн дневник «хӳреллӗ» мар — ятуллӑ та илӗртӳллӗ. Ӑна «пиллӗксемпе» «тӑваттӑсем» ҫеҫ илемлетеҫҫӗ. Вӑт.

Чӑн калатӑп, манӑн дневник шӑллӑмшӑн илӗртмӗш тетте пекех пулчӗ — хӑш чухне ӑна ӑмсануллӑн тыткаласа пӑхать апӑрша. Шӑпӑрлан, ан кулян — кӑмӑл кӑлӑха тухман. Саншӑн та вӑхӑт ҫитӗ-ха, кунашкал телей пулӗ-ха.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех