Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытать (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
15. Ҫурчӗ ҫумне тӗреленет вӑл — тытӑнса тӑраймасть, ярса тытать унран — ӳкмесӗр юлаймасть.

15. Обопрется о дом свой и не устоит; ухватится за него и не удержится.

Иов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Ҫакӑн хыҫҫӑн Сири патши хыпӑнса ӳкнӗ, вӑл чурисене пухнӑ та каланӑ: калӑр-ха, пирӗннисенчен кам Израиль патшипе ҫыхӑну тытать? тенӗ.

11. И встревожилось сердце царя Сирийского по сему случаю, и призвал он рабов своих и сказал им: скажите мне, кто из наших в сношении с царем Израильским?

4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

6. Усал ҫынсем вара тӑпӑлтарса пӑрахнӑ йӗплӗ курӑк пек пулӗҫ — ӑна алӑпа та тытмаҫҫӗ; 7. ӑна тӗкӗнес теекенӗ тимӗр е сӑнӑ аври тытать, ӑна ҫав вырӑнтах вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ярать.

6. А нечестивые будут, как выброшенное терние, которого не берут рукою; 7. но кто касается его, вооружается железом или деревом копья, и огнем сожигают его на месте.

2 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хӑшӗ-пӗри сцена ҫине хӑйсем тӗллӗн тухма тӗллев тытать.

Некоторые целенаправленно выходят на сцену без посторонней помощи.

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Кӑҫалхи икӗ уйӑхра ку хисеп ӳснине палӑртмалла. Халӗ кунашкал производствӑсем — 200-е яхӑн. Ҫакӑ, паллах, ҫӗршыври кризиспа, ҫӗр-ҫӗр ҫын ӗҫ вырӑнне ҫухатнипе те ҫыхӑннӑ. Алимент тӳлеменнисен 45% ӗҫлет. Укҫа-тенкӗ шыраса илмелле тунӑ ҫынсен 10% тӳлет, 5% — шыравра, 10% уголовлӑ явап тытать», — пӗлтерчӗ Мария Александровна.

Куҫарса пулӑш

Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Асли ҫемьеленнӗ, Батановсемпе ҫыхӑну тытать.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Кӑштах выльӑх та тытать.

Куҫарса пулӑш

Ҫуракинче - ҫур ӗмӗре яхӑн // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Аллине йӗп тытать те... сисмесӗрех 4 сехет иртсе те каять.

Куҫарса пулӑш

«Мӗншӗн маларах вӑхӑт тупайман-ши?» // ЛЮБОВЬ СЕМЕНОВА. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Унашкал ҫын ура ҫинче те ҫирӗп тӑрать, хӑйне те хӑюллӑ тытать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫре телей тупнисем // Лидия САРИНЕ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Петр Киргизов карпат ӑрачӗллӗ пыл хурчӗсене тытать.

Куҫарса пулӑш

«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Уроксем хыҫҫӑн вара – ялти культура ҫуртне пултарулӑха аталантарма ҫул тытать.

Ну а после уроков - держит путь в сельский дом культуры развивать свой талант.

Ишек тăрăхĕн пĕчĕк «çăлтăрĕ» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Паян Чӑваш Ен халӑхӗн 37 проценчӗ физкультурӑпа тата спортпа тӑтӑшах ҫыхӑну тытать.

Сегодня более 37% населения Чувашии систематически занимается физической культурой и спортом.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Правительствӑн экономика аталанӑвӗ тата интеграци енӗпе ӗҫлекен комиссийӗ ҫумӗнчи монохуласене модернизацилес енӗпе ӗҫлекен ӗҫ ушкӑнӗпе Чӑваш Ен тачӑ ҫыхӑну тытать.

Чувашия эффективно взаимодействует с рабочей группой по модернизации моногородов при Правительственной комиссии по экономическому развитию и интеграции.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех