Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сирӗн хӑвӑр хушшӑртисене сут тумалла мар-и-ха?
1 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Апла ырӑ пултӑр тесен, усал тумалла мар-и?
Рим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫапла ӗнтӗ эпир сирӗн патӑра Иудӑпа Силана ятӑмӑр; вӗсем сире ҫакна сӑмахпа каласа та ӑнлантарӗҫ: 28. Таса Сывлӑш та, эпир те сирӗн ҫине чи кирлисӗр пуҫне урӑх ҫӗклем хурасшӑн мар, 29. сирӗн йӗрӗхсене кӳнӗ парнесенчен, юнран, пӑвса вӗлернинчен, аскӑнлӑхран сыхланмалла, хӑвӑршӑн тутарасшӑн маррине ҫынна та тумалла мар.
Ап ӗҫс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Пӗр пуҫлӑх Иисусран ыйтнӑ: эй ырӑ Вӗрентекен! ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен мӗн тумалла манӑн? тенӗ.
Лк 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Унтан Иисус вӗсене каланӑ: Эпӗ сирӗнтен ыйтам-ха: шӑматкун мӗн тумалла? ырӑ тумалла-и е усал тумалла-и? чуна ҫӑлмалла-и е пӗтермелле-и? тенӗ.
Лк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вӑл ҫула тухма хатӗрленнӗ чухне пӗр ҫын чупса пынӑ та Ун умне чӗркуҫленсе ларса Унран ҫапла ыйтнӑ: эй ырӑ Вӗрентекен! ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрес тесен мӗн тумалла манӑн? тенӗ.
Мк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ман сирӗншӗн тата мӗн тумалла? тет Ҫӳлхуҫа.
3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вӗсем халӑхпа ҫакӑн пек йӗрке те хунӑ: хӑйсем пурӑнакан ҫӗрте пур вырӑнта та ҫак кунсене сыпӑкран сыпӑках хаваслӑн уявласа ирттермелле, ӑна виҫесӗр ӗҫсе ҫимешкӗн мар, хӑйсене Турӑ панӑ ҫӑлӑнӑҫа асӑнмашкӑн тумалла.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Эхер те хӑш халӑхӗ те пулин ҫак йышӑну ҫумне мӗн те пулин хушас е унран кӑларса пӑрахас тесессӗн, ҫакна пӗр-пӗринпе канашласа тумалла, вара мӗн хушни е кӑларни вӑя кӗрӗ, тенӗ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Патшалӑхри аслӑ пуҫлӑхсем, хула пуҫлӑхӗсем, сатрапсем, канашҫӑсем тата ҫарпуҫсем ҫапла тумалла тесе шутлаҫҫӗ: патша ҫакӑн евӗрлӗ хушу кӑларинччӗ — кам та кам вӑтӑр кун хушшинче, патша, сана мар, пӗр-пӗр турра е ҫынна тархаслас пулсассӑн, ҫавна арӑслан шӑтӑкне пӑрахмалла.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Уявсенче Ҫӳлхуҫа умне тӑма килнӗ халӑхӑн ҫапла тумалла: ҫурҫӗр хапхинчен кӗнӗ ҫын кӑнтӑр хапхинчен тухмалла, кӑнтӑр хапхинчен кӗни ҫурҫӗр хапхинчен тухмалла; унӑн хӑй кӗнӗ хапхаран тухмалла мар, хирӗҫҫи хапхаран тухмалла.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Тавлашуллӑ ӗҫе татса панӑ чухне вӗсен сутра пулмалла, тавлашакансене Манӑн йӗркемсем тӑрӑх сут тумалла, вӗсен Манӑн саккунсене, Манӑн мӗнпур уявӑмсен йӗркисене сӑнаса тӑмалла, Манӑн шӑматкунӑмсене уяса-астуса тӑмалла.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Сылтӑм аллинче унӑн — «Иерусалима» текен юм, унта ӗнтӗ тарансем лартмалла, тытӑҫу валли чӗлхе-ҫӑвара уҫмалла, ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче кӑшкӑрма сасса вӑйлатмалла, тарансене хапхасем ҫывӑхне куҫармалла, тӑпра хӳме купаламалла, хулана хупӑрласа илме пашнесем тумалла.
Иез 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ыттисене ырӑ сунман ҫыннӑн пурлӑхпала мӗн тумалла?
Сир 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Пирӗн пӗр йӑмӑк пур, вӑл пӗве ҫитеймен-ха, кӑкӑрӗ те чӑмӑртанман-ха; ӑна ҫураҫма тытӑнсассӑн, пирӗн унпа мӗн тумалла пулать-ха?
Юрӑ 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫакна итлемен-пурӑнӑҫламан кирек мӗнле хулана та, кирек мӗнле ҫӗре те пӗр хӗрхенмесӗр хӗҫпе те вутпа тӗп тумалла, кайран унта этем пурӑнма мар, вӑл вырӑнтан тискер кайӑксем те ӗмӗрӗпе йӗрӗнччӗр.]
Эсф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Патша каланӑ ӑна: патша пӗр-пӗр ҫынна хисеп-чыс кӑтартма шутланӑ пулсан мӗн тумалла? тенӗ.И сказал ему царь: что сделать бы тому человеку, которого царь хочет отличить почестью?
Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Патшан кӑмӑлӗ пулсан, вӑл ҫирӗп хушу кӑлартӑр: Астинь ӗнтӗ Артаксеркс патша умне урӑх ан курӑнтӑр, ун хисеплӗ вырӑнне патша урӑххине, унран лайӑхраххине, патӑр, ҫак йӗрке Персипе Миди саккунӗсене кӗрсе ҫирӗплентӗр, ӑна каялла тумалла ан пултӑр.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. «Ҫапла хушатӑп: манӑн патшалӑхӑмра пурӑнакан Израиль халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем кам та кам Иерусалима кайма шухӑшлать, ҫавсем санпа пӗрле кайччӑр. 14. Сана патшапа унӑн ҫичӗ канашҫи Иудӑпа Иерусалима яраҫҫӗ: санӑн хӑвӑн Туррун саккунӗ пур, унти лару-тӑрӑва ҫак саккун тӑрӑх пӑхса тух. 15. Унсӑр пуҫне санӑн унта ылтӑнпа кӗмӗл — патшапа унӑн канашҫисем Иерусалимра пурӑнакан Израиль Турри валли панӑ ылтӑн-кӗмӗле — илсе ҫитермелле; 16. тата эсӗ пӗтӗм Вавилон ҫӗрӗ тӑрӑх кайса ылтӑн-кӗмӗл пуҫтарӑн та ӑна та, тата халӑхпа священниксем Иерусалимри хӑйсен Туррин Ҫурчӗ валли ырӑ кӑмӑлтан панӑ парнисене те хӑвӑнпа пӗрле илсе кайӑн; 17. ҫав укҫапа хӑвӑртрах вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем тата унсӑр пуҫне тырӑ-пулӑ парнисем туян, вӗсем ҫине сирпӗтме иҫӗм эрехӗ туян, ҫакна пӗтӗмпе хӑвӑр Туррӑрӑн Иерусалимри Ҫурчӗн парне вырӑнӗ ҫинче парне кӳр. 18. Ытти мӗн юлнӑ ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑр Туррӑр ирӗкӗпе ҫавна тӑвӑр. 19. Сана хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑма панӑ савӑтсене Иерусалим Турри умне ларт. 20. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли тата мӗн кирлине сана патша мулӗн управӑшӗнчен илсе парӗҫ. 21. Эпӗ, Артаксеркс патша, юханшыв леш енчи мул управҫисене ҫапла хушатӑп: Ездра священник, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекен, сирӗнтен мӗн ыйтать, ҫавна пӗр тӑхтаса тӑмасӑр парӑр: 22. ҫӗр талант таран кӗмӗл, ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр бат таран иҫӗм эрехӗ, ҫӗр бат таран ҫу парӑр, тӑварне вара виҫме те кирлӗ мар. 23. Ҫӳлти Турӑ мӗн хушнӑ, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗшӗн ҫавна тимлӗн, тӑрӑшса тумалла; [асӑрханӑр, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗ ҫине кам та пулин алӑ ан тӑстӑр,] ҫавна пула патшалӑх ҫине, патшапа унӑн ывӑлӗсем ҫине Унӑн ҫилли ан ӳктӗр. 24. Эпир сире пӗлтерсе хуратпӑр: священниксенчен е левитсенчен, юрӑҫсенчен, хапха хуралҫисенчен, левитсене пулӑшакансенчен, ҫак Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансенчен нихӑшӗнчен те хырҫӑ та, куланай та, нимӗнле тӳлев те илмелле мар. 25. Эсӗ вара, Ездра, Турру ӑслӑлӑхне чӗрӳне хывнӑскер, пуҫлӑхсемпе тӳресем лартса тух; вӗсем юханшыв леш енчи пӗтӗм халӑха — санӑн Туррун саккунӗсене пӗлекенскерсене — тӳррипе сут туччӑр, пӗлменнисене вара вӗрентӗр. 26. Кам та кам санӑн Туррун саккунне, патша саккунне пурӑнӑҫламасть, ҫавна ҫийӗнчех сут туса е вӗлермелле, е хӑваласа ямалла, е укҫа тӳлеттермелле, е тӗрмене хупмалла».
1 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Амасия Турӑ ҫыннине каланӑ: эпӗ Израиль ҫарне панӑ ҫӗр талантпа мӗн тумалла вара? тенӗ.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.