Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ун пек пысӑк ыйтӑва унсӑр пуҫне тӑвайманнине вӑл пӗлнӗ, ҫавӑнпа та хайне хӑй пит йӗркеллӗ тыткаларӗ, ҫынсем ҫине мӑнаҫлӑн пӑхса илчӗ.
XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Унӑн куҫӗсем йӑлтӑртатса тӑратчӗҫ, кӗвӗсене каласа пӗтеричченех вӑл хӑйне хӑй ҫирӗппӗн те тарӑн шухӑшлӑн тыткаларӗ, каласа пӗтерсен — темле ҫемҫелсе кайнӑн туйӑнчӗ, йӑвашшӑн та хурлӑхлӑн, телейлӗн кулса илчӗ.
XXIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Вӑл хӑйне хӑй пӗр именмесӗр, ирӗккӗн тыткаларӗ, мӗн те пулин ыйтсан, васкаса тата ӑнланнине-килӗшнине кӑтартакан йӑл кулӑпа хуравларӗ: пӗлетӗр-и, эсир мӗн тӑватӑр е калатӑр, эпӗ шӑпах ҫавна кӗтсе тӑнӑ ӗнтӗ, эсир калани — шӑп кӑна ҫавӑ пулать те, тенӗ евӗр.
XXIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Вӑл хӑйне хӑй питӗ лайӑх тыткаларӗ.
XXI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Озеров вӗсем хыҫҫӑн хыттӑн утрӗ, сайра-хутра автоматне ҫӳлелле ҫӗклесе тыткаларӗ:А Озеров быстро шел вслед за ними и изредка вскидывал автомат над головой:
XXII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Андрей сивӗрех тӑпра муклашкине ывӑҫ тупанӗ ҫинче тыткаларӗ те, пӳрнисене хуллен хӗссе, ӑна лапчӑтса пӑрахрӗ.Андрей подержал на ладони комок прохладной земли и, медленно сжав пальцы, раздавил его.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Пӗр самант хушши вӑл ним тума пӗлмесӗр, аллисене ҫӳлӗ кӑкри ҫумне пӑчӑртаса тыткаларӗ, унтан татах кӑшкӑрса ячӗ те кӗлет умӗнчен ыткӑнчӗ — ыталаса илчӗ ҫеҫ мар, вилӗ пек, лӑштӑрах кайса, хӑй патнелле ура ярса пуснӑ Андрейӑн сарлака хулпуҫҫийӗнчен уртӑнчӗ.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ҫак ҫӗнӗ лару-тӑру ӑна нимӗн чухлӗ те хумхантарман пек тыткаларӗ.
XXXIX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Кирек мӗнле вӑхӑтра та хӑйне вӑл лӑпкӑн та мӑнкӑмӑллӑн тыткаларӗ.Она на все и всегда отвечала одинаково спокойно, гордо и весело-равнодушно.
XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ытти ҫынсем умӗнче Марьяна ытларах унпа хаваслӑ та тарават пулчӗ, пӗччен юлсан вара — ҫав тери сиввӗн пӑхрӗ, хӑйне тискер кайӑк пекех тыткаларӗ.При других она была большею частию весела и ласкова с ним, а наедине дика и груба.
XXVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Оленин хӑйне питӗ хӑюсӑр тыткаларӗ, «мӗн тупса калас-ши» тесе шутларӗ, пурте хӑй ҫине пӑхнине туйрӗ, «тен, кулӑшла курӑнатӑп пуль е ыттисем те мана пула именсе тӑраҫҫӗ пуль», тесе пӑшӑрханчӗ.
XXIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӑл Белецкий ҫине те, хӑй ҫине те ҫиленчӗ, анчах ирӗксӗрех хӑйӗн калаҫӑвне французла пуплевсем кӗрте-кӗрте лартрӗ, главнокомандуюшипе, Мускаври пӗлӗшӗсемпе интересленчӗ тата, хӑйсем иккӗшӗ казаксен станицинче французла диалектпа калаҫнине пула, хӑйӗн офицер юлташӗсем ҫинчен, казаксем ҫинчен йӗрӗнсе калаҫрӗ, хӑйне Белецкипе туслӑн тыткаларӗ, ун патӗнче пулма сӑмах пачӗ тата ӑна хӑй патне ҫӳреме чӗнчӗ.
XXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Хӑрушӑ вӑхӑтсенче вӑл хӑйне хӑй аван тыткаларӗ, ыттисенчен пӗрре те кайра пулмарӗ, ӑна та паттӑр кавказ ҫыннисен йышне йышӑнчӗҫ.
XI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Огнянов йӑлт шӑнса кайрӗ: кӳтнӗ аллисемпе чӗлпӗрне аран тыткаларӗ; лаши ҫул хыттине чухламасӑрах утрӗ, юр хывнине пула ҫул йӗрӗ ним те палӑрмасть.
XXIX. Канӑҫсӑр канӑҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах вӑл хӑйне питӗ лӑпкӑ тыткаларӗ, хӑйне хаваслӑ пек кӑтартма та тӑрӑшрӗ, пӗрмаях хавас пулма та пултарчӗ.
XXV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вера хӑйӗн шухӑшне каласа парасса Лопухов тахҫанах кӗтнӗччӗ ӗнтӗ, Вера мӗн калассине кӗтсе илме хатӗрехчӗ вӑл, ҫавӑнпа вӑл халь хӑйне нимӗн пулман пек тыткаларӗ, тепӗр тесен; халӗ Лопухов пит-куҫӗ мӗнле пулни Верӑна пӗрре те курӑнмарӗ тата.
XXIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чӑнах та, Кирсанов ӑна ӑнӑҫлӑн пурнӑҫларӗ; хӑйӗн шухӑшне вӑл нимӗнпе те пӗлтермерӗ: пӗр сӑмах та ытлашши каламарӗ, пӗр сӑмахпа тытӑнса тӑмарӗ, пӑхса илсе те пӗлтермерӗ; вӑл ӗлӗкхи пекех Вера Павловнӑпа шӳт турӗ, хӑйне ирӗклӗн тыткаларӗ, ӑна Вера Павловнӑпа вӑхӑт ирттерме ӗлӗкхи пекех лайӑх пулчӗ; анчах ӑна Лопуховсем патӗнче ӗлӗкхи пек час-часах пулма, ӗлӗкхи пек ҫӗрӗпех ларса ирттерме кансӗрлекен чӑрмавсем тӗл пула пуҫларӗҫ, халӗ ӑна Лопухов аллинчен е сюртук лацканӗнчен час-часах ярса тытса: «ҫук, тусӑм, эсӗ ку тавлашуран халех каяймӑн», тет; ҫапла вара, Кирсановӑп Лопуховсем патӗнче ирттерекен вӑхӑтне нумайрах та нумайрах юлташӗн диванӗ патӗнче ларса ирттермелле пулчӗ.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тепӗр виҫӗ-тӑватӑ кунтан Кирсанов хӑй мӗн тунин, хӑй ытла та ирсӗр хӑтланнине ӑнланса илчӗ пулмалла; вӑл Лопуховсем патне килсе ларчӗ, хӑйне йӗркеллӗ тыткаларӗ, унтан вара эпӗ ирсӗр пулнӑ, тесе калаҫма пуҫларӗ.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
хӑмасемпе ҫеҫ пӳлсе хунине курчӗ, ҫавӑнпа, ҫынна хаклама пӗлекенскер, Лопуховсем патӗнче нумай ларчӗ пулин те, вӑл хӑйне пӗрмаях йӗркеллӗ тыткаларӗ; вӑл ытлашши савӑнмарӗ, ытларах ялти лӑпкӑ пурнӑҫ ҫинчен шухӑшларӗ, чунтан савӑнса, Лопуховсен чухӑнрах пурнӑҫне тӗплӗнрех пӗлме тӑрӑшрӗ, ӑна вара шӑпах ҫапла пурӑнмалла пек, урӑхла пурӑнма та юраман пек, чухӑнрах пурӑнӑҫ чухне ҫеҫ ҫын чӑн-чӑнах телейлӗ пулма пултарнӑ пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа вӑл Сержа эпир пурӑнма Швейцарине кайӑпӑр, сӑртсемпе хирсем хушшинче, кӳлӗ хӗрринче ларакан пӗчӗк пӳртре вырнаҫӑпӑр, пӗр-пӗрне юратса пурӑнӑпӑр, пулӑ тытӑпӑр, хамӑр пахча ҫимӗҫсене пӑхса ӳстерӗпӗр, терӗ; Серж: эпӗ йӑлтах килӗшетӗп, анчах эсӗ тепӗр виҫӗ-тӑватӑ сехетрен мӗн калассине кӗтетӗп, терӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Штольц хӑйне хӑй ҫирӗп тыткаларӗ, хавасланчӗ; анчах Ольга кунпах ҫырлахмарӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956