Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйӑмӗ (тĕпĕ: туйӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна никам та ҫурт тума вӗрентмен: ку унӑн йӑхран куҫса пыракан туйӑмӗ пулнӑ.

Его никто не учил строить: это было у него в крови.

Ҫурт туни // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Унӑн ҫак хӗре сенкер куҫлӑ хӗрӗм тесе чӗнтерекен туйӑмӗ халь шарламарӗ.

Чувство, заставлявшее его называть эту голубоглазую девушку дочкой, сейчас молчало.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫут ҫанталӑк пехилленӗ сыхлӑх туйӑмӗ ӑна чӑтлӑха кӗме хистерӗ.

Почувствовал неладное и мигом скрылся в чаще.

Утакан утӑ купи // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 42,44 с.

Ильиничнӑн чунне вара кунран-кун пӗчченлӗх туйӑмӗ ытларах та ытларах хӗссе ыраттарма пуҫларӗ.

А Ильинична с каждым днем все резче и больнее ощущала подступавшее к ней одиночество.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ампутациленӗ алӑ туйӑмӗ пачах, яланлӑхах пӗтсе ларма пултарасси ҫинчен Сергей врачсем каласа панӑ тӑрӑх лайӑх пӗлнӗ.

Сергей знал из рассказов врачей, что ощущение ампутированных рук может совсем, навсегда исчезнуть.

4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Туйӑмӗ самантрах уйӑрса илнӗ — ку ҫын тус пулма пултараймасть.

Срабатывало какое-то чутье — не годится он в друзья.

6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Ачисене кура Григорий те вӗсене хӑйсем пекех юратакан пулчӗ, унӑн ҫак туйӑмӗ вара Наталья патне те вут пек сиксе ӳкрӗ.

Детская любовь возбудила и у Григория ответное чувство, и это чувство, как огонек, перебросилось на Наталью.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пурӑннӑ чух Наталья хӑй юнав хурса каланӑ сӑмаха тытнӑ — ачисемпе пӗрле амӑшӗ патне пурӑнма кайнӑ пулсан, ултавҫӑ упӑшкине курайманнипе хаярланса ҫитнӗскер, хӑйӗн шӑпипе ниепле килӗшейменскер, вӑл унта вилнӗ пулсан, Григорий ҫак йывӑр ҫухатушӑн кунашкалах хытӑ хуйхӑрмастчӗ те, ахӑр, тата, паллах ӗнтӗ, ӳкӗнӳ туйӑмӗ те унӑн ӑшне ҫав таран хӗрхенӳсӗр вӑркаттарса ҫунтармастчӗ пулӗ.

Если бы при жизни Наталья осуществила свою угрозу — взяла детей и ушла жить к матери; если бы она умерла там, ожесточенная в ненависти к неверному мужу и непримирившаяся, Григорий, пожалуй, не с такой силой испытал бы тяжесть утраты, и, уж наверное, раскаяние не терзало бы его столь яростно.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Аксинья упӑшки ӑна кӳрентересшӗн маррине тавҫӑрчӗ, анчах чуна пӗрмаях темле именӳ туйӑмӗ кишеклесе ыраттарнине сисрӗ те, хӑйсен хушшинчи иккӗленӳ йӑлтах пустуй иккенне ӗнентерес, хӑй пӑлханнине пытарас тесе, юри майӗпен, шухӑша кайнӑ пек типтерлӗн те типпӗн калаҫрӗ.

Аксинья, отметив про себя великодушие мужа, отвечала ему, но все время испытывала какую-то щемящую внутреннюю неловкость и, чтобы убедить его в том, что все возникшее между ними зряшно, чтобы скрыть собственное волнение, — нарочито замедляла речь, говорила с деловитой сдержанностью и сухостью.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хаҫат кӑларма тыттӑннин тӗллевӗ тӑван чӗлхене манма, пӑрҫа пек сапаланма пуҫланӑ халӑхӑмӑра пӗр чӑмӑра пуҫтарасси, чӑваш сӑмахне уҫҫӑн янратса хамӑрта мӑнаҫлӑх туйӑмӗ ҫуратасси.

Цель издания газеты — собрать народ, который начал забывать родной язык, стал рассыпаться, как горох, и возродить чувство гордости громко произнося чувашское слово.

Журналистикӑна чунтан парӑннӑ // Николай ЛАРИОНОВ, Алена АЛЕКСЕЕВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 5 стр.

Валериан Ашкеров поэт Урташра сӑмах туйӑмӗ, сӑмаха чухлас вӑй питӗ аталаннине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗпе // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

Ун туйӑмӗ те, Константинӑнни пекех, кӑшт юратма пуҫланине ҫеҫ пӗлтермен-ши?

Не было ли ее чувство выражением той же увлеченности, что и у него?

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл амӑшӗн кӑвакрах юн тымарӗсем хӑпарса тухнӑ хытанка аллине тытрӗ, унӑн кашни йӗрӗпе, кашни пӗркеленчӗкӗпе тата кӑмӑллӑрах пек туйӑнакан пичӗ ҫине пӑхрӗ, ун чун-чӗрине хуллен ачашлӑх туйӑмӗ тулса пычӗ.

Он держал в своих руках жестковатую руку матери с взбухшими фиолетовыми прожилками, смотрел на родное каждой своей черточкой, каждой морщинкой лицо, и душу его заливала тихая нежность.

9 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Чӗринче ӳкӗнӳпе ачашлӑх туйӑмӗ ҫуралчӗ.

Мгновенная досада сменилась в ней чувством раскаяния и нежности.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Корнее пӗчченлӗхӗн, иртсе кайман тахҫанхи кӳренӳн тата темскер тавӑрмалла мар ҫухатун пӑтранчӑк туйӑмӗ ҫавӑрса илчӗ…

Смешанное чувство одиночества, давней, незаживающей обиды и чего-то еще, непоправимо потерянного, захлестнуло его…

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫавӑн пек ачалла йӳпсӗнӳ туйӑмӗ унӑн чунне яланлӑхах хирӗнсе кӗрсе юлнӑ тейӗн.

В нем словно навсегда осталось это наивно-ребяческое чувство.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах йӗркелӗх туйӑмӗ ҫӗнтерсе илчӗ-илчех — килне таврӑнсан вӑл Аксинйӑпа калаҫса пӑхма тата, май тупӑнсан, унпа татӑлма шут туса хучӗ.

Но чувство порядочности осилило — решил по приезде поговорить и, если представится возможность, расстаться.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ку ӑна анкӑ-минкӗлентерчӗ, ӑшӗнче ҫӑмӑл хӗрхенӳ туйӑмӗ вӑратрӗ.

Это пьянило, будило легкую жалость.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анна унӑн тӗлӗнмелле ҫинҫелсе юлнӑ мӑйӗ ҫине, йӳле янӑ кӗпе ҫухавийӗ айӗнчи путса кӗнӗ ҫӳхе кӑкӑрӗ ҫине шӑммипе тирӗ ҫеҫ тӑрса юлнӑ хыткан алли ҫине пӑхрӗ, нихҫан тутанса курман вӗри юратупа хӗрхенӳ туйӑмӗ чунне пӑлхантарса янипе, малтанхи хут ӑна типшерсе сарӑхнӑ ҫамкинчен лӑпкӑн, ҫепӗҫҫӗн чуп туса илчӗ.

Анна глядела на его странно тонкую шею, на впалую, бестелесную грудь, видневшуюся в распахнутый ворот рубашки, на костистые руки; волнуемая глубокой неиспытанной раньше любовью и жалостью, в первый раз просто и нежно поцеловала его сухой желтый лоб.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче яланах ун, кашни ҫынӑнни майлах, ут кӗтевӗнчи евӗр ушкӑнлӑх туйӑмӗ ҫиеле шӑвӑнса тухать.

В бою всегда сильно владело им, как и каждым, табунное чувство.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех