Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ӑшӑ карта-витесем тунӑ ҫӗрте Яков Лукич епле тӑрӑшса, пурне те чухласа ӗҫленине, утта епле тирпейлӗ тыткаланине аса илчӗ, пӗррехинче, колхозӑн виҫӗ лаши чирлесен, вӑл каҫран пуҫласа ирчченех витерен тухма пӗлмерӗ, хӑех лашасене клизмӑсем лартрӗ, чикен чикнисем иртсе кайччӑр тесе, вӗсене хӑй аллипе кантӑр ҫӑвӗ ӗҫтерчӗ; унтан тата, лашасем чирленишӗн айӑплӑ ҫынна — пӗрремӗш бригадӑн конюхне, Куженкова, юлашки эрнере лашасене ыраш улӑмӗпе кӑна тӑрантарса усранӑскерекколхозран кӑларса сирпӗтме никамран малтан сӗнӳ пачӗ.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Халӗ акӑ вӑл ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе трактор моторӗн хӑвӑртлӑх коробкине урӑхлатмашкӑн чертежсем те туса лараймасть; унӑн ӗҫе пӗлсе, тирпейлӗ тыткаланине юратакан юнтармӑш станокӗ ҫинче урӑх ҫын ӗҫлет; ҫирӗм пилӗк пин шучӗпе каякансене ӑсатнӑ чухне питӗ лайӑх, хӗрӳллӗ сӑмахсем каласа тултарнӑ хыҫҫӑн, тен, ҫынсем халӗ ун ҫинчен манса та кайрӗҫ пулӗ…
13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Губернатор вара унта следствине каякан пӗр чиновнике ҫула май ҫакӑн ҫинчен те тӗпчесе пӗлме тата городничий мӗнле ҫын иккенне, хӑйне мӗнле тыткаланине кӑтартакан материалсем пухма хушнӑ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӗмӗр асӑрхаман эпӗ вӑл ӗҫленӗ май ҫапла хӑйне тыткаланине.Прежде я не замечал, чтобы он так сердито ворчал за работой.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чӗмпӗр трактирӗнче эпӗ хама ӑссӑр тыткаланине хам ӑшӑмра йышӑнмасӑр тӑма пултараймарӑм.Я не мог не признаться в душе, что поведение мое в симбирском трактире было глупо.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Йӑлтах… чӑннипе кӑна каласа парӑр…, хӑвӑртрах… пӗлсемӗр эсир, хӑвӑра ҫапла тыткаланине тӳрре кӑларас тесе пайтах шухӑшларӑм эпӗ: ман тӑвансен енчен чӑрмавсем пуласран хӑратӑр пулӗ… вӑл нимех те мар; вӗсем пӗлсен… (ун сасси чӗтренсе илчӗ) эпӗ вӗсене лӑплантарӑп.
Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл ӑна хӑй енне ҫавӑрма тӑрӑшнӑ тесе калама сӑлтав пулман; анчах вӑл хӑйне мӗнле тыткаланине курса, поэт: Se amor non è, che dunque? тесе каланӑ пулӗччӗ.
Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
— Ӑҫта куртӑр-ха эсир эпир хамӑра сӑпайсӑр тыткаланине? — тӳсеймерӗ Валя та.– Да в чем же вы увидели нашу нескромность? – не вытерпела Валя.
Касса татрӗ // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 11–18 стр.
Эпӗ вӑл хӑйне халӑх умӗнче еплерех тыткаланине те, калаҫма пикенсен, хӑйне чӗртсе ярса сехечӗ-сехечӗпе «аура», «духовность» сӑмахсемпе перкелешсе пӑс кӑларнине те, студентсен аудторийӗнче те, уяв сӗтелӗ хушшинче те нумай хутчен курнӑ, тимлерех те сӑнанӑ.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
Психологипе неврологи тӗлӗшӗнчен ҫын хӑйне мӗнле тыткаланине шута хураҫҫӗ.Учитывают то, как ведёт себя человек со стороны психологии и неврологии.
Тӑтӑш юн паракансем — чи сыввисем // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №
23. Вӗсем сире лӑплантарӗҫ, вӗсем хӑйсене мӗнле тыткаланине, вӗсен ӗҫӗсене курсан, эсир лӑпланатӑр; ҫав хулара тунӑ мӗнпур ӗҫе Эпӗ ахальтен туманнине пӗлетӗр вара, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Анчах та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Эпӗ Иерусалим ҫине унти халӑхпа выльӑх-чӗрлӗхе пӗтермешкӗн тӑватӑ хӑрушӑ асапӑма — хӗҫпе выҫлӑха, тискер кайӑксемпе мур чирне — ярсан та, 22. унта кӑштах ҫын юлӗ, ывӑлӗсемпе хӗрӗсем юлӗҫ, ӗнтӗ вӗсене унтан илсе тухӗҫ; акӑ вӗсем сирӗн патӑра килӗҫ те, эсир вара вӗсем мӗнлине, хӑйсене мӗнле тыткаланине, вӗсен ӗҫӗсене курӑр та эпӗ Иерусалим ҫине мӗншӗн хӗн-хур, тӗрлӗ асап янине пӗлсе лӑпланатӑр.
Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвна ху айлӑмра мӗнле тыткаланине кур-ха эсӗ, чупкӑн тӗве ами, ху мӗн тунине, епле ӗрӗхсе ҫӳренине аса ил-ха.
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Намӑса пӗлмен хӗрне хытӑ хуралла: ҫемҫе тыткаланине туйса иртӗхме ан пуҫлатӑр вӑл.
Сир 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Иоафамӑн ытти ӗҫӗсене, унӑн вӑрҫисене тата вӑл хӑйне мӗнле тыткаланине Израильпе Иудея патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ: 8. патшана ларнӑ чухне вӑл ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунултӑ ҫул хушши патшара ларнӑ.
2 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.