Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тытать (тĕпĕ: тыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Техникӑна та юсавлӑ тытать, ыттисене пулӑшма тӑрӑшать.

И технику держит в порядке, старается помогать остальным.

Ҫамрӑк, пултаруллӑ // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 5(2643)№, 2017.02.09

Чӗрӗп килти шӑшисене тытать теҫҫӗ, тӗрӗсех-и?

Куҫарса пулӑш

Чӗрӗп шaши тытать-и? // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2017.02.02, 4(904)№

Чылай ҫамрӑк пысӑк шалу шыраса хулана ҫул тытать.

Куҫарса пулӑш

Ферма витине юхӑнтарман // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

Шкул ятне ҫӳлте тытать, — тет чи ҫывӑх юлташӗ Клава Егорова.

Высоко держит честь школы, - говорит самая близкая подруга Клава Егорова.

Шкул ятне ҫӳлте тытаканскер // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.09.29, 38№

КВНа пула Чӑваш Енре ҫеҫ мар, Саранскра, Йошкар-Олара, Сочире, Дон ҫинчи Ростовра, ҫӗршывӑн ытти чылай кӗтесӗнче юлташсем тупнӑ вӑл, вӗсемпе тачӑ ҫыхӑну тытать.

Благодаря КВНу он нашел друзей не только в Чувашии, но и в Саранске, Йошкар-Оле, Сочи, Ростове-на-Дону, в разных уголках страны, с ними поддерживает тесную связь.

Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Унсӑр пуҫне вӑл тӗрлӗ мероприятирен репортажсем хатӗрлет, чылай композиторпа, юрӑҫпа, пултарулӑх ушкӑнӗпе тӗл пулать, вӗсемпе тачӑ ҫыхӑну тытать.

Помимо этого он готовит репортажи из разных мероприятий, встречается со многими композиторами, певцами, творческими коллективами, поддерживает с ними тесную связь.

Иртнӗ ӗмӗрте ҫырса илнӗ спектакльсем - пирӗн пуянлӑх // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Яков Феофанович Трак енпе тачӑ ҫыхӑну тытать, тӑван килне час-часах килсе каять.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пусмипе - тӑвалла // Хыпар. «Хыпар», 2010.03.24

Тӗшӗрӗлсе аннӑ хыҫҫӑн кӑкӑрӗ тӗлӗнчен тытать те виҫӗ хутчен урайне пуҫӗпе ӗнси тӗлӗнчен кӗрслеттерет.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11

Вӑл Ульяновск облаҫӗнче фермӑра ӗҫлекенсене лайӑх тӳленине пӗлет, ҫавӑнпа кӳршӗ облаҫа ҫул тытать.

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗ тӗрлесси – киленӗҫ // Елена Мустаева. «Канаш», 21(1370)№, 2016.05.27

Вӑл тутӑ тытать кӑна мар, шӑнса таврӑнсан чирлесрен те упрать, — ӑс пачӗ кил хуҫи хӗрарӑмӗ.

Он не только придает сытость, но и не дает заболеть, когда простужаешься, - дает совет хозяйка дома.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Анчах Дима ятарласа кларнет калама шут тытать.

Однако Дима специально решил играть на кларнете.

«Анне юратӑвне туйса ҫӗнтеретӗп» // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ҫын хӑҫан та хӑйӗн вӑйне шанса пурӑнать: пахчине акать, выльӑхне тытать.

Человек всегда надеется на свои силы: сажает огород, держит скот.

Ӗлӗкхилле шухӑшлани чӑрмантарать // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ирхине юлташсемпе иртсе пынӑ май пӑхатпӑр – пӗр старик пулӑ тытать.

Утром проходим с друзьями, смотрим - один старик ловит рыбу.

Пулӑҫӑ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

«Киввин протекторӗ якалнӑ, тормоз япӑх тытать. Инкек пуласса кӗтмелле мар, ҫӗнни ҫӗнниех, шанчӑклӑ», — тет.

"У старого износился протектор, тормоза плохо держат. Не надо ждать, пока что-нибудь случится, новое есть новое, надежно", - говорит.

Пӗрисен выльӑх апачӗ саппас юлать, теприсен... // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Вӑл яланах панӑ сӑмаха тытать.

Он всегда держит обещанное слово.

Дмитрий Медведев: "Тума пултарайманнине шантармалла мар, шантарнине пурнӑҫламалла" // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.01

Алиса вара кӑмӑлне кура вӑхӑтне туллин ирттерме тӑрӑшать: пахчара ӗҫлесе кӗрсен алла йӗппе ҫип е кӗнеке тытать, тутлӑ апат-ҫимӗҫ пӗҫерме хӑнӑхать, уҫӑ сывлӑшра ҫӳресе эмел курӑкӗ пухма та ӳркенмест.

А Алиса, смотря на настроение старается проводить время с пользой: после работы в огороде берет в руки или нитку с иголкой, или книжку, привыкает вкусно готовить, не ленится на свежем воздухе собирать лекарственные травы.

Тӑрӑшулӑха кура — хаклавӗ // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Алиса ҫакна асра тытса тӑтӑшах районти тӗп вулавӑша ҫул тытать.

Алиса помнит об этом, часто направляется в районную библиотеку.

Тӑрӑшулӑха кура — хаклавӗ // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Шкул пӗтерсен И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне /халӗ университет/ ҫул тытать, физикӑпа математика факультетӗнче ӑс пухать.

После школы направляется в Чувашский государственный педагогический институт имени И.Я.Яковлева (ныне университет), учится на физико-математическом факультете.

Яланах малта пыма тӑрӑшать // Л.КУЗНЕЦОВ. «Елчӗк Ен», 2016.06.25

Ҫапла ҫемьери чи асли Елена Васильевна 13 ҫулти Октябринӑпа 10 ҫулти Вальӑна илсе инҫе ҫула – Элкел районне – ҫул тытать.

Куҫарса пулӑш

Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11

Ӗҫчен ҫын ахаль лармасть, выльӑх-чӗрлӗх тытать, чечексене юратать, ачисемпе, мӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнать.

Трудолюбивый человек не сидит без дела, держит скотину, любит цветы, живёт с любовью к детям и внукам.

Вӑтӑр пилӗк ҫул иртсен // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех